Антонов Александр Антонович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Антонов Александр Антонович
Антонов Александр Антонович.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1915 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ (23-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1997 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ(1997-09-01) (81 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ пехота
Пехота
Звани майор
Часть 1-мӗш Украина фрончӗн 28-мӗш ҫарӗн 152-мӗш стрелоксен дивизийӗн 646-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн командирӗ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Ленин орденĕ

Антонов Александр Антонович (1915 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ [23-мӗшӗ], Вӑта Бурлук[d], Харьков кӗпӗрни[d]1997 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ, Минск) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Украина фрончӗн 28-мӗш ҫарӗн 152-мӗш стрелоксен дивизийӗн 646-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн командирӗ, майор, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.06.1945)[1][2][3].

Чысĕсем

Украинӑри Харьков облаҫӗн Аслӑ Бурлук районӗнчи Картавовка салинче, хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Украин. Вӗренӳ — вӑтам. «Верный путь» колхозра бригадирта ӗҫленӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1936 ҫулхи кӗркуннеренпе. 1939 ҫулта ВКП (б) /КПСС членӗ пулса тӑнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1941—1942 ҫулсенчи хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене, Украинӑна, Белоруссие ирӗке кӑларма, Днепр урлӑ каҫма, Кёнигсберга штурмлама хутшӑннӑ.

1-мӗш Украина фрончӗн 28-мӗш ҫарӗн 152-мӗш стрелоксен дивизийӗн 646-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн командирӗ ҫапӑҫусемпе тӑшманӑн тӗп йӑвине Берлина ҫитнӗ, унта ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен тӑшмана пысӑк сиен кӳнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Антонов Александр Антонович майора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№6130) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн А. А. Антонов — сывлӑх енчен саппасра. Тӑван ялӗнче пурӑннӑ, унтан Беларуҫри Брест облаҫӗнчи ДОСААФ Березовск хула комитечӗн председателӗнче ӗҫленӗ. Унтан Минск хула-паттӑра пурӑнма куҫнӑ. Ҫамрӑксене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас ӗҫе хутшӑннӑ. 1997 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Минскра Тухӑҫ ҫӑвине (27 №-лӗ лаптӑк) пытарнӑ.

Антоновӑн Минскри вилтӑпри.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.06.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 6130);
  • икӗ Ленин орденӗ (22.02.1944, 27.06.1945);
  • Хӗрлӗ Ялав орденӗ (11.07.1944);
  • III-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗ (31.03.1945, № 1722);
  • Александр Невский орденӗ (2.02.1945, № 20175);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (11.03.1985);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (4.03.1943);
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑтӑр ҫул» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе хӗрӗх ҫул» медаль;
  • медальсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антонов Александр Антонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Антонов Александр Антонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Антонов Александр Антонович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем