Акчурин Леонтий Николаевич
| Ҫын пирки | |
| Акчурин Леонтий Николаевич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1933 ҫулхи акан 16-мӗшӗ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 1985 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ (52 ҫул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Ĕçлев тĕсĕ | Политик |
| Премисемпе чысланисем | |
Акчурин Леонтий Николаевич (1933 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1985 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ, Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин чӑваш тракторисчӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971)[1].
Пурнӑҫӗ
1933 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Комсомольски районне кӗрекен Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ[2][3]. Чӑваш. 1967 ҫултанпа КПСС членӗ.
1948 ҫулта Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Ҫурпӳелти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра тракторист пулӑшуҫи пулса ӗҫлеме тытӑннӑ[3]; 1950 ҫултанпа — ҫав колхозрах тракторист[2][3]. 1951–1954 ҫулсенче Совет ҫарӗнче Венгри Халӑх Республикинче хӗсметре тӑнӑ[4][3]. Демобилизаци хыҫҫӑн Канашри ял хуҫалӑхне механизацилекен училищеран вӗренсе тухнӑ та тӑван колхоза таврӑннӑ, унта малалла тракторист пулса ӗҫленӗ[4][3]. Темиҫе ҫул хушши районти тата республикӑри сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ[3].
1985 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче автокатастрофӑра вилнӗ[2][3].
СССР Аслӑ Канашӑн Нацисен Канашӗн 9-мӗш пухӑвӗн (1974–1979) депутачӗ пулнӑ, вӑл Чӑваш АССР-ӗнчи 683-мӗш Патӑрьел суйлав округӗнчен суйланнӑ[5]. Наци Канашӗн халӑха куллен кирлӗ таварсемпе ӗҫлекен комиссийӗн членӗ пулнӑ. Район тата ял Канашӗсен депутачӗ пулса темиҫе хутчен суйланнӑ.
Хирти Шӑхасан ялта пытарнӑ[4].
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971) — ял хуҫалӑх производствине аталантарас, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе продуктсем хатӗрлесе патшалӑха сутмалли пилӗк ҫуллӑх плана пурнӑҫлас ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн)[2][3][1];
- Ленин орденĕ (1971)[2][3][1];
- РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх механизаторӗ (1970)[2][3][4];
- Чӑваш АССР-ӗн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ (1968)[2][3][4];
- «Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» медаль (1970).
Астӑвӑм
Хирти Шӑхасан ялта Л. Н. Акчурина халалласа асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ (2006)[4][3]. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Комсомольски районӗнче Паттӑра асӑнса мероприяти иртнӗ. Унта Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Н. Н. Раськин, администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н. А. Комиссарова, тӑванӗсем, ентешӗсем, ӗҫтешӗсем, ветерансен канашӗн тата тӑван ен тӗпчевҫисен ҫыннисем хутшӑннӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Указ Президиума Верховного Совета СССР от 8 апреля 1971 года.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Мадебейкин И. Н. Акчурин Леонтий Николаевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Акчурин, Леонтий Николаевич (Герой Социалистического Труда). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Акчурин Леонтий Николаевич. Аграрная карта Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Депутаты Верховного Совета СССР. 9 созыв. Издание Президиума Верховного Совета СССР. — 1974. — 550 с.
- ^ Вечер-встречи памяти Героя Социалистического труда. Централизованная библиотечная система Комсомольского муниципального округа. МБУК «ЦБС» Комсомольского муниципального округа (24 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Депутаты Верховного Совета СССР. 9 созыв. Издание Президиума Верховного Совета СССР. — 1974. — 550 с.
Каҫӑсем
- Биография на сайте Новочелны-Сюрбеевского сельского поселения Комсомольского района Чувашии
- Леонтий Николаевич Акчурин на сайте «Аграрная карта Чувашии» (Национальная библиотека Чувашской Республики)
- Акан 16-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1933 ҫулта ҫуралнисем
- Комсомольски районӗнче ҫуралнисем
- Утӑн 18-мӗшӗнче вилнисем
- 1985 ҫулта вилнисем
- СССР-та вилнисем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Чăваш АССРӗнчен Нацисен Канашне суйланнӑ депутатсем
- Нацисен Канашӗн 9-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем
- Трактористсем
- КПСС пайташӗсем
- Нацисен Канашӗн халӑха куллен кирлӗ таварсемпе ӗҫлекен комисси пайташӗсем