Акиньшина Оксана Сергеевна

Акиньшина Оксана Сергеевна (ҫур. 1987 ҫулхи акан 19-мӗшӗ, Ленинград) — Раççей киноактриси.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1987 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мешӗнче Ленинградра автослесарьпе бухгалтер ҫемьинче ҫуралнӑ[2]. Модель агентствинче ӑсталӑхне туптанӑ, унӑн ертӳҫи пур хӗре те Сергей Бодров-кӗҫӗнни режиссёр патне пробӑсем иртме хушнӑ. Тӗрӗслеве хавхаланусӑр килнӗ[4], анчах та ӑна суйласа илнӗ те пӗрремӗш хут экран ҫине Бодровӑн «Сёстры» драминче 13 ҫулта тухнӑ. Ҫак фильмшӑн 2001 ҫулхи Сочири кинофестивальте «Дебют» конкурсра Оксанӑпа Катя Горина «Чи лайӑх актёр дуэчӗ» парнене тивӗҫнӗ.

undefined

Лукас Мудиссон швед режиссёрӗн «Лиля навсегда» фильмӗнче ӳкерӗннӗ хыҫҫӑн тӗнчере палӑрнӑ. 2003 ҫулта нидерландсен «Юг» фильмӗнче ӳкерӗннӗ, унта ҫамрӑк хӗре, Нидерланда вӑрттӑн килнӗ пӗччен ача амӑшне, вылянӑ. Фильмра голланд чӗлхипе калаҫать. 2004 ҫулта «Статский советник» фильмра Эсфири Литвинова рольне ҫирӗплетнӗ, анчах та пӗрремӗш кунне ӳкерӗнме пыман, ун вырӑнне Эмилия Спивак актрисӑна выляттарнӑ. Ҫак ҫулах Ирина Нескаян «Превосходство Борна» фильмӗнче эпизодлӑ роль вылянӑ.

2006 ҫулта «Волкодав из рода Серых Псов» фильмра Акиньшина Елень кнесинка сӑнарне вылять, ку — тӗп рольсенчен пӗри. 2008 ҫулта Валерий Тодоровскин(выр.)чăв. «Стиляги» мюзиклӗнче тӗп хӗрарӑм рольне калӑпланӑ.

2011 ҫулта «Высоцкий. Спасибо, что живой» фильмри Татьяна студенткӑн, Высоцкин тантӑшӗн, тӗп рольне вылянӑ. 2012 ҫулта «8 пурвых свиданий» фильмра тӗп рольте ӳкерӗннӗ, 2015 ҫулта вара — унӑн тӑсӑмӗнче, «8 новых свиданий» фильмра.

Искусствоведа вӗреннӗ, хӑй каланӑ тӑрӑх, «Сергей Бодров пек пулас килнӗрен: вӑл искусствоведа вӗреннӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хам сисмесӗрех ун пек пуласшӑн пулнӑ»[5].

Харпӑр пурнӑҫ

Вунпилӗк ҫула ҫитиччен Алексей Чадов актёрпа тӗлпулнӑ, ун хыҫҫӑн Сергей Шнуровпа(выр.)чăв. пурӑннӑ. 2008 ҫулта хӑйӗн пӗрремӗш упӑшкипе — Дмитрий Викторович Литвиновпа — паллашнӑ (1976, чӳк, 6)[6], вӑл «Планета Информ» пиар-компанин тӗп директорӗ пулнӑ. 2009 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вӗсен Филипп ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ.

Алексей Воробьёв(выр.)чăв. актёрпа тата юрӑҫпа тӗл пулнӑ, 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уйрӑлнӑ[7][8].

2012 ҫулта Арчил Геловани кинопродюсера качча тухнӑ, мӑшӑрӑн икӗ ача: ывӑлӗ Константин (15.01.2013) тата Эмми хӗрӗ (25.01.2017)[9][10][11][12]. 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уйрӑласси пирки пӗлтернӗ[13], апла пулин те каярахпа мӑшӑр пӗрлех юлнӑ[14].

Шухӑшӗсем

Акиньшина хӑйӗн феминизм пирки шухӑшӗсем ҫинчен интервьюра ҫапла каланӑ: феминизм(выр.)чăв. — «хитре мар хӗрарӑмсен ӗҫӗ», патриархат(выр.)чăв. вара — «ҫутҫанталӑк хӑй палӑртнӑ йӗрке»[15].

Фильмографи

Год Название Роль
2001 ф Сёстры Света
2002 ф Лиля навсегда / Lilja 4-ever Лиля
2002 ф В движении Аня
2003 ф Игры мотыльков Зойка
2003 ф Юг / Het Zuiden Зоя
2003 с Каменская 3 Ира Терехина
2004 ф Превосходство Борна / The Bourne Supremacy Ирена Нески
2004 с Женщины в игре без правил Алка
2005 с Женский роман Ксения
2006 с Капитанские дети Полина Гринёва
2006 ф Москва-ноль Люба
2006 ф Обратный отсчёт Анна
2006 ф Волкодав из рода Серых Псов Кнесинка Елень
2008 ф Стиляги Полина (Польза)
2008 ф Райские птицы Катенька
2008 ф Враг номер один Катя
2009 ф Я Нина
2010 ф Метель Варя
2011 ф Высоцкий. Спасибо, что живой Татьяна Ивлева
2012 ф 8 первых свиданий Вера Казанцева
2012 ф Самоубийцы Марина
2012 ф Некуда спешить мотоциклистка
2015 ф 8 новых свиданий Вера Казанцева
2015 ф SOS, Дед Мороз, или Всё сбудется! Ольга
2015 с Петля Нестерова Ольга, Королёв хӗрӗ
2016 ф СуперБобровы Светлана Боброва
2016 с Каждому своё Оксана, Клим амӑшӗ
2016 ф Молот Вера
2018 ф СуперБобровы. Народные мстители Светлана Боброва
2019 ф Рассвет Мария Коннова
2019 ф Куда течёт море амӑшӗ
2020 ф Спутник Татьяна Юрьевна Климова
2020 с Беспринципные Людмила, Славикӑн арӑмӗ
2021 ф Чернобыль Ольга Савостина
2021 с Полёт Ира Ковалёва
2021—2022 с Контейнер Саша
2022 ф Тайна Светлана Боева
2022 с The Тёлки Лена, Андрейӗн арӑмӗ
2023 ф Синдром Сӑнар ятне кӑтартман
2023 ф Беспринципные в деревне Людмила, Славикӑн арӑмӗ
2024 ф Возвращение попугая Кеши Катя
2024 с Неверные Ольга Шилковская
2024 с Наследники. Дар крови Надя
2024 ф За слова отвечаю Света Солнце
2025 с Отпечатки Яна[16]

Хисепӗсем

  • Сочири «Кинотавр» фестивальти «Чи лайӑх актёр дуэчӗ» преми (2001);
  • «Созвездие» фестивальте «Дебют» номинацире тӗп парне (2001);
  • Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальте «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире тӗп парне (2001);
  • Стокгольмри Пӗтӗм тӗнчери 13-меш кинофестивальте «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире тӗп парне (2002);
  • Швеци киноакадемин «Ылтӑн нӑрӑ» кинопарни — «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире;
  • «Швецин чи лайӑх киноактриси» конкурсра куракансен парни (2002);
  • Штутгартри Европа киновӗн 3-мӗш фестивалӗн парни — «Пысӑк пуласлӑхлӑ ҫамрӑк актриса» номинацире (2003).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Денис Зинченко. Мать Акиньшиной: Сережа Шнуров оказался хорошим человеком. sobesednik.ru (30 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Оксана Акиньшина: биография актрисы, ее сын Филипп Дмитриевич Литвинов | Фото из Инстаграм | Фильмография: фильмы с Акиньшиной в главной роли | Личная жизнь Оксаны | Журнал Cosmopolitan (выр.). Cosmopolitan. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  3. ^ Oksana Akinschina // FemBio-Datenbank (нем.)
  4. ^ Катя Горина: Сергей Бодров запрещал актёрам пить. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  5. ^ Интервью с Оксаной Акиньшиной: ru_bykov — LiveJournal. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  6. ^ Дмитрий Литвинов. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
  7. ^ Акиньшина закрутила роман с Алексеем Воробьевым (выр.). Сегодня.ua (27 кӑрлачӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
  8. ^ Елена ЛАПТЕВА,Мария РЕМИЗОВА. Алексей Воробьев расстался с Оксаной Акиньшиной (выр.). Комсомольская правда (11 ҫӑвӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
  9. ^ Вести.Ru: У актрисы Оксаны Акиньшиной родился второй сын. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  10. ^ Оксана Акиньшина ждет третьего ребенка (выр.). Дети Mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  11. ^ Оксана Акиньшина родила третьего ребенка. zirki.odnoboko.com. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  12. ^ Оксана Акиньшина рассекретила имя дочки — 7Дней.ру (выр.). 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  13. ^ После объявления о разводе Оксана Акиньшина улетела отдыхать с детьми (выр.). 2018 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  14. ^ Оксана Акиньшина, редкое фото с младшими детьми: «Очень красивые!» Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  15. ^ Н. Васильева. «У меня тяга к самоуничтожению и саморазрушению» (выр.). Известия (19 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  16. ^ Второй день фестиваля «Новый сезон»: на какие сериалы стоит обратить внимание? (выр.). BFM (17 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.