Анисова Тамара Алексеевна
| Ҫын пирки | |
| Анисова Тамара Алексеевна | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1929 ҫулхи акан 20-мӗшӗ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 2011 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ (82 ҫул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
| Ĕçлев тĕсĕ | вĕрентекен |
| Премисемпе чысланисем | |
Анисова Тамара Алексеевна (хӗр чухнехи хушамачӗ — Авдеева, 1929 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Шаптак, Муркаш районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2011 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ, Муркаш, Муркаш районӗ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи чӑваш вӗрентекенӗ, СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ[1].
Кун-ҫулӗ
1929 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Муркаш районӗнчи Шаптак ялӗнче ҫуралнӑ[2]. Чӑваш. Муркаш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, химипе биологи вӗрентекенӗ пулса тӑнӑ[3].
1950—1953 ҫулсенче — Етӗрне районӗнчи Советски вӑтам шкулӗнче биологипе хими предмечӗсен вӗрентекенӗ, 1953 ҫултан пуҫласа 1995 ҫулччен Чӑваш АССРӗн Муркаш районӗнчи Муркаш вӑтам шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ. 1954 ҫултанпа КПСС пайташӗ[3].
СССР Аслӑ Канашӗн Национальноҫсен Канашӗн 9 пухӑвӗн депутачӗ (1974—1979) пулнӑ, Чӑваш АССРӗн 681 № Шупашкар ял суйлав округӗнчен суйланнӑ. Национальноҫсен Канашӗн халӑх вӗрентӗвӗпе, ӑслӑлӑхпа тата культурӑна ӗҫлекен Комисси пайташӗ шутланнӑ[3].
2011 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Муркаш салинче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Хисеплӗ ячӗсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1970);
- РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1973);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул» медаль;
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» паллӑ;
- «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑ[4].
Ҫемье
- Ашшӗ — Авдеев Алексей Иванович (1902—1943), вӑрҫа кайиччен 17 ҫул учительте ӗҫленӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 1943 ҫулта хыпарсӑр ҫухалнӑ.
- Мӑшӑрӗ — Анисов Венедикт Прокопьевич, Муркаш вӑтам шкулӗнче 44 ҫул хими вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ.
- Хӗрӗ — Андреева Галина Венедиктовна, Муркаш вӑтам шкулӗнче хими вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Анисова, Тамара Алексеевна (педагог; 20.04.1929-05.11.2001) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=747
- ^ 1, 2, 3 Л. П. Сергеев, З. В. Егорова. Анисова Тамара Алексеевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Династия Авдеевых (трудовой стаж династии 528 лет) (выр.). Моргаушский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Моисеев Г. Унӑн пултарулӑхӗ / Г. Моисеев // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш р-нӗ). — 2022. — 29 утӑ/июль (№ 51). — С. 6.
- Моисеев, Г. Ырӑ ят ылтӑнран хаклӑ / Г. Моисеев // Хресчен сасси. — 2022. — 5 юпа/октябрь (№ 39). — С. 3.
- Анисова Тамара Алексеевна // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 35.
- Анисова Тамара Алексеевна // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 42.
- Сергеев, Л. П. Анисова Тамара Алексеевна / Л. П. Сергеев, З. В. Егорова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 110.
- Депутаты Верховного Совета СССР. 9 созыв. Издание Президиума Верховного Совета СССР. — 1974. — 550 с.
Каҫӑсем
- Акан 20-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1929 ҫулта ҫуралнисем
- Муркаш районĕнче çуралнисем
- Чӳкӗн 5-мӗшӗнче вилнисем
- 2011 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- КПСС пайташӗсем
- Чăваш АССРӗнчен Нацисен Канашне суйланнӑ депутатсем
- Нацисен Канашӗн 9-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем