Антоненко Кузьма Прокопьевич

Антоненко Кузьма Прокопьевич (1908 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ [раштавӑн 12-мӗшӗ] , Ломово[d]1993 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ, Елизаветград[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Балтиҫум фрончӗн 5-мӗш гварди танк ҫарӗн 1-мӗш уйрӑм гварди мотоцикл полкӗн командирӗн ҫумӗ, гварди майорӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2][3].

1956 ҫултанпа саппасри полковник.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Белгород облаҫӗнчи Корочан районӗнчи Ломово ялӗнче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ. Шахтӑра ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1930 ҫултанпа. 1938 ҫултанпа ВКП (б) членӗ. 1939 ҫулта Халхин-Гол юханшывӗ ҫинчи ҫапӑҫусене, 1939—1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1941 ҫултанпа.

1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен Иран операцине хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен — Кӑнтӑр фронтӗнче, 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтӗнче, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен — Сталинград фронтӗнче, 1943 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Воронеж фронтӗнче 29-мӗш танк корпусӗн уйрӑм мотоцикл батальонӗн командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ.

1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнче К. П. Антоненко хӗсметре тӑнӑ полка задача панӑ: тапӑнса пыракан танк соединенийӗсенчен малта икӗ разведка ушкӑнӗ пулса тӑшманӑн хӳтӗлев йӗрне татмалла.

1944 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшенче Антоненко ертсе пыракан ушкӑн тӑшман тылне кайса задание пурнӑҫланӑ та ҫухатусӑр таврӑннӑ.

1944 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче Антоненко ертсе пыракан разведушкӑн каллех тӑшман тылне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Миния юханшывӗ урлӑ каҫса Кретинген — Мемель чукун ҫул магистральне юрӑхсӑра кӑларсан совет воинӗсем Паланга (Литва) хули патнелле талпӑннӑ, ун хӗррине ҫитнӗ, чи малтан Балти тинӗсӗ патне тухнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антоненко Кузьма Прокопьевич гварди майорне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7419) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн харсӑр офицер СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсмете тӑснӑ, 129-мӗш Лӑпкӑ океан мотострелоксен дивизийӗнче 33-мӗш уйрӑм мотоцикл батальонӗн командирӗ вырӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1953 ҫулта вӑл Аслӑ бронетанк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1956 ҫултанпа Антоненко К. П. полковник — саппасра. Кировоград (Украина) хулинче пурӑннӑ. 1993 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Кировоградра Ӗмӗрхи Мухтав пантеонӗнче пытарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антоненко Кузьма Прокопьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Антоненко Кузьма Прокопьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Антоненко Кузьма Прокопьевич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Антоненко Кузьма Прокопьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра