Алмантай Владимир Николаевич

Алмантай Владимир Николаевич (2018-мĕш çулччен Иванов, 17.4.1966, Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Хĕрлĕ Çыр) — культуролог, пĕрлĕх ĕçлевçи. Культурологи кандидачĕ (2017), Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (2018). Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2016). 2007-мĕш çултан пуçласа «Сувар» Фонд директорĕ. «Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ» ООО тытса тăракан Сăвар-пăлхар-чăваш культурин тата Почта музейĕсен директорĕ (2017-мĕш çултанпа). Истори-культурологи тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ Фончĕн директорĕн çумĕ (2001-мĕш çултанпа).

Кунçул

В.Н. Иванов (2018-мĕш çултанпа Алмантай) 1966-мĕш çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш республикинчи Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕ Çыр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ – Николай Иванович – Тăрмăшри вăтам шкулта географипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ; çав вăхăтрах чăваш йăли-йĕркипе те питĕ хытă кăсăкланнă. Ял, йăх кун-çулне, историне çырса пынă[1].

Ăçта вĕренни

  • Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул[1]
  • Сĕнтĕрвурринчи 9-мĕш профессипе техника вĕрентĕшĕ[1].
  • Хусанти патшалăх педагогика институчĕ (1992-мĕш çулта пĕтернĕ)
  • Мускаври Славян культурин патшалăх академийĕн аспирантури (2015-мĕш çулта пĕтернĕ).

Ăçта ĕçлени

  • Çĕрпÿри шкул-интернатра витеревçĕ пулса ĕçленĕ (1991-1993)
  • «Дизайн-проект» суту-илÿ-индустри йĕркелĕмĕнче консультант (1993-1997)
  • «Аристар», «Резон», «Конвейерпривод» ОООсенче директор çумĕ (2007-2017)
  • «Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ» ООО тытса тăракан Сăвар-пăлхар-чăваш культурин тата Почта музейĕсен директорĕ (2017-мĕш çултанпа).
  • Истори-культурологи тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ Фончĕн директорĕн çумĕ (2001-мĕш çултанпа).


1984-1986-мĕш çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă, взвод командирĕн çумĕн шайне çитнĕ. Вăтăра яхăн ăслав ĕçĕн авторĕ. Интернетри сувары.рф сайтăн ([1]( ӗҫлемен каҫӑ)) хуçи шутланать.

Кун çути курнă ĕçĕсем

  • Алмантай В.Н. Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации / В.Н. Алмантай. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2018. - 167 с.: ил. ISBN 978-5-7670-2755-2
  • Иванов В. Н. Культурная идентификация суваро-булгаро-чуваш. // Вестник славянских культур. — 2015. — Вып. 2. — С. 67—74.
  • Иванов В. Н. Национальное самосознание как модель сохранения народа суваро-булгаро-чуваш. // Российское государство и социально-экономические вызовы современности: сборник научных статей. Том II. — Москва: Проспект, 2015. — С. 330—333.
  • Алмантай В. Н. Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 272 с., ил.
  • Алмантай В. Н. Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений. — Чебоксары, 2012. — 96 с.: илл.
  • Алмантай В. Н. Кто мы — суваро-булгары или чуваши? Очерки. Изд. 2-е, сокр. — Чебоксары, 2011. — 78 с.
  • Алмантай В. Н. Кто мы — суваро-булгары или чуваши? Очерки. — Чебоксары, 2010. — 136 с., ил.
  • Алмантай В. Н. Предания старины глубокой. Историко-краеведческие заметки. — Чебоксары, 2009. — 56 с.
  • Алмантай В. Н. Сувары — предки чувашей. Очерки. — Чебоксары, 2008. — 116с.

Культурологирен историографи тата лингвистика патнелле

undefined

В. Н. Алмантай — культуролог. Ниçта та, нихăш сумлă çăлкуçра та, ăна «историк» е «лингвист» тесе палăртни е хаклани курăнмасть. Çапах та «таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕ» тенисем пур. Кунсăр пуçне, пĕрлĕх хастарĕ пулнă май, унăн пурпĕрех ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăшĕсене калама тивет. Мĕнлерех-ха унăн çак енĕпе курăмĕсем?

Сувар.рф сайтара (ăна культурологи кандидачĕ Алмантай Владимир Николаевич тытса тăрать) çапла каланă[2]:

<Куçару: Болгарсемпе сăварсем Каспиçумра

Admin - 11-мĕшĕ, сентябрь, 2012 - 22:49.

Махмуд ал-Кашгари XI ĕмĕрти хăйĕн карттинче Пăлхар хулине Каспи (Хазар) тинĕсĕ çывăхĕнче Атӑл вурринчен сулахаярахра вырнаçтарнă. Сăвар хулине вара — Атăл вурринчен сылтăмалла (хальхи Дагестан территорийĕнче теме май пур).

Вăл çырса кăтартакан XI ĕмĕрти пăлхарсемпе сăварсем Византи (Рÿм) çывăхĕнче вырнаçăннă, урăхла каласан Хазарипе Дунайçи Пăлхар территорийĕнче. Хазар каганачĕ 965-мĕш çулта, Дунайçи пăлхарсен патшалăхĕ 1018-мĕш çулта арканнине шута илсен, Кашгари çавсенчен юлса Каспи çумĕнче (çавăн пекех, ахăртнех, Хура тата Азов тинĕсĕсен çумĕнче те) пурăннă сăварсемпе пăлхарсене çырса кăтартнă пек пулса тухать. Махмул ал-Кашгарие ĕненес пулсан, асăннă тĕлелле çак тахçан огур чĕлхиллĕ пулнă пăлхарсемпе сăварсем печенег тата/е огуз тата/е половццă-кыпчак (кумык-карачай=балкар ушкăнĕ) чĕлхисене куçса пĕтнĕ (маларах Дунайçи пăлхарсем те кăнтăр славян чĕлхине куçнă, авă, — анчах этнонимсем сыхланса юлнă).>

Вуламалли

Каçăсем

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2, 3 АВАЛЛĂХА ТĔПЧЕКЕН - Елчĕк Ен хаçат, 15.06.2019
  2. ^ Диван Лугат ат-Турк // В. Н. Алмантай сайчĕ