Амет-Хан Султан

Султа́н Амет-Хан[комм. 1] (крым-тут. Amethan Sultan; 1920 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ, Алупка[d], Правительство Юга России[d] — 1971 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ, Мускав облаҫӗ) — совет саманин ҫар лётчик-асӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943, 1945). 1942 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ[2]. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн — М. М. Громов ячӗллӗ Вӗҫевпе тӗпчев институчӗн лётчик-испытателӗ, СССР тава тивӗҫлӗ лётчик-тӗрӗслевҫи (1961)[3].

Пурнӑҫӗ

1920 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Алупка хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Дагестанри лакец, амӑшӗ — крым тутарӗ[3]. Симферополь хулинче ФЗУ шкулне тата аэроклуба вӗренсе пӗтернӗ. Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче 1939 ҫултанпа хӗсметре тӑнӑ. 1940 ҫулта 1-мӗш Качари ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунсенчех ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Ярославль тӑрӑхӗнче тӑшманӑн «Юнкерс-88» бомбардировщикне таранпа персе антарнӑ, ҫакӑншӑн ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ. Каярах Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, унта хӑйне паллӑ ас пек кӑтартнӑ. 1943 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче 9-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗн эскадрилья командирне, Амет-Хан Султан капитанне, нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗтӗмпе 603 хут вӗҫсе тухнӑ, 150 сывлӑшри ҫапӑҫура 30 тӑшман самолётне хӑй тӗллӗн тата 19 самолёта ушкӑнпа пӗрле персе антарнӑ. 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш хут «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[3].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Жуковский хулинчи М. М. Громов ячӗллӗ институтра лётчик-испытатель пулса ӗҫленӗ. Тӗрлӗ кӑткӑс вӗҫевсене, ҫав шутра КС «Комета» самолёт-снаряда тӗрӗслес ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ҫакӑншӑн ӑна 1953 ҫулта Сталин премине панӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл 100 яхӑн вӗҫев аппарачӗ ҫинче вӗҫсе пӑхнӑ.

1971 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ самолёт тӗрӗсленӗ чухне вилнӗ. Мускаври Новодевичье мӑнастирӗн масарӗнче пытарнӑ[3].

Çентерӳсен списокӗ

Д а т а Тăшман Самолет ӳкнĕ е çапăçу иртнĕ вырăн Хăйĕн самол́ёчĕ
31.05.1942 1  Ю-88  (таран) Ярославль "Харрикейн"
06.07.1942 1  Ме-109  (в гр. 1/10) Большая Слепуха
1  Ме-109  (в гр. 1/11) Ивановка
08.07.1942 4  Ме-109  (в гр. 4/12) Калабино - Долгуша - Архангельское
09.07.1942 1  Ме-109  (в гр. 1/6) Ольховка
10.07.1942 1  Ме-109  (в гр. 1/8) Замятино
21.07.1942 1  Ме-109 Большая Верейка
2  Ме-109  (ушкăнра 2/6)
1  "Хе-113"  (ушкăнра 1/6)
23.07.1942 1  Ю-87  (в гр. 1/6) Привалыран çурçĕререх
23.08.1942 1  Ме-109 Заплавное, кăнтăрарах Як-7
02.09.1942 1  Ме-109 Красноармейск
03.09.1942 1  Ме-109 Демидово
07.09.1942 1  Ме-109 Акатовка
08.09.1942 1  Ме-109  (мăшăрта) Грачи
09.09.1942 1  Ю-88  (ушкăнра 1/6) Садовая
11.09.1942 1  Ю-88  (ушкăнра 1/7) Сталинград
14.09.1942 1  ФВ-189  (в паре) Акатовка
1  Ю-88  (ушкăнра 1/9) Сталинград, çурçĕр хĕрринче
1  Ме-109  (ушкăнра 1/9) Сталинград, кăнтăр хĕрринче
15.09.1942 1  Ме-109  (ушкăнра 1/6) Рыбзавод (Сталинград)
1  Ме-109 Пасар (Сталинград)
13.12.1942 1  Хе-111 Бузиновка - Петровский Як-1
21.03.1943 1  Ме-109 Батайск
25.03.1943 1  Ю-87 Койсуг, кăнăтрарах
1  Ме-109 Батайск аэродромĕнчен кăнăтрарах
22.07.1943 1  Хе-111 Мариновкăран çурçĕрелле
24.07.1943 1  Хе-111 Куйбышево - Дмитриевка
20.08.1943 2  Ю-87 Калиновка "Аэрокобра"
21.08.1943 1  Ю-88 Успенская
1  Хе-111 Успенская, çурçĕр-тухăçрах
02.10.1943 1  Ю-88 Ворошиловка
06.10.1943 1  Ме-109 Большой Токмак
10.10.1943 1  Ю-87 Пришиб
08.02.1944 1  Ю-88 Берислав, анăçарах
13.03.1944 1  Ме-109 Очаков, çурçĕр-тухăçарах
22.03.1944 1  Ю-52 Александровка, тухăçарах
24.04.1944 1  ФВ-190 Херсонес сăмсахĕнчен кăнтăрарах
14.01.1945 1  ФВ-190 Гумбиннен, тухăçăрах Ла-7
16.01.1945 2  ФВ-190 Гумбиннен
18.01.1945 1  ФВ-190
13.04.1945 1  Ме-109 Гросс-Хюбникен
29.04.1945 1  ФВ-190 аэродром Темпельхоф (Берлин)
Пĕтĕмпе персе антарнă - 30 + 19;  ҫапӑҫма вӗҫнисем - 603;  сывлӑшри ҫапӑҫусем - 150.

Ҫемйи

Арӑмӗ — Фаина Максимовна. Ачисем: Станислав тата Арслан. Тӑван шӑллӗ Имран тӑшмансемпе пӗрле ӗҫленӗшӗн суд айне пулнӑ.

Астӑвӑм

  • Алупка, Махачкала, Батайск тата ытти хуласенче паттӑрӑн палӑкӗсемпе бюсчӗсене вырнаҫтарнӑ.
  • Махачкала аэропорчӗ, Симферопольти тӳрем тата чылай хулари урамсем унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ.

Хисепӗсем

Документаллă фильмсем

  • Наш друг Амет-хан Султан. Сценарий Я. Аранович, И. Шелест. Лётно-исследовательский институт имени М. М. Громова (1971).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Sultan Amet-Khan // TracesOfWar
  2. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 793756. Д. 60. Л. 21 архив материалӗсем).
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Амет-Хан Султан «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  4. ^ Крылатая душа. 1 февраля - день памяти крымского героя Амет-Хана Султана. Аргументы и Факты - Крым. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
Комментарисем
  1. ^ Унӑн ячӗ пирки тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче уйрӑмлӑхсем пур:
    • совет вӑрҫи вӑхӑтӗнчи документсем тӑрӑх (наградӑсен цитатисем), хушамачӗ — Амет-Хан, ячӗ — Султан, ашшӗ ячӗ ҫук;
    • крым тутарӗсен йӑли-йӗркипе ӑна пӗр ятпа — Аметхан султан — ашшӗ ячӗсӗр, хушаматсӑр ҫыраҫҫӗ;
    • вӑл хӑй те, тӑванӗсем те, ӗҫтешӗсем те ӑна Амет тесе чӗнеҫҫӗ; Султан унӑн ашшӗн ячӗ пулнӑ;
    • ҫуралнӑ ҫинчен калакан свидетельство тӑрӑх Амет Султанович Амет-хан ятлӑ.

Вуламалли

Энциклопедисемпе справочниксем
  • Авиация: Энциклопедия / Главный редактор: Г. П. Свищёв. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1994. — С. 55. — 766 с. — ISBN 5-85270-086-X
  • Амет-Хан С. (1920—1971) // Кто был кто в Великой Отечественной войне. Люди События. Факты: краткий справочник / под ред. О. А. Ржешевского. — М.: Республика, 1995. — С. 25. — 416 c. — ISBN 5-250-02435-1
  • Амет-Хан Султан // Зачислен навечно: биографический справочник : в 2 кн. / А. Д. Зайцев, И. И. Рощин, В. Н. Соловьёв. — Политиздат, 1990. — 100 000 экз. — ISBN 5-250-00410-5. — ISBN 5250013783, 9785250013789
  • . — Волг.: Издатель. — С. 38. — 800 с.
Исследования
  • Бутаев Б. Б. Амет-Хан Султан. — М.: Политиздат, 1990. — 237 с. — 100 000 экз.
  • Бутаев Б. Б. Амет-Хан Султан. — Патриот, 2005. — ISBN 5703009227.
  • Симонов А.А., Бодрихин Н.Г. Боевые лётчики — дважды и трижды Герои Советского Союза. — Фонд «Русские витязи», 2017. — 388 с. — ISBN 978-5-9909605-1-0.
Хӑш-пӗр очерксемпе мемуарсем
  • Лавриненков В. Д. Без войны. — К.: Политиздат Украины, 1982. — 272 с.
  • Люди бессмертного подвига. 4-е изд., испр. и доп. — Книга 1. — М., 1975. — С. 28-39.
  • Путерброт А. Т. Боевая слава Дагестана / предисл. С. Х. Халилова. — Махачкала: Дагестанское кн. изд., 1988. — С. 6-11. — 365 с.
  • Жукова Л. Н. Выбираю таран. — Молодая гвардия, 2005. — ISBN 5235028244.
Библиографи списокӗсем

Категорисем