Англетер (хăна çурчĕ)
хăна çурчĕ | |
Англетер | |
---|---|
Англетер | |
![]() | |
59°56′02″ с. ш. 30°18′31″ в. д.GЯO | |
Патшалӑх | |
Вырнаҫӑвӗ | Санкт-Петербург |
Архитектор | Малтан тăваканĕ паллă мар. Тепĕр хут тăваканĕ А. Робен. Хальхи çуртне 1987 çулта пĕтĕмпех аркатса тунă; фасад малтанхи пекехрех. |
Никӗсленӗ вӑхӑт | 1889 |
Сайт | angleterrehotel.com |
![]() |
«Англетер» (фр. Angleterre — Англи) — Санкт-Петербургри тăватă çăлтăрлă хăна çурчĕ. Вознесенский проспектпа (10 çурт) Кĕçĕн Тинĕс урамĕ (24 çурт) кĕтесĕнче вырнаçнă, Исаак лапамне тухать. XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа «Астория» хăна комплексĕ шутне кĕрет.
Кун-çулĕ
Çурта XIX ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче (архитекторĕ паллă мар) тунă, 1845—1846 çç. А. Робен архитектор проекчĕпе çĕнетнĕ. Кил картинче тăваттăмĕш этажа хăпартнă. Çурта тупăшлав çурт вырăнне усă курнă (С. Поггенполĕн тупăшлав çурчĕ).
1876 çулта хăна çуртне куçарнă.
Хăна çуртне темиçе ят та панă: малтан Шмидт-Англи (Тереза Шмидт хушамачĕпе), кайран — «Англи», 1911 - 1919 — «Англетер», 1919 - 1925 — «Интернационал», 1925 - 1948 — «Англетер», 1948 çултанпа — «Ленинградская». 1924 çулчен çак çуртра анкăл миссийĕ выврнаçнă пулнă.[1]
1987 çулта пĕтĕмпех салатса 1991 çул тĕлне каллех малтанхи тулаш сăнĕпех Ольга Полицци дизайнер проекчĕпе хăпартнă.[1]
Англетер çĕмĕрсе çĕнĕрен тусан Астори пĕрлĕ хăна çурчĕн комплексне хушăнать. Халĕ «Англетер» çурта «The Rocco Forte Collection» тытса пырать.
Англетер пирки хайласем
Англетерпе çыхăннă çынсем тата пулăмсем
- 1989 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) хăна çуртĕнче 75 çулти Джон Джеймс Юз, Çĕнĕ Раççей пĕрлĕх савучĕн (Юзов савучĕ) никĕслевçи тата директорĕ, вилсе кайнă. Вилĕм апоплекси çаппинчен килнĕ.
- 1921 çулхи çулла Совет Раççейне Айседора Дункан килнĕ. Вăл «Англетер» хăна çуртĕнче чарăннă. Ун патне хăнана нумай совет мусăкçисем пынă.
- 1925 çулхи раштав, 28 «Англетер» хăна çурчĕн 5-мĕш номерĕнче Сергей Есенинăн виллине тупнă. Кунтах вăл хăйĕн юлашки сăввине: «До свиданья, друг мой, до свиданья…» (Сыв пулах, тусăм, сыв пулах) çырнă
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 http://www.hotelpiter.ru/ Англетер . Пӑхнӑ кун: 22 Нарӑс уйӑхӗн 2008.
Каçăсем
- Санкт-Петербург энциклопедийĕ( ӗҫлемен каҫӑ)(выр.)
- Англетер хăна çурчĕ пирки 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.(выр.)
Санкт-Петербург | Ку Санкт-Петербург пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |