Арланов Степан
Арланов Степан (1921, Кивĕ Арланкасси ялĕ, Елчӗк районӗ, Чăваш АО — 1942, Смоленск облаҫӗ, вӑрҫӑ хирĕ) — чăваш сăвăçи.
Пурнăçĕ
1921 çулта Чăваш Енĕн Елчӗк районӗнчи Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă.
Ҫӗнӗ Пӑва вӑтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ.
1942 çулта Смоленск облаçĕнче вӑрҫӑ хирĕнче пуçне хунă.
Пултарулăх ĕçĕсем
1938 çултанпа «Çамрăк большевик» хаçатра тата «Сунтал» журналта сăвăсене пичетленме тытăннă.