Алексеева Елена Геннадьевна

Алексеева Елена Геннадьевна (ҫур. 1973 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ, Беловка (Аксу районĕ), Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики) — журналист, ҫыравҫӑ, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2000), Чӗмпӗр облаҫӗнчи Журналистсен союзӗн пайташӗ (1998), Раççей писателӗсен союзĕсен пайташĕ, Чӑваш Республикинчи Профессилле писательсен союзĕсен пайташӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1973 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Тутар АССРӗн Аксу районĕнчи Беловка ялĕнче çуралнă. Ашшӗ, Геннадий Николаевич Селиванов, Беловка ял çынни — парторг, инженер-техник, агроном, «Сульча» колхоз председателӗ пулса вӑй хунӑ. Амӑшӗ, Валентина Степановна Селиванова, 40 çул ытла Беловкăри ФАПра фельдшерта тăрăшнă.

Беловка ялӗнчи шкулта пуçламăш пĕлÿ илнĕ (1983), Кивĕ Тимушкелĕнчи вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă (1990). Шупашкарта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ (1995)[1].

1995 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса Чӗмпӗр облаçӗнчи «Канаш» пĕртен-пĕр чăваш хаçатĕнче вăй хурать:

  • 1995—1996 ҫулсенче — харпӑр корреспондент,
  • 1996—1997 ҫулсенче — пай пуҫлӑхӗ,
  • 1997—2002 ҫулсенче — корреспондент-куҫаруҫӑ,
  • 2002—2005 ҫулсенче — пай пуҫлӑхӗ,
  • 2005—2006 ҫулсенче — корреспондент-куҫаруҫӑ,
  • 2006—2008 ҫулсенче — рекламӑпа ҫырӑнтару пайӗн пуҫлӑхӗ,
  • 2008—2009 ҫулсенче — реклама пайӗн пуҫлӑхӗ,
  • 2009—2012 ҫулсенче — реклама менеджерӗ,
  • 2012—2018 ҫулсенче — корреспондент,
  • 2018 çултанпа – редакцин тӗп ӗçсен пайĕн пуçлăхӗ[1].

Хальхи вӑхӑтра «Канаш» Чӗмпӗр облаçӗнчи «Ульяновская правда» Издательство çурчӗ» патшалăх автономлă учрежденийĕн йышне кĕрет[2].

2025 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ 35 ҫул тултарнӑ, Елена Алексеева хаҫатра ӗҫлеме пуҫлани — 30 ҫул, хаҫат юбилейӗнче хастар ӗҫчене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ: Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ тата Чӗмпӗр облаҫӗн правительствин массӑллӑ коммуникацисен департаменчӗн Хисеп хучӗ.

Обществӑлла ӗҫсем

  • Раҫҫей Журналистсен союзӗн(выр.)чăв. пайташӗ (2000);
  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи Журналистсен союзӗн пайташӗ (1998);
  • Раççей писателӗсен союзӗн(выр.)чăв. пайташĕ;
  • Чӑваш Республикинчи Профессилле писательсен союзӗн пайташĕ;
  • Ульяновск облаçĕнчи «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн (ертӳҫи — Елена Мустаева) пайташӗ,
  • Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕн (председателĕ — Герман Мадюков) хастарĕ,
  • пĕр хутчен çеç мар Чӗмпӗр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (ертӳҫи — Владимир Бабайкин) канашӗн йышне суйланнӑ,
  • Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕн (директорĕ — Ираида Гаврилова) ӗҫне хастар хутшӑнать,
  • Чӗмпӗр облаçӗнчи чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн (пуçлăхĕ — Сергей Краснов) ӗҫне хастар хутшӑнать.

Ҫутатакан ыйтусем

Ӗҫленӗ тапхӑрта район хаҫатӗнче тӗрлӗ страницӑсемпе кӑларӑмсем ертсе пынӑ:

  • «Фермер хуçалăхĕ»,

«Питĕ юрататăп ял ĕçченĕсем çинчен çырма, эпĕ агроном хĕрĕ-çке. 2018 ҫулта Чӗмпӗр олаçӗн Губернаторăн пысăк конкурсĕнче мала тухрăм — «Ульяновск облаçĕн экономика аталанăвне çутатакан статьясен ярăмĕшĕн» номинацире ҫӗнтерсе Губернатор диплом

  • «Сывлăх сыхлавĕ»,

«Мана ĕçтешсем «Тухтăр» тесе те чĕнеççĕ тепĕр чухне, çав тери юрататăп ку темăна. Манăн анне ĕмĕр çынсене сипленĕ, халĕ ывăл Саратовра врач-ординатор, «васкавлă пулăшу» тухтăрĕ, анастезиолог-реаниматолог, кĕçĕнни те тухтăра вĕренме каятăп тет. Хам хатĕрленĕ материалсем вулакансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, ĕмĕрне вăрăмлатма, сывлăхĕ , пĕтĕмĕшле пурнăçĕ çине урăх куçпа пăхма пулăшчăр тетĕп-çке»

  • «Ĕмĕр сакки сарлака» проект,

«Демографи» наци проекчĕ пирки нумай материал хатĕрлетĕп. Тĕп темăсем: «Илемлĕ, чунлă çемьесен пурнăçĕ», «Ачасене усрава йышăннă кил-йышсем», «Ылтăн çемьесем», «Çамрăк çемьесем», «Йывăрлăхсене çĕнтерсе». Мана çын-çын урлă телефона тупса хăйсен çитĕнĕвĕсем е чун ыратăвĕ, йывăрлăхĕсене çĕнтерме пулăшу ыйтса шăнкăравлани кăмăла каять. Вара эпĕ йĕрлеве тухатăп, тĕрлĕ инстанцисене çитетĕп. Тĕпчетĕп»

  • «Ятарлă çар операцийĕнчи çар çыннисен хăюлăхĕ»,

«СВО паттӑрӗсем çинчен нумай çыратăп. «Паттăрсен стенисем» рубрикăпа чуна парса ĕçлетĕп. Ку ярăмри материалсем пурте чун витĕр тухнăскерсем. Хăюлăх орденне, медальсене тивĕçнĕ ентешĕмĕрсем çинчен çеç мар, пурин çинчен те хисеплесе, пуç тайса çырса кăтартатăп»

  • «Чĕре ыйтнипе»,

«Ку рубрикăра волонтёрсем çинчен материалсем тухаççĕ. Тĕллевĕ — маскировка сеткисене çыхакансемпе, гуманитари пулăшăвне паракансемпе  паллаштарасси. Ватăсен хастарлăхне ÿстерекен центрсене (ЦАД), Культура çурчĕсене çÿресе çĕнтерĕве тылра туптакан хĕрарăм-арçынсем çинчен çыратăп. Ял-районсене нумай тухса çÿретĕп»

  • «Самана çыннисем», «Пирĕн юбилей»

«Ман шухӑш — ватăсене  пуç таймалла, май килнĕ таран пулăшмалла, ачаллă çемьесене хавхалантармалла, нумай ачаллисемпе паллашармалла»

  • «Ырă ята тивĕçлисем» рубрикăра ытларах илсен тĕрленчĕксем кун çути кураççĕ,
  • Литература страници

«Хамăрăн калавсене çеç мар, облаçри пултаруллă писательсен хайлавĕсене те пичетлетпӗр. «Вĕсене эпир памасан тата ăçта кун çути кăтартма пултарĕç хăйнеевĕр мелпе çырса кăтартнă сăвви-калавĕсене?» — тет пирĕн тĕп редактор. Эпир кăшт çеç пулăшатпăр ҫыракансене. Калем ăстисем хушшинче питĕ талантлисем пур. Вĕсенче 10 ытла çыравçи паян кĕнекесем кăларчĕ.

  • «Çĕнĕ хунав» страница

Вăтам тата аслă классенче вĕренекен ачасем валли çырас кăмăл хамăр хаçатра «Çĕнĕ хунав» страница ертсе пыма пуçласан çуралчĕ. Ку проект ăнăçлăн ĕçе кĕчĕ темелле. 10-15 çулта облаçри мĕнле кӑна учитель ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма май тупман-ши ятарлă страницăра? Регионти пултаруллă миҫе ачан çитĕнĕвĕсем çинчен çырман-ши? Вĕсем хутшăнакан конкурс-фестивальсемпе викторинăсем çинчен тăтăшах ҫырса тăраттăмăр. Çамрăк юнкорсен ĕçĕсене пичетлеттĕмĕр.  Халĕ вĕсем валли вăйăсем, пуçватмăшсем ытларах лартма пуçларăмăр. Ăс-хакăл ăмăртăвĕсем урлă та пулин чăваш чĕлхине вĕрентесшĕн.

Кӑсӑк самантсем

  • Ҫемьере тăватă ачаран асли.
  • Виçĕ ача амăшĕ. Телейлĕ кукамай. Питĕ телейлĕ хĕрача.

Анне çулла 75 çул тултарчĕ, атте 79-па пырать. Автомашинăпа хуллен кăмпана, çырлана çÿреççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. 52 çул пĕрле пурăннине паллă турăмăр.

  • Реклама менеджерӗнче вăй хунă вӑхӑтра план пулнӑ, кашни уйăхра хаçатра 24—32 пин тенкĕлĕх реклама лартмалла. Пĕр уйăх та палăртса хунине пурнăçламанни пулман. Çав вăхăтра Чӗмпӗр облаçӗнчи усламçăсен, питĕ ĕçлĕ çынсен, директорсен реестрне хатĕрленӗ.

Кайран çав çынсене Дмитрий Кузьмин хатĕрленĕ «Краткая чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» 2 томлă кĕнекене кĕртрĕмĕр. Чăваш пуçлăхĕсем нумай Чĕмпĕр тăрăхĕнче. Вĕсемпе паллаштарса мĕн тери пысăк материалсем хатĕрленĕ, ку менеджер должноçĕнче ӗҫленӗ чух пĕр пус та гонорар ман паман.

Кӗнекесем

Пилӗк кӗнеке авторӗ:

  • Алексеева, Е. Г. Телей ҫӑлтӑрӗ хыҫҫӑн : калавсем / Елена Алексеева]. — Шупашкар : ЧПГӐИ, 2006. — 174 с., 
  • Алексеева, Е. Г. Каснӑ чӗлӗ : калавсем / Елена Алексеева-Аксупи. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2015. — 223 с.,
  • Алексеева, Е. Г. Пехил : калавсем / Елена Алексеева-Аксупи ; [художникӗ И. Щеголькова]. — Ульяновск : [б. и.], 2020 (Типография № 7 ИП Филимонова В. В.). — 191 с. : портр., ӳкерчӗксем,
  • «Кил умĕнчи лаша» (2022),
  • «Пилеш куççулĕ» (2024).

2000 çулта калавӗсем Чӗмпӗр облаçĕнчи çыравçăсен «Шевле çути» альманахĕнче (çырнисен пуххинче) кун çути курнӑ.

2024 çулта Чӑваш кӗнеке издательствин «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» литературăпа пултарулăх кăларăмĕнче ятарлă çар операцийĕн паттăрĕ, ШĔМ офицерĕ, чăн герой, чăваш купăсçи çинчен çырнă хайлав кĕнĕ. 2025 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Асамлӑ ачалӑхра», «Ҫӗнтерӳрен ҫӗнтерӗве. От Победы к Победе» хайлавсен пуххисенче калавӗсем кӗнӗ.

Журналистика материалӗсемпе литература хайлавӗсем ҫавӑн пекех тутарстанри чӑвашсен «Сувар», Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси», «Ял пурнăçӗ» хаҫатра (Тутарстан Республикинчи Аксу районĕн дубляж кăларăмĕ), Чӑваш Республикинчи «Çамрăксен хаçатӗнче» тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленеççĕ.

Пĕрре кăна мар Тутарстан Республикинчи чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» журналĕнче, Чӗмпӗр облаçĕн «Атăл юрри» альманахĕнче кун çути курнă.

Хисепӗсем

  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш наци-культура автономийӗн Хисеп грамоти тата И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну медалӗ (2008);
  • Чӗмпӗр облаҫӗн Массӑллӑ коммуникацисен департаменчӗн Хисеп хучӗ (2009);
  • Регионсем хушшинчи «Чӑваш прози» литература конкурсӗнче 2-мӗш степеньлӗ диплом (2014);
  • Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Хисеп хучӗ (2015);
  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2017, 2025);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвӗпе хаклӑ парне (2018);
  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш наци-культура автономийӗн Хисеп хучӗ (2018);
  • Чӗмпӗр облаҫӗн Саккун кӑларакан Пухӑвӗн Хисеп хучӗ (2019);
  • Пӗтӗм Тӗнчери «Хӗвеллӗ Ази» литература конкурсӗнче 1-мӗш степеньлӗ диплом («Проза» номинаци, 2023).
  • Чӗмпӗр облаҫӗн правительствин массӑллӑ коммуникацисен департаменчӗн Хисеп хучӗ (2025);
  • Чӗмпӗр облаҫӗнчи журналистсен «В фокусе — детство» конкурсӑн дипломанчӗ (2025);
  • Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн(выр.)чăв. премийӗ (2025).

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Алексеева, Елена Геннадьевна (журналист; 28.01.1973) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ Структура ОГАУ «Издательский дом «Ульяновская правда» (выр.). Официальный сайт Губернатора и Правительства Ульяновской области. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 21—22. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Аксупи, Е. Г. Сӗнче шывӗ вӑй-хӑват панӑ / Е. Г. Аксупи ; Е. Мустаева ҫырса илнӗ // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2018. — 26 кӑрлач/январь (№ 4). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Алексеева, Е. Кашни тапхӑрӑн хӑйӗн илемӗ / Е. Алексеева ; Е. Мустаева ҫырса илнӗ // Сувар (Тутарстан). — 2018. — 2 нарӑс/февраль (№ 4). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Богатов, А. Телей ҫӑлтӑрӗ хыҫҫӑн / А. Богатов // Сувар (Тутарстан). — 2016. — 29 кӑрлач (№ 3). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Данилова, Н. «Эпӗ паян телейлӗ» : [Елена Алексееван «Телей ҫӑлтӑрӗ хыҫҫӑн» кӗнеке паллаштарӑвӗ] / Н. Данилова ; Н. Никольцев сӑн ӳкерчӗкӗсем // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2007. — 29 пуш. — С. 3;
  • Ларионов, Н. Н. Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисем тата вӗсен пултарулӑхӗ : (20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗ — 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ) / Н. Н. Ларионов // Чун хушнипе пурӑнсан / Н. Н. Ларионов. — Шупашкар, 2009. — С. 5-33;
  • Алексеева (Селиванова) Елена Геннадьевна // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 486-487.