Архангельская Людмила Михайловна
Архангельская Людмила Михайловна (1895 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Аслă Таяпа, Теччӗ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1975 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тапхӑрӗнчи тухтӑр-офтальмолог, сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫи. РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Трахомӑпа специализациленнӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1895 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Теччӗ уесӗнчи Аслӑ Таяпа (халӗ — Чӑваш Республикинчи Елчĕк муниципалитет округӗ) ялӗнче ҫуралнӑ[1].
1924 ҫулта Томск университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ[1].
1935 ҫулхи çĕртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери поликлиникӑна окулист должноҫне янӑ. 1928—1937 ҫулсенче 300 трахоматоз сестрине хатӗрленӗ, шала кӗрсе кайнӑ трахомӑна сиплессипе 15 пине яхӑн операци тунӑ.
Ҫӗмӗрле районӗн тата Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутатне суйланнӑ.
Чыславсем
- Икӗ Хӗрлӗ Ӗҫ Ялавӗн орденӗ (1943, 1951);
- «Хисеп палли» орден (1950);
- РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1950);
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1940);
- Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗн Кĕнекине кӗртнӗ (1953)[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Г. А. Алексеев. Архангельская Людмила Михайловна (выр.). chuvenc.ru. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Архангельская, Людмила Михайловна (врач-окулист; 19.09.1895-13.08.1975) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексеев, Г. А. Архангельская Людмила Михайловна / Г. А. Алексеев // Выдающиеся медики Чувашии / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 2013. — С. 29.
- Алексеев, Г. А. Архангельская Людмила Михайловна / Г. А. Алексеев // Чувашская медицинская энциклопедия / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 1997. — Т. I: А-Л. — С. 45.
- Алексеев, Г. А. Архангельская Людмила Михайловна / Г. А. Алексеев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 71.
- Алексеев, Г. А. Архангельская Людмила Михайловна / Г. А. Алексеев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 130.
- Леонтьева, К. М. Архангельская Людмила Михайловна / К. М. Леонтьева // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 38-39.