Аксёнов Константин Владимирович
Аксёнов Константин Владимирович (1909 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Мускав — 1977 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Украина фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн 9-мӗш тӳпе артиллери дивизийӗн 981-мӗш тӳпе артиллери полкӗн батарея командирӗ, лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (09.02.1944)[1],[2],[3][4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Мускавра рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӗренӳ тулли мар вӑтам. рабфакран вӗренсе тухнӑ. Мускаври «Шарикоподшипник» заводра электрик пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ ҫарта 1936—1938 ҫулсенче тата 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен. 1938 ҫулта комсостав курсӗсене пӗтернӗ. Зенитлӑ ҫарсенче хӗсметре тӑнӑ.
1942 ҫултанпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче. Зенитнӑй батарея командирӗ пулнӑ. Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Лиски хули районӗнче — 1942 ҫулта Дон ҫыранӗнчи чикӗ сыхлавне хутшӑннӑ; Острогожск, Ҫӗнӗ Оскол, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре — 1943 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче хутшӑннӑ; Курск ҫапӑҫӑвне, Тростянц, Пирятин хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре, Днепнепн Букрин плацдармне тытса чарас ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. ре — ҫулла-кӗркунне 1943. Ҫапӑҫусенче икӗ хутчен аманнӑ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 1-мӗш сывлӑш ҫарӗн 981-мӗш тӳпе артиллери полкӗн батарея командирӗ, аслӑ лейтенант. Букрин плацдармӗнче ҫӗр ҫинчи ҫарсен ҫапӑҫӑвӗсене тӑшман авиацийӗ пырса ҫапасран орудисен вучӗпе хӳтӗленӗ.
1943 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче тӑшманӑн 27 самолетне персе антарнӑ чухне батарея вӗсенчен 14-шне персе антарнӑ.
Указ дати-9. 02. 1944. е «Ылтӑн Ҫӑлтӑр" (3232 №).
1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче йывӑр аманнӑ, сывалнӑ хыҫҫӑн вӗренӳ дивизионӗн командирӗ пулса вӗренӳ зенит полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1945 ҫултанпа ВКП (б) членӗ.
1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче аслӑ лейтенант званире запаса тухнӑ. Мускавра пурӑннӑ. Мускаври 1-мӗш патшалӑх подшипник заводӗнче ӗҫленӗ. 1977 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (09.02.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 3232);
- Ленин орденӗ (09.02.1944);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
Мускаври Преображени ҫӑвинче пытарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Аксёнов Константин Владимирович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Аксёнов Константин Владимирович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Аксёнов Константин Владимирович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому и сержантскому составу артиллерии Красной Армии» от 9 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 24 февраля (№ 11 (271)). — С. 1
Каçăсем
Аксёнов Константин Владимирович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра