Афанасьев Елисей Иванович
Ҫын пирки | |
Афанасьев Елисей Иванович | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1915 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1969 ҫулхи акан 10-мӗшӗ (53 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Премисемпе чысланисем |
Афанасьев Елисей Иванович (1915 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ, Кахӑрлӑ Шӑхаль, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1969 ҫулхи акан 10-мӗшӗ, Кахӑрлӑ Шӑхаль, Шӑмӑршӑ районӗ, Чӑваш АССР) — Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Мухтав орденӗн 1 степенӗпе чысланӑ вӑхӑтра — 235-мӗш стрелоксен дивизийӗн 732-мӗш стрелоксен полкӗн станок пулемёчӗн командирӗ, аслӑ сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1915 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесенчи Кахӑрлӑ Шӑхаль ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ районне кӗрет) ҫуралнӑ. Чӑваш. 2 класс пӗтернӗ. «Правда» колхозра вӑй хунӑ.
1941 ҫулта Шӑмӑршӑ райвоенкоматӗнчен Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине малтанхи кунсенчех хутшӑннӑ, вӑхӑтлӑха оккупациленӗ территорие лекнӗ. Иккӗмӗш хут 1944 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Беларуҫ ССРӗн Витебск облаҫӗн Сиротин райвоенкомачӗ ҫара илнӗ. 235-мӗш стрелоксен дивизийӗн 732-мӗш стрелоксен полкӗн йышӗнче 1-мӗш Балтиҫум тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.
1944 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Бауска хули таврашӗнче тӑшман хӳтӗлевне татнӑ чухне Афанасьев красноармеец чи малтан тӑшман траншейине ҫитсе кӗнӗ, 3 тӑшмана тӗп тунӑ, ҫапӑҫури задачӑна пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Иецава ялӗ патӗнче боецсен ушкӑнӗпе пӗрле тӑшманӑн контратакине сирсе янӑ та йышӑннӑ участока тӗп вӑйсем ҫитиччен тытса чарнӑ.
1944 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнчи 235-мӗш стрелоксен дивизийӗн хушӑвӗпе Афанасьев красноармееца Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗпе чысланӑ.
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Рагнит хулине ярса илнӗ чухне Афанасьев сержант хӑйӗн пулемёчӗн вучӗпе танксене хирӗҫ перекен тупӑ расчётне, пулемёт точкине, 10 тӑшман таран тӗп тунӑ.
1945 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнчи 43-мӗш ҫарӑн хушӑвӗпе Афанасьев сержанта Мухтав орденӗн 2-мӗш степенӗпе чысланӑ.
1945 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче Кёнигсбергшӑн пынӑ урамри ҫапӑҫусенче Афанасьев аслӑ сержант тӑшманӑн икӗ вут-ҫулӑм точкине пусарнӑ, 6 нимӗҫ салтакне тӗп тунӑ, ун хыҫҫӑн икӗ боецпа пӗрле пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗнӗ те алӑ вӗҫҫӗн тытӑҫса 3 нимӗҫе пӗччен тӗп тунӑ, стрелоксен подразделенийӗсене малалла пӗр чӑрмавсӑр кайма май туса панӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Афанасьев Елисей Иванович аслӑ сержанта ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗпе чысланӑ. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ.
1945 ҫулта демобилизациленӗ. Тӑван ялта пурӑннӑ. «Знамя Октября» тата «Правда» колхозсенче авӑн ҫапнӑ ҫӗрте машинист, кладовщик, колхоз председателӗ, колхозник пулса ӗҫленӗ. 1948 ҫултанпа ВКП/КПСС пайташӗ.
1969 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Тӑван ялти масарта пытарнӑ.
Хисепӗсем[1]
- Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗ (06.10.1944, № 299451)[2];
- Мухтав орденӗн 2-мӗш степенӗ (02.02.1945, № 31797)[3];
- Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗ (29.06.1945, № 1470)[4];
- медальсем, ҫав шутра
- «Паттӑрлӑхшӑн» медаль (07.09.1944)[5];
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945).
Астӑвӑм
- Тӑван ялӗнче — Шамӑршӑ районӗнчи Кахӑрлӑ Шӑхальте — вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1422709477&tab=navDetailManCard
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=35460861&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=30045293&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=46773024&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=34919724&tab=navDetailManAward
Вуламалли
- Николаев, А. Мухтав кавалерӗсем / А. Николаев // Тӑван Атӑл. — 1974. — № 2. — С. 29-36.
- Федотова, Н. Елисей Афанасьева аса илсе : [Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗ ҫинчен] / Н. Федотова // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 2015. — 29 июль. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Чураков, В. Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ : [Кахӑрлӑ Шӑхалӗнче ҫуралса ӳснӗ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ Е. И. Афанасьев ҫинчен ] / В. Чураков // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 2016. — 6 май. — С. 4-5.
- Афанасьев Елисей Иванович // Уроженцы Чувашии — полные кавалеры ордена Славы. — Чебоксары, 1995. — С 6-7.
- Афанасьев Елисей Иванович // Энциклопедия Шемуршинского района. — Чебоксары, 2018. — С. 40.
- Афанасьев Елисей Иванович (22.06.1915-23.04.1969) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Михайлов, В. М. Афанасьев Елисей Иванович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 75.
- Михайлов, В. М. Афанасьев Елисей Иванович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 155.
- Мурышкин, Н. Не подводил в боях «Максим» / Н. Мурышкин // Советская Чувашия. — 1975. — 2 марта.
- Полные кавалеры ордена Славы // Все для фронта, все для Победы! : Чувашская областная партийная организация в годы Великой Отечественной войны 1941-1945 гг. — Чебоксары, 2015. — С. 172-176.
- Полные кавалеры ордена Славы. Биографический словарь. Т. 1. М.: Воениздат, 2010
Каҫӑсем
- Наследие Чувашии
- Сайт Шемуршинского района
- https://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=903 Чувашская энциклопедия
- Герои страны
- Память народа
- Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1915 ҫулта ҫуралнисем
- Шăмăршă районĕнче çуралнисем
- Акан 10-мӗшӗнче вилнисем
- 1969 ҫулта вилнисем
- «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнисем
- Кахӑрлӑ Шӑхальре ҫуралнисем
- Пӑва уесӗнче ҫуралнисем
- Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Раҫҫей Империйӗнче ҫуралнисем
- Кахӑрлӑ Шӑхальре вилнисем
- Шӑмӑршӑ районӗнче вилнисем
- Чӑваш АССРӗнче вилнисем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пехотинецӗсем
- Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем