Архангельски (Сăр районĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Архангельски
выр. Архангельское
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Сăр
Ял тăрăхĕ Чеботаевка
Координатсем 54°31′52″ с. ш. 47°18′45″ в. д.GЯO
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним архангельскисем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 8(4242)39
Почтă индексĕ 433262
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 244 875 005
Архангельски (Сăр районĕ)Мир (Земля) çинче
Архангельски (Сăр районĕ) (Мир (Земля))
Архангельски (Сăр районĕ)Мир (Земля) çинче
Архангельски (Сăр районĕ) (Мир (Земля))

Архангельски (выр. Архангельское) — Чĕмпĕр облаçĕн Сăр районĕнчи ял. Чĕмпĕр хулинчен 120 километрта. Ĕмĕрĕпех вырăс ялĕ шутланнă. Хальхи вăхăтра вара кунта чăвашсем те пур.

Истори

Архангельски ялĕн хальхи тăрăмĕ

Кунта чăваш культурин центрĕ пур[1].

<Куçару: Архангельски ялĕнче Чăваш культурин центрĕ пур. [...] Архангельски ялĕнчи чăваш культурин центрĕнче йăлана кĕнĕ чăваш тĕнĕпе паллашма пулать. Тум тата капăрлатав япалисене курма май пур. Хăшпĕр элементсем 300 çула яхăн упранаканнисем. Кăмăлĕ пур çын чăваш кухнин çимĕçĕсене астивме пултарĕ, юрăсене киленсе итлĕ. Йăласене те курма пулать, сăмахрна çумăр чӳкне. Акатуйра, ĕççи хыççăнхи уявра хутшăнма пулать. Центр Архангельски ялĕн кĕнекесарĕнче вырнаçнă.>

Çак Чăваш культурин центрне пуçарса яраканĕсем — кĕнекесарта ĕçлекен Зинаида Петровна Портнова тата унăн мăшарĕ Сергей Терентьевич Портнов[2]. Пĕр вăхăтра çак тĕлĕнмелле центр хуçине ĕçрен кăларса яма та тапратнă пулнă. Анчах та Чĕмпĕрти чăвашсен пĕрлĕхĕн (УОЧНКА теççĕ) пуçлăхĕн Олег Николаевич Мустаевăн тăрăшăвĕпе çак килпетсĕр пулăма пӳлсе лартнă[2].

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Мĕнпурĕ пилĕк урам. Урамсен вырăсла ячĕсем: Нагорная улица, Новая улица, Садовая улица, Центральная улица, Центральный переулок.

Вуламалли

  • Портнова, Зинаида. Тăван ен кунĕ. 2019 ҫулхи Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат, 1395-МĔШ (2016.11.18) КĂЛАРĂМ
  • Портнова, Зинаида. ÇĂВАРНИ КИЛЕТ ÇИЧĔ КУН… 2019 ҫулхи Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат, 1208-МĔШ (2013.03.28) КĂЛАРĂМ
  • Портнов, С. Килсе курăр хăнана : [Чĕмпĕр облаçĕнчи Сурски районĕнчи чăвашсем çинчен] / С.Портнов // Чăваш хĕрарăмĕ. - 2004. - 3-9 утă (N 26). - С. 5.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

Асăрхавсем

  1. ^ Вырăс Географи пĕрлĕхĕн Чĕмпĕрти уйрăмĕн порталĕ.
  2. ^ 1 тата 2 АЛЕКСЕЕВА Елена, ЕГРАШКИНА Нина. СĂР ТĂРĂХĔНЧЕ ЧĂВАШ ЮРРИ ЮХРĔ.( ӗҫлемен каҫӑ) — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат, 1362-МĔШ (2016.04.01) КĂЛАРĂМ

Каçăсем