Аршуткин Николай Арсеньтевич

Аршуткин Николай Арсеньтевич (1924 çул, раштав, 11, Мăн Явăш ялĕ, Вӑрнар районӗ, Чăваш АО çур.) — чăваш драматургĕ, публицисчĕ, Чăваш АССР ÇП пайташĕ[1].

Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1942) 2 степеньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕ, медальсене тивĕçнĕ.

Биографи

1924 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче Чăваш АО кĕнĕ Вӑрнар районӗнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралнă.

Çĕрпӳри ферьдшер шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран Хусанти медицина институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă, санинструктор пулнă. 1942 çулта ăна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланă.

Муркашри район пульницинче малтан хирург, кайран аслă тухтăр вырăнĕнче ĕçленĕ.

Николай Аршуткинăн статьисем «Сельская жизнь» тата «Советская Россия» Мускаври хаçатсенче пичетленнĕ.

Пĕр актлă тата нумай актлă пьесисене халăх театрĕсенче тата драма кĕтесĕсенче лартнă.

2001 çулта унăн «Тухтăрсем» ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă.

Ӑнлантарусем

Каçăсем