Андреев Александр Васильевич
Андреев Александр Васильевич (1921 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Филиппово[d], Сельское поселение Ферапонтовское[d] — 2009 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ, Вологда[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Беларуç фрончĕн 8-мӗш гварди ҫарӗн 82-мӗш гварди стрелоксен дивизин уйрӑм разведка ротин разведка взвочӗн командирӗ, гварди кĕçĕн лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.05.1945) [1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вологда облаҫӗнчи Кирилловск районне кӗрекен Филиппово ялӗнче ҫуралнӑ. Ввырӑс. 1965 ҫултанпа КПСС пайташӗ. 1941 ҫулхи ака уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара кайиччен Ленинградра столяр пулса ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче 1941 ҫултанпа. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче разведка взвочӗн командирӗ гварди кӗҫӗн лейтенанчӗ А. Андреев дивизире чи малтан Лодзь (халӗ Польша) хулине кӗнӗ, унта урамри ҫапӑҫусенче тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне нумай пӗтернӗ, ултӑ гитлеровеца тыткӑна илнӗ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче разведушкӑн йышӗнче Пшицын фортне шала кӗмелли ӑнӑҫлӑ операци пурнӑҫланӑ, фортӑн броньӑланӑ хапхине сирпӗтнӗ. Ҫак ҫапӑҫура тӑшманӑн темиҫе салтакне хӑй тӗп тунӑ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче разведчиксен ушкӑнӗпе Бонин (Познань хули) форчӗ витӗр тухнӑ, ҫапӑҫура вунӑ ытла гитлеровеца пӗтернӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Александр Васильевич гварди кӗҫӗн лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№6037) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн запаса кӑларнӑ. Мурманскра пурӑннӑ. 1980-мӗш ҫулсенче Вологдӑна куҫнӑ.
2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилнӗ. Халал тӑрӑх, тӑван ҫӗрӗнче — Вологда облаҫӗнчи Лукинское ялӗн масарӗнче пытарнӑ.
Вологда облаҫӗнче пурӑннӑ юлашки Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.05.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 6037);
- Ленин орденӗ (31.05.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- Мухтав орденӗн III степенӗ;
- медальсем, ҫав шутра
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» юбилей медалӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑтӑр ҫул» юбилей медалӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе херӗх ҫул» юбилей медалӗ.
Астӑвӑм
- Хӑварнӑ халал тӑрӑх Вологда облаҫӗнчи Кирилловск районӗнчи Лукинское ялӗн масарне пытарнӑ.
- Паттӑр ятне Вологда облаҫӗнчи Кириллово районӗнчи Ферапонтово ялӗнче вӑтам шкула панӑ.
- А. В. Андреев ятне Вологдӑн Киров скверӗнчи Ммухтав монументӗнче касса кӑларнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Андреев Александр Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра