Андреев Алексей Петрович

Кун-çулĕ

Ӗпхӳ кӗпӗрнин Мензелинск уесӗнчи (халӗ — Тутарстанри Мӗслим районӗ) Тойкилтӗ ялӗнче хресчен ҫемйинче 1896 чӳкӗн 11-мӗшӗнче çуралнă. Чӑваш[1].

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. Хӗрлӗ Çара 1918 çулта хӗсмете тăнă. Мобилизаци ӗҫченӗсен курсӗсенче (1930) тата пехота шкулӗнче (1935) вӗреннӗ. 1919—1941 ҫулсенче Совет Раҫҫейӗн тата Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗсенче ҫар комиссариачӗсенче ӗҫленӗ[2].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Андреев полковника Хӗрлӗ Ҫарӑн вӑйӗсене йӗркелес тата комплектлас Тӗп управленийӗн саппас пайсемпе тивӗҫтерекен управленин 1-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ. Каярах ҫак пайрах аслӑ инспектор, пай пуҫлӑхӗ пулса вӑй хунӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен ҫар хӗсметне малалла тӑснӑ. 1946—1949 ҫулсенче СССР хӳтӗлев министрӗн(выр.)чăв. секретариачӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, 1949—1953 ҫулсенче — СССР Министрсен Канашӗн Председателӗн ҫумӗн пулӑшуҫи. 1953—1958 ҫулсенче — СССР хӳтӗлев министрӗн секретариачӗн пуҫлӑхӗ, СССР Министрсен Канашӗн Председателӗн(выр.)чăв. пулӑшуҫи. В 1953 ҫулта генерал-майор(выр.)чăв. звани панӑ[1].

1958 çӗртме уйăхӗнче хӗсметрен тухнă. Мускавра пурăннă. 1975 çулхи çăвăн 4-мӗшӗнче çут тӗнчерен уйрăлса кайнă[1], Введенски масарта (29-мӗш участок) пытарнӑ[3].

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Громыко Кира Евгеньевна. Упӑшкипе пӗрле пытарнӑ[4].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 А. В. Изоркин. Андреев Алексей Петрович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев, Алексей Петрович (генерал-майор; 23.11.1896-04.05.1975) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  3. ^ Артамонов М. Д. Введенские горы. — Москва: Московский рабочий, 1993. — С. 117.
  4. ^ Андреев Алексей Петрович | Элита Вооруженных сил!(паллӑ мар). elita-army.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Изоркин А. В. Андреев Алексей Петрович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 102.
  • Горбачев А. Н. 10000 генералов страны: Краткий биобиблиографический справочник.5 изд. М., Infogans, 2017.