Антипин Иван Алексеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Антипин Иван Алексеевич
Антипин, Иван Алексеевич.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1921 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ(1921-09-11)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 2005 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ(2005-12-21) (84 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ авиаци
Авиаци
Звани лейтенант
Часть 2-мĕш Украина фрончĕн 5-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш штурмлакан авиаци корпусĕн 292-мĕш штурмлакан авиаци дивизийӗн 667-мĕш штурмлакан авиаци полкĕн лётчикĕ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Ленин орденĕ

Антипин Иван Алексеевич (1921 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Красный Зилим[d], Пушкăрт АССР2005 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ, Луцк) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 2-мĕш Украина фрончĕн 5-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш штурмлакан авиаци корпусĕн 292-мĕш штурмлакан авиаци дивизийӗн 667-мĕш штурмлакан авиаци полкĕн лётчикĕ, лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.07.1944)[1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1921 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗн Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи Ӗпхӳ уесӗн Зилим ялӗнче (халӗ Пушкӑрт Республикин Архангельск районӗнчи Хӗрлӗ Зилим) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс.

9 класс пӗтернӗ. Кайран ятарлӑ комсомол наборӗпе Пушкӑрт АССРӗнчи Белорецк хулинчи аэроклуба вӗренме кӗнӗ.

Хӗрлӗ Ҫара 1941 ҫулхи ака уйӑхӗнче Пушкӑрт АССР Архангельск райвоенкомачӗ чӗнсе илнӗ. Свердловскри пилотсен ҫар авиаци шкулӗнчен (1941) вӗренсе тухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа.

1944 ҫул тӗлне 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн 1-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗн 292-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗн 667-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн вӗҫевҫи Антипин лейтенант 89 ӑнӑҫлӑ вӗҫев ирттернӗ, «Ю-87» самолёта хӑй пӗччен тата ушкӑнра тӑшманӑн 6 самолётне персе антарнӑ. 20 танка, 125 автомашинӑна чӗрӗ вӑйпа тата тиевпе, 8 зенитпа артиллери батарейисене пӗтернӗ, горючиллӗ 3 склада, хӗҫпӑшаллӑ 2 склада, горючиллӗ 9 автоцистернӑна тата 500 салтакпа тӑшман офицерне тӗп тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антипин Иван Алексеевич лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№1978) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн СССР Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче хӗсметне малалла тӑснӑ. КПСС пайташӗ (1945). 1949 ҫулта Аслӑ офицерсен штурмансен шкулӗнчен, 1956 ҫулта — Сывлӑш ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1950—1953 ҫулсенчи Корея вӑрҫине хутшӑннӑ.

1968 ҫултанпа Антипин И. А. полковник — саппасра, кайран отставкӑра. Украина ССРӗн Волынь облаҫӗнчи Луцк хулинче тата 1992 ҫултанпа — Украинӑра пурӑннӑ. 2003 ҫулта украин чӗлхипе «Мемуары войны» кӗнеке кӑларнӑ. Украина Правительстви тава тивӗҫлӗ ветерана «генерал-майор» ҫар званине панӑ.

Антипин И. А. 2005 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ. Луцк хулинче 2005 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Правительствин Постановленийӗпе Иван Алексеевич Антипин Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне Пушкӑртстан Республикин Архангельск районӗнчи Хӗрлӗ Зилим ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула панӑ;
  • Герой ятне Ӗпхӳри Ҫӗнтерӳ паркӗнчи гранит стелли ҫине тата Пушкӑрт Республикинчи Белорецкри мемориал хӑми ҫинче ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ;
  • Пушкӑрт Республикин Архангельск районӗнчи Архангельски ялӗнче палӑк лартнӑ‚ хӑй вӗреннӗ шкул ҫурчӗ ҫинче Хӗрлӗ Зилим ялӗнче — асӑну хӑми.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антипин Иван Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Антипин Иван Алексеевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Антипин Иван Алексеевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем