Бодров Сергей Сергеевич

Бодров Сергей Сергеевич (Сергей Бодров-кӗҫӗнни) (1971 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ[1], Мускав[2]2002 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ[1], Çурçĕр Осети) — совет саманинчи тата Раҫҫей киноактёрӗ, кинорежиссёрӗ, сценарисчӗ, телеертӳҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ. Раҫҫей Федерацин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1997).

Ҫак фильмсенче тӗп рольсене вылянӑ: «Кавказский пленник» (1996), «Брат» (1997), «Стрингер» (1998), «Восток-Запад» (1999), «Брат 2» (2000) тата «Медвежий поцелуй» (2002); «Марафон-15», «Взгляд» телепрограммӑсен тата «Последний герой» проектӑн пӗрремӗш сезонӗн ертӳҫи; «Сёстры» (2001) тата «Связной» (вӗҫленмен, 2002) фильмсен режиссёрӗ тата сценарисчӗ; «Морфий» фильм сценарисчӗ (2008).

2002 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнчен Бодров ӳкерӳ ушкӑнӗпе пӗрле Ҫурҫӗр Осетири Кармадон ту хушӑкӗнче Колка пӑр катрамӗ аннипе ун айне пулса официаллӑ хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланать, унта вӗсем «Связной» фильма ӳкернӗ. Пӑр пӗтӗмпе 120 ытла ҫынна тата икӗ турбазӑна хӑй айне пытарнӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Ачалӑх

Сергей Бодровӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каланӑ паллӑ каларӑшӗсем:

Ачалӑх вӑл — ҫын пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ те чи кӑсӑк вӑхӑт[3].

Мӗнле ҫын пуласси пурнӑҫӑн малтанхи вунултӑ ҫулӗнче ҫирӗпленет[4].

1971 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Пӗчӗк чухне Сергей Бодров вӑхӑта пӗччен ирттерме юратнӑ[3].

Тӗрлӗ кӑларӑмсем ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей «ҫӳп-ҫап турттаракан машина водителӗ пулса хӗрхӗлтӗм машинӑпа ҫӳресшӗн пулнӑ»[4].

Сергей ҫамрӑк ҫулӗсемпе тӗнчекурӑмне витӗм кӳнӗ пурнӑҫри лару-тӑрусем ҫинчен «Сочинение на тему: восемь событий, которые оказали на меня влияние, или как я вырос хорошим человеком» хайлав ҫырнӑ.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Сергей Владимирович Бодров(выр.)чăв. (1948, ҫӗртме, 28), кинорежиссёр, «Оскар»(выр.)чăв. преми илме тӑратнӑ номинант.
  • Амӑшӗ — Валентина Николаевна Бодрова, искусствовед, М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн истори факультетӗнчи преподаватель. Бодров-аслипе вӗсем 1976 ҫулта уйрӑлнӑ[5].
  • Хурӑнташ-йӑмӑкӗ — Асия Сергеевна (Ася) Бодрова-Беккулова[6]. Сергей Бодров-аслин тата Казахстан ӳнерҫин, галерея хуҫин Айжан Беккулован хӗрӗ.
  • Кукамӑшӗ — Лидия Григорьевна, ача-пӑча тухтӑрӗ[7].
  • Арӑмӗ — Светлана Бодрова (Ситина, Михайлова), МИИГАиКран вӗренсе тухнӑскер. 2000 ҫултан пуҫласа 2014 ҫулччен «Жди меня»(выр.)чăв. программӑра режиссёр пулса ӗҫленӗ, кайран «Непутёвые заметки» программӑна куҫнӑ.
  • Хӗрӗ — Ольга Сергеевна Бодрова (1998, утӑ, 24).
  • Ывӑлӗ — Александр Сергеевич Бодров (2002, ҫурла, 27).

1997 ҫулта Сергей хӑйӗн пулас арӑмӗпе Светланӑпа, «Акулы пера» тата «ТВ-6» каналти «Канон» телепрограммӑсен авторӗпе паллашнӑ. Вӗсен романӗ Кубӑра пуҫланнӑ, унта Светлана, Сергей тата ытти тележурналистсем ҫамрӑксемпе студентсен фестивальне ҫутатма кайнӑ. Вӗсем 1998 ҫулта мӑшӑрланнӑ. Кӗҫех Бодровсен ҫемйинче Оля ятлӑ хӗр, Сергей ҫухаличчен пӗр уйӑх маларах ывӑлӗ Александр ҫуралнӑ.

Арӑм мӗнле пулассине эпӗ яланах, мӗн пӗчӗкрен, пӗлнӗ. Ахӑртнех, нумай шухӑшланӑ кун пирки. Ӑна тӗл пулсан, паллах, тӳрех палласа илнӗ те авланнӑ. Анчах харпӑр пурнӑҫ ҫинчен калаҫма юратмастӑп эпӗ. Ҫакна ҫеҫ калам: ҫемье, ҫывӑх ҫынсем — ирӗклӗх степенӗ. Ирӗклӗх вара — этемӗн чи пӗлтерӗшли.

Шкул

Сергей француз чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен 1265-мӗш шкулта пӗлӳ илнӗ. Вӗрентекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑл виҫеллӗ йӑрӑ та ашканчӑк пулнӑ, анчах нихӑҫан та усал е пакӑҫ пулман[8].

Шкулта Сергей ялав йӑтакан тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Кашни юнкун Бодров класӗ уроксем хыҫҫӑн пылак апат-ҫимӗҫе чӗркеме «Ударница» фабрикӑна ҫӳренӗ. Тӑватӑ сехет хушши шкул ачисем пылак ҫимӗҫсене кайран хӑйсемех ҫыхнӑ курупкасене тултарнӑ. Ӗҫлесе илнӗ укҫана шкула панӑ, вӑл укҫапа экскурсисем йӗркелеме усӑ курнӑ.

2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче шкулта Сергей Бодров ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Университет

Бодров ВГИК-а(выр.)чăв. кӗресшӗн пулнӑ, анчах ашшӗ ӑна: кино вӑл — хӗрӳ туйӑм, вӑл ҫук пулсан, е кӗтсе илмелле, е ун ҫинчен ӗмӗрлӗхех манмалла, тесе ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑн пек хӗрӳлӗхе туйманнипе Сергейӗн хӑйӗн шухӑшне пӑрахма тивнӗ[4].

1989—1994 ҫулсенче М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн истори факультечӗн историпе ӳнер теорийӗн уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Сергей университетран хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ та аспирантурӑра юлнӑ, анчах музейра та, библиотекӑра та ӗҫлемессе шаннӑ. Университетра Сергей, хӑй каланӑ тӑрӑх, ахаль япаласенче, ун таврашӗнче мӗн пуррине илемлӗхе курма вӗреннӗ[4]. Вара, паллӑ актёр тата телеертӳҫӗ пулса, Бодров 1998 ҫулта МПУ-на кайнӑ. В. Н. Гращенков искусствоведени докторӗ, профессор ӑслӑлӑх ертӳҫи ертсе пынипе искусствоведени кандидачӗн диссертацине хӳтӗленӗ, теми «Архитектура в венецианской живописи эпохи Возрождения».

1991 ҫулта Сергей Италире ӳнер ӗҫне тӗпченӗ. Вырӑнти курорт хулинчи пляжа ҫӑлавҫӑ пулса вырнаҫма, ҫӗршыв тӑрӑх ҫул ҫӳреме укҫа ӗҫлесе илме май килнӗ. Тепӗр виҫӗ ҫул Бодров унта ӗҫе ҫӳренӗ, курсра телейлӗ ҫын шутланнӑ.

Пӗр интервьюра Сергейран пурнӑҫра ӑна ӳнер пӗлӗвӗ кирлӗ пулнипе пулманни пирки ыйтсан вӑл ҫапла хуравланӑ[9]:

Паллах. Акӑ пӗр-пӗр хулана килетӗн. Яланхи пекех ку хула ҫинчен мӗн пӗлетӗн? Унта тӗп площадь, темле магазинсем пур… Эпӗ вара унти музейра эсӗ кунӗпе ирттерме пултаракан пӗр ӳкерчӗк пуррине пӗлетӗп. Ҫак кун сан пурнӑҫу ҫумне хушӑнать.

Кино

Пӗрремӗш хут ӳкерӗннисем

Бодров-кӗҫӗннин пӗрремӗш кинематографи опычӗ ашшӗн «Я тебя ненавижу» (1986) тата «СЭР (Свобода — это рай) (1989) фильмӗсенчи пӗчӗк эпизодла рольсем пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш фильмра Сергей экран ҫине пӗр самантлӑха ҫеҫ тухнӑ, сӑрӑ робӑллӑ, кӑкӑрӗ ҫине бирка ҫакнӑ, тытнӑ тӗп геройпа юнашар хӑйӗн шӑпине кӗтсе ларакан пӗчӗк право пӑсакана вылянӑ. Университетра вӗреннӗ чухне Сергей Бодров ҫавӑн пекех ашшӗн 1992 ҫулти «Шурӑ король, хӗрлӗ королева» фильмӗнче отеле почта турттаракан швейцарӑн эпизодлӑ рольне вылянӑ.

«Кавказский пленник»

1995 ҫулта Сергей ашшӗ ӳкерӳ ушкӑнӗпе Дагестана «Кавказский пленник» фильма ӳкерме тухса кайнӑ. Сергей ӑна хӑйӗнпе пӗрле илме ыйтнӑ, кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулнӑ, анчах кӗтмен ҫӗртен тӗп рольсенчен пӗрне — Ваня Жилин рядовоя, Александр Ряполов контрактник рольне вылянӑ Олег Меньшиковӑн партнёрне вылянӑ. Фильм Канн кинофестивалӗнче ФИПРЕССИ призне, Сочири фестивальте Гран-прине, «Хрустальный глобус» гран-призне тата Карл Варӗсенчи фестивальте экуменика жюрин призне, чи лайӑх сценаришӗн «Феликс» парнине, чи лайӑх фильмшӑн вырӑс кинопрессин призне, Мускаври «Сталкер» кинофестивалӗн «Сталкер» Гран-прине, Сиднейри фестивальте куракансен кӑмӑлӗн призне тивӗҫнӗ. С. Бодров-кӗҫӗнни Сочири кинофестивальте О. Меньшиковпа пӗрле чи лайӑх рольшӗн, Ф. Абдраимовпа пӗрле кинопрессӑн призне, «Балти ахах-мерченӗ» фестивальте чи лайӑх актёр дебючӗшӗн приз илнӗ. Ашшӗпе пӗрле литературӑпа ӳнер енӗпе 1997 ҫулшӑн Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ[10]. Сергей хӑйне артист тесе шутламан:

Эпӗ яланах тата пур ҫӗрте те: «Эпӗ артист мар, эпӗ артист мар, — эпӗ артист мар» — тетӗп. Мана вара: «Ҫук, эсир артист!» . Эпӗ вара: «Артист вӑл — пачах урӑхла ҫын. Вӗсем урӑх ҫынсем, вӗсен урӑх конституци. Роль маншӑн — професси мар. Ку вӑл — ӗҫ, тӑвакан ӗҫ», — тетӗп.

«Взгляд» телепрограмма

1996 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Сергей «ОРТ» телеканалта «Взгляд» программӑна ертсе пыма пуҫланӑ, унта 1999 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен ӗҫленӗ.

С. Бодров ҫак тапхӑр ҫинчен аса илнисенчен пӗри — хӗрлӗ ҫӳҫлӗ хулиган, Хӗл Мучирен хӑйӗн пиччӗшӗ валли вӗрсе каламалли труба ыйтнӑ истори пулнӑ, вӑл хӑйӗнне ҫухатнӑран хытӑ куляннӑ. Сергейпе унӑн «Взглядри» ӗҫтешӗсем Хӗл Мучие ҫырнӑ ҫырусене почтӑра илнӗ. Ача картишне автобус килнӗ, унран оркестр тухнӑ та выляма тытӑннӑ. Ача, итлес тесе, урама тухнӑ, вара С. Бодров унпа калаҫу пуҫланӑ, ҫав калаҫуран вӑл хӑйӗн пиччӗшне питӗ пулӑшасшӑн пулни палӑрнӑ.

Сергей проектран 1999 ҫулта, официаллӑ версипе — «Брат 2» фильма ӳкернине пула тухса кайнӑ. Анчах та ертсе пыракан ҫын кӑмӑл-туйӑм ҫулӑмне чӑтайман текен шухӑш пур, ҫакӑ ӑна программӑран тухса кайма хистенӗ те.

«Брат»

1996 ҫулта Сочи кинофестивалӗнче Сергей Алексей Балабанов(выр.)чăв. режиссёрпа паллашнӑ, вӑл ӑна «СТВ» студине илсе пынӑ. Шӑпах кунта 1997 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче экрансем ҫине тухнӑ «Брат» фильма ӳкернӗ (тӗнче шайӗнче премьера Францире 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ).

Сергей фильмра тӗп роле — Данила Багрова — вылянӑ.

Кинокритиксем картинӑна ӑшшӑн йышӑннӑ, Данила Багрова — «халӑх паттӑрӗ», фильма вара — «пирӗн ҫӗнӗ йышши кинематограф манифесчӗ» тесе хакланӑ[11]. Анчах та хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем фильма расизмшӑн е русофобишӗн айӑпланӑ[4].

Бодров-кӗҫӗнни хӑй сӑнарне ҫапларах хакланӑ[3]:

Пӗлетӗп, Данилӑна час-часах вӑл айван, ансат та пит ӑслах марришӗн ӳпкелеҫҫӗ … Кӑштах килӗшетӗп эпӗ кунпа. Анчах манӑн ун пирки пуҫ миминче ҫавнашкал метафора ҫуралать: манӑн куҫ умне авалхи хаосри ҫынсем тухса тӑраҫҫӗ, вӗсем хӑйсен шӑтӑкӗнче кӑвайт умӗнче лараҫҫӗ, тӑранса, ӗрчесе пурӑннисӗр пуҫне, пурнӑҫра нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ. Сасартӑк вӗсенчен пӗри ура ҫине тӑрать те, хамӑрӑннисене хӳтӗлеме кирли ҫинчен питӗ ансат сӑмахсем калать, хӗрарӑмсене хисеплес пулать, пӗртӑвансене хӳтӗлес пулать …

Паллах, эпӗ Данила Багров пек хӑтланма пултараймастӑп. Тем чӑрмантарать. Вӑл вара ҫавна тӑвать. Такам урӑххи те ҫав вӑрҫӑрах ҫапла тӑвать. Апла пулсан пирӗн вӗсемпе чунпа та пулин пӗрле пулмалла, вӗсем таҫта пирӗншӗн мӗн те пулин тунине ӑнланмалла. Патриотизм тенӗрен, эпӗ шӑпах ҫакна шута илетӗп — пӗр ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсемпе пӗрлӗхе туйни.

Фильм тивӗҫлӗхӗсене ҫапах та йышӑннӑ, «Брат» Сочири фестивальте Гран-прие, Туринри Пӗтӗм тӗнчери фестивальте жюрин ятарлӑ парнине тата ФИПРЕССИ парнене, ҫавнашкалах парнесене Котбусри кинофестивальте, Триест кинофестивалӗн Гран-прине илнӗ. Бодров Сочири кинофестивальте тата Чикагори кинофестивальте чи лайӑх арҫын ролӗшӗн тата «Ылтӑн Овен» кинопремине тивӗҫнӗ. Питӗ нумай куракан фильм килӗштернӗ, вӗсенчен чылайӑшӗншӗн Данила Багров паттӑр тата идеал пулса тӑнӑ. Фильма Сергей хӑй те итлеме юратнӑ Nautilus Pompilius композицийӗсемпе илемлетнӗ[12].

«Стрингер»

1998—1999 ҫулсенче Сергей Бодров икӗ роль вылянӑ. Пӗрремӗшӗ — П. Павликовскин «Стрингер» фильмӗнчи Вадим ролӗ.

«Восток-Запад»

Иккӗмӗш ролӗ — Режис Варнье режиссёрӑн «Восток-Запад» фильмӗнче. Сергей Сашӑна, коммуналлӑ хваттерте пурӑнакан телейсӗр мӑшӑрӑн — Головин тухтӑрпа унӑн арӑмӗ Мари — кӳршине вылянӑ.

«Брат-2»

2000 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче Раҫҫейре «Брат 2» фильмӑн премьери иртнӗ[4]. Ӑна ӳкерекенсем «Брата 2» шухӑшӗ шӳтрен тухни пирки каланӑ. Фильма Мускавра, Нью-Йоркра, Чикагора тата Питтсбургра ӳкернӗ. Бодров каллех Данила Багрова вылянӑ.

Пӗрремӗш фильм пекех «Брат 2» кинокартинӑна критика ырласа йышаннӑ, «Афиша» журналӑн рецензийӗнче «Балабанов чӑннипе мӗнле ӳкермелле ҫаван пек ӳкерет» тенӗ. Анчах та, унчченхи пекех, хӑш-пӗр кӑларӑмсем фильма вӑл расизм идейисене палӑртса Украина тата Америка нацийӗсене кӳрентернӗшӗн айӑпланӑ[4]. Сергей Бодров хӑй Америка ӑна килӗшнипе килӗшменни ҫинчен ыйтсан, ҫапла ответленӗ:

Эпир американсем пурте качака такисем пулни ҫинчен каласшӑн пулман, пачах урӑхла, эпир — ухмахсем мар, тесшӗнччӗ. Ку вӑл ансат шухӑш, вӑл пурне те ӑнланмалла марри тӗлӗнтерет. Кинора вара ӑна ытла та уҫӑмлӑ майпа кӑтартма тивнӗ, мӗншӗн тесен вӑл — кино. Кинора пурне те кӑшт-кашт ансатлатмалла.

Американ вырӑссем ҫинчен кино ӳкереҫҫӗ, калӑпӑр, Шварценеггер-милиционер мафиозин йывӑҫ урине татать, ун ӑшӗнчен вара наркотик тӑкӑнать, урамсем тӑрӑх упасем ҫӳреҫҫӗ. Урӑхла каласан, эпир — ухмахсем, айвансем! Эппин, мӗншӗн пирӗн американсенчен шӳтлеме ирӗк ҫук?

2000 ҫулта «Как снимался Брат 2» фильм тухнӑ, «Руссобит-М» компани adventure стильпе «Брат 2: Обратно в Америку» вӑйӑ кӑларнӑ, «DANA Music» студи «Брат» фильм саундтрекне кӑларнӑ, «Real Records» компани «Брат 2» саундтрекӗпе компакт-диск кӑларнӑ. Мускавра «Олимпийский» спорткомплексра, Санкт-Петербургра Пӑр керменӗнче концертсем иртнӗ, унта «Брат 2» фильмри саундтрексем пулнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.

«Quickie. Давай сделаем это по-быстрому»

2000 ҫулта Бодров-кӗҫӗнни Калифорние кайнӑ. Сергей картинӑра Димӑна — вырӑс йӑхӗнчен тухнӑ пуян американ усламҫине Олега (Владимир Машков) сыхлакана — вылянӑ.

«Сёстры»

Ӳкерӗннӗ хушӑра, ирӗклӗ вӑхӑтра, Бодров хӑйӗн пӗрремӗш фильмӗн «Сёстры» сценарине хайланӑ. Фильм идейине ӑна ашшӗ темиҫе сӑмахпа каласа панӑ[13]. Ҫакӑн хыҫҫӑн Сергей икӗ эрне хушшинче сценари ҫырнӑ, тепӗр тӑватӑ кунтан вара ӳкерме пуҫланӑ. Чи малтанах фильмӑн ячӗсем урӑхла пулнӑ: «Дочь бандита», «Танцовщица живота» и «Младший».

Сюжет никӗсӗнче пӗр варлӑ икӗ йӑмӑкӑн — Света (13 ҫулта) тата Дина (8 ҫулта) — ҫывӑхланнин историйӗ. Динӑн ашшӗпе Светӑн тӑван мар ашшӗ, Алик, тӗрмерен тухнӑ та килне юратнӑ арӑмӗпе хӗрӗ патне таврӑнать, ҫапах та бандитсем ӑна общак вӑрланӑ тесе сӑлтавсӑрах мар айӑпласшӑн. Вӗсем Динӑна вӑрлассипе хӑратса укҫана тавӑрса пама хушаҫҫӗ. Алик хӗрне пытарать, Светӑна ӑна пӑхма хушать. Анчах та Светӑн йӑнӑшне пула (вӑл асламӑшӗ патне шӑнкӑравлать) бандитсем Динӑна пытарса усракан хваттере тупаҫҫӗ. Йӑмӑксем хыҫҫӑн сунар пуҫланать.

Фильмра «Кино» тата «Агата Кристи» ушкӑнсен композицийӗсемпе усӑ курнӑ.

Сергей хӑй Данила Багровӑн эпизодла рольне вылянӑ, ӑна хӑйне валли ҫырман, анчах та урӑх актёр тупӑнман.

Фильм премьери 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Сочири фестивальте фильм «Чи лайӑх дебют» Гран-прие тивӗҫнӗ, тӗп рольсене вылякансем вара «Чи лайӑх актёр дуэчӗ» жюри призӗпе дипломне ҫӗнсе илнӗ.

«Юлашки герой» телепроект

2001 ҫулхи кӗркунне Сергей Бодров «Последний герой» телешоуна ертсе пыракан пулса тӑнӑ. Вунултӑ ҫын Панама ҫыранӗ хӗрринчи утрав ҫине ларса тӗрлӗ тӗрӗслев ирттернӗ, вӑййа юлнӑ юлашки хутшӑнакан (сасӑлав мелӗпе) тӗп приза — 3 миллион тенкӗ — илнӗ. Сергей проекта ертсе пынӑ[14].

«Война»

2001 ҫулхи ҫуркунне Алексей Балабановӑн иккӗмӗш Чечен вӑрҫи пирки каласа паракан «Война» фильмне ӳкерме тытӑннӑ. Бодров фильмра иккӗмӗш планри роле сӑнарланӑ, тыткӑна лекнӗ Медведев капитана вылянӑ.

Темиҫе эпизодне Чечняра ӳкернӗ, ытларахӑшне — Кабардин-Балкар Республикинчи Чегем ту хушӑкӗнче.

Фильм премьери 2002 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче иртнӗ. Картина «Кинотавр» фестивальте «Ылтӑн роза» парнене тивӗҫнӗ, Бодров вара «Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире «Ника» премие тивӗҫнӗ.

«Медвежий поцелуй»

Сергей Бодров Лола циркачкӑна хӳтӗлекен Мишша упана вылянӑ. Мишша тепӗр чухне ҫын пулса тӑнӑ, вӗсен яланлӑхах юлас тесен унӑн ҫулталӑк хушшинче нимӗнле лару-тӑрура та никама та вӗлермелле пулман. Ҫакна Миша пурнӑҫлаймасть: вӗлернине пула юратӑвне ҫухатать. Лола Мишшана вӑрмана леҫсе ярать те ирӗке ярать, хӑй упа ами пулса, Мишша хыҫҫӑн вӑрмана кӗрсе каять.

«Мдвежий поцелуй» фильмӑн премьери 2002 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче, Сергей Бодров-кӗҫӗнни синкерлӗ вилӗмпе вилнӗ хыҫҫӑн иртнӗ. Фильм режиссёрӗ Сергей Бодров-асли картинӑна проката кӑларас темен, анчах продюсерсем ӑна ҫапах та фильма «пурнӑҫ кӑтартма» ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.

«Связной»

2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Сергей Бодров хӑйӗн иккӗмӗш фильмне «Связной» ятпа ӳкерме тытӑннӑ. Сергей пулас фильма ҫакӑн пек сӑнланӑ[15]:

Икӗ тус — ҫав ҫынсен — пурнӑҫӗ ҫинчен калакан философилле-мистикӑлла ытарлӑха эпӗ пурнӑҫран илтӗм. Вӗсем романтиксем, ҫулҫӳревҫӗсем, авантюристсем. Паллах ӗнтӗ, хурахтсем те, заложниксем те, пӗтӗмӗшпе илсен, пирӗнпе пӗрле пурнӑҫра мӗн пулса иртни пурте пур вӗсенче. Фильма «Связной» ят парас терӗм, эпӗ те унта пакетикри кофе пекех: виҫӗ пӗлтерӗшпе — сценари авторӗ, режиссёр тата тӗп роле вылятӑп.

Авӑн уйӑхӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Кавказа вӗҫсе килнӗ. Авӑнӑн 19-мӗшӗнче Зеленокумскри хӗрарӑмсен колонийӗнче эпизодсем ӳкернӗ. Тепӗр кун ирпе ҫичӗ сехетре ушкӑн Кармадон ту хушӑкне(выр.)чăв. ҫитнӗ, унта тӗп геройсенчен пӗрин ҫартан таврӑннӑ эпизода ӳкермелле пулнӑ.

«Морфий»

Сергей Бодров-кӗҫӗнни Михаил Булгаковӑн «Записки юного врача» ярӑмӗн тата «Морфий» калавӑн мотивӗсем тӑрӑх сценари ҫырнӑ. Бодров вилнӗренпе 6 ҫул иртсен Алексей Балабанов режиссёр 2008 ҫулта ҫак сценарипе «Морфий» фильм ӳкернӗ[16].

Вилӗм

2002 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче ирпе Сергей Бодров ертсе пынӑ «Связной» фильмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Владикавказран тусем ҫине кайнӑ. Кунӗпех ӳкернӗӑ. Тӗттӗмленсен ушкӑн, ӳкерме хутшӑннӑ «Нарты» лаша театрӗн ҫичӗ артистне шута илсе, каялла хулана ҫул тытнӑ. 20:08 вӑхӑтра сасартӑк Колка пӑрлӑхӗ ишӗлме пуҫланӑ, темиҫе минут хушшинче пӑр ишӗлчӗкӗ Кармадон ту хушӑкне 60 метрлӑ пӑрпа чул сийӗпе витсе хунӑ. Никам та ҫӑлӑнма ӗлкӗреймен.

Официаллӑ верси тӑрӑх, Джимар тӑвӗ ҫинчи ту хысакӗ ҫинчен ҫакӑнса тӑракан пӑрлӑхсенчен пӗри татӑлса аннӑ. Пӑр капламӗ Колкӑн пӑрлӑхӗ ҫине ӳкнӗ, лешӗ вырӑнтан татӑлса аннӑ та ту хушӑкӗпе сехетре 180 ҫухрӑм ҫити хӑвӑртлӑхпа аялалла кайнӑ.

Пысӑк масштаблӑ ҫӑлав ӗҫӗсем темиҫе уйӑха тӑсӑлнӑ, хыпарсӑр ҫухалнисен тӑванӗсен тата доброволецсен ушкӑнӗ кунта 2004 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен пулнӑ. Инкек хыҫҫӑн хыпарсӑр ҫухалнисем ҫӗр ҫын ытла шутланаҫҫӗ, Бодров юлашкийӗсене те тупса палӑртман.

Инкек хыҫҫӑн тепӗр кунне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, Владикавказа Сергей Бодров-асли вӗҫсе килнӗ. Вӑл тӳрех трагеди пулнӑ вырӑна кайнӑ. Пӑрлӑх патӗнче хӗрӗх минут чӗнмесӗр тӑнӑчӗ, унтан ӑна Сергей пурӑнакан гостиницӑна илсе кайма ыйтнӑӗ. Унта вӑл ывӑлӗн номерне питӗрӗнсе ларнӑ та тепӗр ирччен те тухман.

Реакци

Виктор Сухоруков актёр

Виктор Сухоруковпа Сергей Бодровӑн пурнӑҫри юлашки тӗлпулӑвӗ самаях сивӗ иртнӗ, уншӑн Виктор каярахпа хытӑ куляннӑ. Ҫак тӗлпулуччен вӗсем пӗр-пӗрне ҫулталӑк курман. Вара ҫулла Мускаври кинофестивальте, «Пушкинский» кинотеатрта, «Кукушка» фильм премьеринче тӗлпулнӑ. Ун чух Виктор Сергей ҫухалнӑшӑн, унпа ҫыхӑнӑва тухманшӑн, ӑна «Связной» фильмра ӳкерӗнме чӗнменшӗн кӳренсе калаҫнӑ.

Инкек хыҫҫӑн Сухоруков ҫулталӑк Бодров ҫинчен нимӗнле интервью та паман, мӗншӗн тесен вӗсем юлашки хут тӗл пулнӑран хӑйӗн айӑпне туйнӑ, анчах кайран ҫапах та журналистсемпе хутшӑнма шут тытнӑ — ҫапла майпа Сергейран каҫару ыйтнӑ[17].

Режиссёр Алексей Балабанов

Алексей Балабанов ӗҫтешӗ кӑна мар, Сергей Бодровӑн ҫывӑх тусӗ те пулнӑ, инкек пулнӑ пирки питӗ хытӑ куляннӑ, мӗншӗн тесен лавина айӗнче Бодровсӑр пуҫне унӑн ӳкерӳ ушкӑнӗнчи ҫынсем вилнӗ. Пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн пурнӑҫ пӗтрӗ, тенӗ вӑл. Бодров ушкӑнӗ вилнӗ хӑрушӑ кун Балабановӑн та ӳкернӗ ҫӗрте пулмалла пулнӑ, анчах юлашки самантра ӑна кайма темӗн чӑрмантарнӑ. Балабанов Бодров ушкӑнӗпе пӗрле вилнӗ тесе шутланӑ[18].

Астӑвӑм

  • Санкт-Петербургри Александр Невский лапамӗнче (1б ҫурт, лит. А) Сергей Бодров портретне ӳкернӗ. Граффитие «Ленэнерго» ПАО трансформатор подстанцийӗнче HoodGraff арт-ушкӑнӑн ӳнерҫисем пурнӑҫланӑ. Хула ҫыннисен шухӑшне пӑхмасӑрах 2020 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Санкт-Петербургри ГАТИ виҫӗ кунра стенана сӑрласа хума хушнӑ. Темиҫе кун хушшинче граффитие юсаса ҫӗнетнӗ, анчах портретне урӑх сӑнӳкерчӗкрен ӳкернӗ.
  • Сергей Бодров портретнеӗ Воронежри «Воронежэнерго» ПАО трансформатор подстанцийӗ ҫинче (Одинцов маршал урамӗ, 8Т-мӗш ҫурт) ӳкернӗ.
  • 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Мускав облаҫӗнчи Реутов хулинчи Данила Багров сӑнарӗнче Сергей Бодров палӑкне лартас шухӑш пирки паллӑ пулнӑ[19].
  • Кармадон ту хушӑкне кӗнӗ ҫӗрте Сергей Бодров-кӗҫӗннин тата «Нарты» лаша театрӗн артисчӗсен портречӗсене ӳкернӗ гранит чул-палӑк вырнаҫтарнӑ[20].
  • 2025 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче Приозёрск(выр.)чăв. хулинче Сергей Бодров палӑкне уҫнӑ[21].

Музыкӑра

Списокра кӑтартнӑ юрӑсенчен хӑшӗсене вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Бодрова асӑнса ҫырнӑ, хӑшӗсене — вӑл пурӑннӑ чухне, анчах та ӑна асӑнса концертсенче юрлаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсене шӑрантарас умӗн сцена ҫинчен мусӑкҫӑсем Сергей Бодров ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ, концерт экранӗнче вара унӑн фильмӗсенчи сӑнӳкерчӗксемпе кадрсене кӑтартаҫҫӗ.

Вячеслав Бутусов «Эхолов»[22], «Зверь»
Ирина Салтыкова «Брат»
[Би-2» «Волки», «Полковнику никто не пишет»
Plastika «Ледники»
«Смысловые галлюцинации» «Вечно молодой», «Зверь/2»
ST (рэпер) «Вечно молодой» («Смысловые Галлюцинации» ушкӑнпа пӗрле ҫырнӑ)
«Агата Кристи» «Пуля», «Никогда»
VLNY «Мантра»
Гарри Топор Поребрик

Сергей Бодрова халалланӑ кӗнекесем::

2003 Сергей Бодров. «Последний герой» Автор: Михаил Трофименков. Издательство: «ПБЮЛ Быстров, Эксмо»
2004 «Архитектура в венецианской живописи Возрождения» Сергея Бодров ҫырнӑ ӑслӑлӑх ӗҫне амӑшӗ Валентина Николаевна Бодрова уйрӑм кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ[23].
2007 Сергей Бодров «Связной» Издательство: «Сеанс/Амфора». В книгу вошли сценарии, написанные Бодровым, отрывки из его интервью и воспоминания о нём.

Сергей Бодрова халалланӑ телепередачӑсем тата документлӑ фильмсем:

2005 «ДТВ» «Как уходили кумиры». Сергей Бодров-мл.
2006 «Россия» «Сергей Бодров. „Кавказский пленник“
2006 «ТВ Центр» «Сергей Бодров. „Я не буду актёром“
2007 «Первый канал» «Сергей Бодров. „Последние 24 часа“
2008 «НТВ» «Главный герой». Сергей Бодров-мл.
2008 «ТВ-3» «Тайные знаки: „Сергей Бодров. Он просто ушёл в горы“»
2010 «НТВ» «Первая кровь. „Последний герой: Сергей Бодров“
2010 «Время (телекӑларӑм)» «Человек в кадре. Сергей Бодров»
2011 «Первый канал» «Сергей Бодров. „Где ты, брат?“»[24]
2012 «Первый канал» «Кармадон. 10 лет спустя»[25][26]
2012 «НТВ» «И снова здравствуйте!». Сергей Бодров
2013 «ТВ Центр» Сергей Бодров. «Постскриптум» с Алексеем Пушковым
2013 «Пятый канал» «Правда жизни». Смерть по сценарию
2015 «РЕН ТВ» «Вечно молодой». Две жизни Сергея Бодрова
2016 «Первый канал» «Маршрут построен». Чикаго
2016 «Первый канал» Концерт «Брат 2. 15 лет спустя»
2016 «Звезда» «Сергей Бодров. „Последний день“»[27]
2016 «Первый канал» «Сергей Бодров. „В чём сила, брат?“»[28][29]
2017 «ТВ Центр» «Прощание. Сергей Бодров»[30]
2020 «Мир» «Сергей Бодров: жизнь как подвиг»[31]
2021 «ТВ-3» «Нас других не будет»

Хисепӗсем

Ҫул Награда Фильм
1996 Чи лайӑх кинодебют «Балтийская жемчужина» фестиваль, Рига-Юрмала «Кавказский пленник (фильм, 1996)»
1996 Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ, «Кинотавр» фестиваль, Сочи «Кавказский пленник»
1996 Кинопрессӑн ҫулталӑкри чи лайӑх актёра паракан парни «Кавказский пленник»
1997 Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ, Ника (кинопреми) «Кавказский пленник»
1997 Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗ «Кавказский пленник»
1997 Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ, «Кинотавр» фестиваль, Сочи «Брат (фильм, 1997)»
1997 Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ, «Золотой овен» (кинопреми) «Брат»
1997 Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ, Чикагори кинофестиваль «Брат»
2001 Гран-при чи лайӑх дебютшӑн, «Кинотавр» фестиваль, Сочи «Сёстры (фильм, 2001)»
2001 Jesolo Biennale преми, Венецири Cinema d"Autore кинофествиаль «Сёстры»
2001 Дебютлӑ чи лайӑх фильмӗ, «Золотой овен» (кинопреми) «Сёстры»
2002 «ВидеоМагазин» журнал премийӗ, чи лайӑх Раҫҫей фильмӗ «Сёстры»
2002 Карловы Вары кинофестивальти ятарлӑ приз «Сёстры»
2003 Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын сӑнарӗ, Ника (кинопреми) «Война (фильм, 2002)»
2006 «MTV Россия» кинопарни (вилнӗ хыҫҫӑн)

Фильмографи

Ҫул Фильм Ӗҫ тӗсӗ
Режиссёр Сценари авторӗ Актёр Роль
1986 Я тебя ненавижу (телефильм)
симӗс ✓Y
лаша спорчӗн клубӗнчи арҫын ача
1989 СЭР
симӗс ✓Y
колонире лараканскер
1992 Белый король, красная королева
симӗс ✓Y
почтальон
1996 Кавказский пленник (фильм, 1996)
симӗс ✓Y
Иван Жилин рядовой
1997 Брат (фильм, 1997)
симӗс ✓Y
Данила Багров
1998 Стрингер (фильм, 1998)
симӗс ✓Y
Вадик
1999 Восток-Запад
симӗс ✓Y
Сашa Васильев
2000 Брат 2
симӗс ✓Y
Данила Багров
2001 Давай сделаем это по-быстрому
симӗс ✓Y
Дима
2001 Сёстры (фильм, 2001)
симӗс ✓Y
симӗс ✓Y
симӗс ✓Y
Данила Багров
2002 Война (фильм, 2002)
симӗс ✓Y
Медведев капитан
2002 Медвежий поцелуй
симӗс ✓Y
Миша
2002 Связной (фильм, 2002) (вӗҫлемен)
симӗс ✓Y
симӗс ✓Y
симӗс ✓Y
Алексей Семёнов ҫӳп-ҫап пуҫтаракан
2008 Морфий (фильм)
симӗс ✓Y

Клипсенче

Ҫул Ушкӑн Ячӗ
1997 Nautilus Pompilius Во время дождя
2000 «Би-2» Полковнику никто не пишет
2001 «Агата Кристи» Пуля, режиссёр пулса та

Ытти

Ҫул Программа Ӗҫ тӗсӗ
1992 «Марафон-15» ертӳҫӗ
1996—1999 «Взгляд (телепрограмма)» ертӳҫӗ
2000 «Как снимался Брат 2» ертӳҫӗ
2000 «Брат 2 (саундтрек)». Мускаври «Олимпийский» спорт комплексри концерт ертӳҫӗ
2000 Челябинскри «КВН» 5-мӗш юбилейлӑ фестивалӗ жюри пайташӗ
2001 Последний герой (1-мӗш сезон) ертӳҫӗ

Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем

  • Bodrov S. S. Lo spazio cittadino nella pittura veneziana del XVI secc-Annali della Fac. F. M. N. dell’anno 1995, p. 16—-39. Universita degli di Roma «La Sapienza»
  • Бодров С. С. Изображение архитектуры в венецианской живописи эпохи Возрождения // ИНИОН, № 53220 от 21. 01. 1998. — 33 с.
  • Бодров С. С. Архитектура в венецианской живописи Возрождения: автореферат дис. канд. искусствоведения. / 07. 00. 2012. — М.: МГУ, 1998. — 19 с.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Sergei Bodrov jr. // Filmportal.de — 2005.
  2. ^ 1, 2 Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #128354097 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
  3. ^ 1, 2, 3 Сергей Бодров. Связной. — Амфора, 2007. — 303 с. — ISBN 978-5-367-00488-5.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Трофименков М. Сергей Бодров. Последний герой. — Эксмо, 2003. — 192 с. — ISBN 5-94700-019-9.
  5. ^ Мама Сергея Бодрова регулярно навещает место его гибели. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  6. ^ Где ты, брат? Сергея Бодрова ждет в Алматы сестра Ася Бодрова-Беккулова. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  7. ^ "В чем сила, брат? В правде!" О Сергее Бодрове — его двоюродная тетка из Круглянского района. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  8. ^ Самоделова С., Великанова М., Елисов А. Прощай, брат. И если навсегда – то навсегда прощай… // Московский комсомолец. — М., 2002. 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Сергей Бодров: «Я — фаталист…». 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Указ Президента Российской Федерации от 06.06.1998 г. № 657. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  11. ^ 20 лет «Брату»: что писали критики о фильме в 90-е. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  12. ^ Штепина О. Кумир молодого поколения // МК-Бульвар. — 2000.
  13. ^ Кожевникова Н. «Первый дубль — всегда лучший» // Пульс : г. — 2001.
  14. ^ Сергей Бодров: Тяжело плыть в лодке под тропическим ливнем // Комсомольская правда : газета. — 2001 (2002). 2005 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  15. ^ Одно из последних интервью Сергея Бодрова. 2008 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  16. ^ В Угличе пройдут съёмки фильма «Морфий». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  17. ^ Виктор Сухоруков: «Я прозевал „брата“ Серегу Бодрова!» Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  18. ^ «После гибели Сережи Балабанов сломался». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  19. ^ Стало известно, как будет выглядеть памятник Сергею Бодрову. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2022 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  20. ^ «Это была мясорубка! Камни в 300 тонн летали» 20 лет назад Сергей Бодров и еще 150 человек погибли в Кармадонском ущелье. 2022 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  21. ^ Родина не забудет: памятник актеру Сергею Бодрову открыли в Приозерске (2025-10-23). 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
  22. ^ Вячеслав Бутусов — «Эхолов» (Песня, посвящённая Сергею Бодрову) — Видео — Сергей Бодров-младший — Последний герой нашей эпохи. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
  23. ^ Очарованный Венецией. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  24. ^ «Сергей Бодров. Где ты, брат?». Документальный фильм (выр.). www.1tv.com. Первый канал (27 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  25. ^ «Кармадон. 10 лет спустя». Документальный фильм (выр.). www.1tv.com. Первый канал (2012). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  26. ^ «Кармадон. 10 лет спустя». Документальный фильм (выр.). www.1tv.ru. Первый канал (20 авӑнӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  27. ^ «Сергей Бодров. Последний день». Телепередача (выр.). tvzvezda.ru. Звезда (телеканал) (25 ҫурлан 2016). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  28. ^ «Сергей Бодров. В чём сила, брат?». Документальный фильм (выр.). www.1tv.com. Первый канал (2015). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  29. ^ «Сергей Бодров. В чём сила, брат?». Документальный фильм (выр.). www.1tv.ru. Первый канал (26 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  30. ^ «Прощание. Сергей Бодров». Телепередача (выр.). www.tvc.ru. ТВ Центр (2017). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  31. ^ «Сергей Бодров: жизнь как подвиг». Телепередача (выр.). mirtv.ru. Мир (телерадиокомпания) (20 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Бодров Сергей Сергеевич // Российское кино 1986—2006: Биофильмографический справочник: Сценаристы. Режиссёры. Актёры / Сост.: Наталья Милосердова при участии Владимира Мартынова; Отв. ред. Н. Милосердова; Федеральное агентство по культуре и кинематографии Российской Федерации. Научно-исследовательский институт киноискусства.. — М.: Материк, 2008. — Т. 1 (А—К). — С. 308—309. — 592 с. — 500 экз. — ISBN 978-5-85646-131-1. (в пер.)
  • Сергей Бодров. Связной. — СПб.: Амфора, 2007. — 303 с. — ISBN 978-5-367-00488-5.
  • Трофименков М. Сергей Бодров. Последний герой. — М.: Эксмо, 2003. — 192 с. — ISBN 5-94700-019-9.
  • Без вести // Premiere : ж. — 2002. — № 53. — С. 14—25.

Каҫӑсем