Атăл Паттăр
Атӑл Паттӑр (выр. Адыл Батыр) — чӑваш халаплӑхӗнчи паттӑр, чӑвашсене тӑшмансенчен хӳтӗленӗ паттӑрсенчен пӗри[1].
Атӑл Паттӑр ҫинчен
Халӑх пултарулӑхӗнче Атӑл Паттӑра халӑха тӑшмансенчен хӳтӗлекен пӑхаттир пек кӑтартнӑ. Паттӑр ҫинчен каласа паракан «Атӑл паттӑр» юмаха Кашкӑр Микулинчен Илле Тукташ ҫырса илнӗ[2]. Унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче ҫавнашкал сюжетлӑ тепӗр хут упранать. 1975 ҫулта Н. И. Егоров Чӑваш АССРӗн Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче А. А. Овчинниковӑран пӗрешкелтерех сюжетлӑ «Атӑл патша» халап ҫырса илнӗ[3].
Халап тӑрӑх ку пӑхаттир вӑйлӑ пулнӑ, ҫапӑҫма юратнӑ. Пӗррехинче вӑйлӑ вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Атӑл паттӑр урхамах ҫине утланнӑ та хӗҫне алла тытса тӑшмансене хирӗҫ кайнӑ. Тӑшмансем ӑна хирӗҫ ҫӗршер ҫӗмрен янӑ, анчах вӑл вӗсенчен пуринчен те хулпанпа усӑ курса хӳтӗленнӗ. Унӑн хулканне ҫичӗ хутчен улӑштарнӑ, саккӑрмӗш хут улӑштарнӑ самантра тӑшман ҫӗмренӗ паттӑра ҫапса ӳкернӗ. Халап тӑрӑх шӑпах ӑна чысласа Атӑл шывне унӑн ятне панӑ[1][4][3].
Атӑл ҫинчен тухнӑ асӑннӑ паттӑр ҫавӑн пекех Хӗвеле икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларса ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлни ҫинчен ҫырни те пур.[2][5].
Кӑсӑклӑ
Атӑл паттӑр сӑнарне Ҫеҫпӗл Мишшин «Вӑрман ачисем» (1918) калавӗнче сӑнласа панӑ[6].
Пӗр ҫӑлкуҫра, VII ӗмӗрти эрменсен атласӗнче, Атӑл ятне Атл тесе ҫырса хунӑ[4].
Пӗр версипе, Аттила хунсен пуҫлӑхӗн ячӗ тӗрӗкле Атиль (Атӑл) тенине пӗлтерет, ӑна «Атӑл хӗрринчен килнӗ ҫын» пек ӑнланма пулать[7].
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче йӗркеленӗ «Чемен карти» этнокультура комплексӗнче таватӑ башня вырнаҫтарнӑ. Пӗрине «Атӑл Паттӑр» ят панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Димитриев В. Д. А́дыл Ба́тыр , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ. // Краткая чувашская энциклопедия. / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук; гл. ред. А. А. Трофимов. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2001. — С. 51. — 525 с.
- ^ 1, 2 В. И. Ленин и чувашский народ. // Ученые записки ЧНИИ. — 1969. — Вып. 44. — С. 178 ff.
- ^ 1, 2 Чувашское народное творчество. Исторические предания = Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Истори халапӗсем(чăв.). — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 23-24, 396. — 462 с. — ISBN 978-5-7670-1547-4.
- ^ 1, 2 В.Д. Димитриев. Адыл Батыр (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Петрухин А. И. Рост национальной культуры и устно-поэтическое творчество чуваш. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1965. — C. 110.
- ^ Ҫеҫпӗл Мишши. Вăрман ачисем. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Иловайский Д. И. Начало Руси. Под редакцией Л. М. Суриса. Москва-Берлин, 2015. — С.322.
Каçăсем
- В.Д. Димитриев. Адыл Батыр (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
- Атăл патши. Чăваш юррисем, юмахěсем, халапěсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.