Андреев Кирилл Дементьевич
Кири́лл Деме́нтьевич Андре́ев (1901 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ, Пăслăк, Ӗпхӳ кӗпӗрни — 1972 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Пишпӳлек, Пушкăрт АССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 163-мĕш стрелоксен дивизийӗн 1318-мĕш стрелоксен полкĕн батальонĕн парторгĕ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, аслă сержант, чăваш[1].
Кун-çулĕ
1901 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хальхи Пушкӑрт Республикин Пишпӳлек районӗнчи Пӑслӑк ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
Граждан вăрçинче хĕрлисем енче çапăçнă. Çавах ВКП(б) ретне 1941 çулта кĕнĕ. Мияки районĕнчи «Канаш» ялхуçалăх артельне ертсе пынă. Каярах, Пелепейри вĕрентекенсен училищине пĕтерсен, 1928—1941 çулсенче вĕрентекен, тата Миякипе Пишпӳлек районĕнчи пуçламăш шкулсенче директор пулса ĕçленĕ.
Хĕрлĕ Çара 1941 çулхи çурла уйӑхӗнче илнĕ, политĕçтешсен курсĕнче пĕлӳ илсен, авăн уйăхĕнче фронта лекнĕ. Аслă сержант пулнă май 1318-мĕш стрелоксен полкĕн парторгĕ пулса тăнă.
1943 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Андреев салтаксем ушкăнĕпе Киевран кăнтăрарах Днепр урлă каçнă. Çӳллĕ вырăна йышăнса лайăх хутĕленнĕ хыççăн Андреевăн салтакĕсем пăшалсемпе пулемётсенчен вăйлă пеме тытăнса тăшманăн хӳтĕлевне путарнă. Çавăнпа перевçĕсен ротисем вăрман уçланкине пыма пултарнă.
Гитеровецсем совет салтакĕсене плацдармран хăваласа ярас шухăшпа тапăнма тытăнсан, Андреев чи малтан атакăна çĕкленсе фашистсем çине гранатăсем пăрахса хăйĕн çыннисене хавхалантарнă.
Аманнă хыççăн, 1945 çул пуçламăшĕнче, Андреев лейтенанта саппаса янă. Пишпӳлек районĕн ĕçтавкомĕн председатĕлĕ пулнӑ, районта перекет кассине ертсе пынă[2].
Хисепӗсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, 29.10.1943);
- Ленин орденӗ (29.10.1943);
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (17.08.1943)[1].
Астӑвӑм
- Пелепейри педагогика колледжӗн ҫурчӗ ҫинче (Пелепей хули‚ Пролетари урамӗ, 41) кунта вӗренсе тухнӑ Паттӑрсене — К. Д. Андреева, П. Е. Васильева, В. Ф. Тарасенко, А. П. Кузнецова — асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ: «Кунта Совет Союзӗн Паттӑрӗсем Андреев К. Д., Васильев П. Е., Тарасенко В. Ф. тата Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗ Кузнецов А. П. вӗреннӗ».
- Пишпӳлекре Андреев Паттӑр урамӗ пур.
- Пишпӳлек районӗнчи Пӑслӑкри К. Иванов ячӗллӗ шкул стени ҫине мемориал хӑмине вырнаҫтарнӑ.
- Мемориал хӑмине Андреев К. Д. пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
- Мемориал хӑмине Пишпӳлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче вырнаҫтарнӑ.
- Пӑслӑк ялӗнче К. Д. Андреева асӑнса Паттӑрсен паркӗ пур.
- Пишпӳлекри историпе этнографи музейӗнче тата Пӑслӑкри шкул музейӗнче Паттӑр ҫинчен экспозицисем йӗркеленӗ.
- Пишпӳлекри историпе этнографи музейӗнче ҫулсерен асӑну кунӗ иртет.
- Кашни ҫулах районта Паттӑра асӑнса волейбол, мини-футбол, йӗлтӗрпе чупассипе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.
- Ҫулсерен йӑх-несӗл уявӗ иртет, шкулсемпе культура учрежденийӗсенче Паттӑрсен фотогалерейи пур[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 А. В. Изоркин, Н. Б. Малясова. Андреев Кирилл Дементьевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Андреев Кирилл Дементьевич (выр.). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Андреев Кирилл Дементьевич (выр.). Герои Отечества. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андреев Кирилл Дементьевич // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 33.
- Андреев Кирилл Дементьевич // Подвиги их — бессмертны : справ. о Героях Советского Союза и полных кавалерах ордена Славы из Республики Башкортостан. — Уфа, 2000. — С. 23.
- Андреев Кирилл Дементьевич // Славные сыны Башкирии. — Уфа, 1966. — С. 233.
- Изоркин, А. В. Андреев Кирилл Дементьевич / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 104.
Каçăсем
Андреев Кирилл Дементьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Николай Ермоленко. Сегодня — 105 лет со дня рождения Героя Советского Союза Кирилла Андреева (выр.). ОАО ИА «Башинформ» (7 утӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
- Андреев Кирилл Дементьевич
- Андреев Кирилл Дементьевич
- Андреев Кирилл Дементьевич
- Андреев Кирилл Дементьевич