Антипов Михаил Николаевич
Антипов Михаил Николаевич (1923 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ, Липецк, Тамбов кӗпӗрни[d] — 1947 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ, Брашов[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 3-мӗш Украина фрончӗн 17-мӗш сывлӑш ҫарӗн 10-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗн 189-мӗш штурмлакан авиаци дивизин 707-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн авиаци эскадрильин командирӗн ҫумӗ, аслă лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.08.1945)[1][2][3].
Чысĕсем
1923 ҫулта Липецк хулинче ҫуралнӑ. Липецк аэроклубне вӗренсе пӗтернӗ.
РККА-ра 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Чугуеври вӗҫевҫӗсен ҫар авиаци шкулӗнчен (утӑ, 1941 ҫ.) вӗренсе тухнӑ. 1941—1942 ҫулсенче Сарӑту облаҫӗнчи Пугачёв хулинчи вӗҫевҫӗсен 8-мӗш ҫар авиаци шкулӗн вӗҫевҫӗ-инструкторӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа, Ҫурҫӗр-Анӑҫ, Брянск, 1-мӗш тата 2-мӗш Балтиҫум фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Тӑшман Ясско-Кишинёв группировкине аркатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 17-мӗш сывлӑш ҫарӗн штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗн ҫумӗ Антипов аслӑ лейтенант 392 ҫапӑҫу вӗҫевне (245 — У-2 (По-2) бомбардировщикӗпе тата 147 — Ил-2 штурмовикпа) бомбардировка тума тата чӗрӗ вӑй, техника тата фашистсен объекчӗсен капламӗсене штурмлама тунӑ.
Ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче М. Н. Антипова Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Антипов Сывлӑш ҫар вӑйӗсен чаҫӗсенче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1947 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вӑл Румынире пулӑ тытнӑ чухне авиабомба сирпӗннипе вилнӗ. Брашоври (Румыни) вӗҫевҫӗн вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.08.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (18.08.1945);
- 2 Хӗрлӗ Ялав орденӗ (31.01.1945, 22.02.1945);
- Александр Невский орденӗ (12.05.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ (13.04.1945);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (27.07.1943);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Липецкра Антипов ятне тӑкӑрлӑка панӑ.
- Липецкри Паттӑрйсен лапамӗнчи мемориал комплексӗнче М. Н. Антиповӑн бронзӑран шӑратса тунӑ портречӗ пур.
- Чугуев хулинчи Паттӑрсен аллейинче стела ҫинче Паттӑр ятне касса кӑларнӑ.
- 2020 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче 1937—1941 ҫулсенче Липецк аэроклубӗ вырнаҫнӑ ҫурт ҫине Паттӑр ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Антипов Михаил Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антипов Михаил Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Антипов Михаил Николаевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.