Басаев Шамиль Салманович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Басаев Шамиль Салманович, — Çавăн пекех ăна хăш-пĕр çĕршывсенче Чечня реуспубликин Веден районĕнчи Дышне-Ведено хуторĕнче çуралнă. 2006 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче ăна спецопераци иртерсе Раççей çар салтакăсем вĕлернĕ.

Пурнăçĕ

Шамиль Басаевăн ашшĕ чечен, амăшĕ авар пулнă.

Виçĕ хутчен Шамиль Мускаври çĕр тытăмĕн инженерĕсен институтне вĕренме кĕнĕ, анчах та 1988 çылта вĕренме пăрахнă. 1991 çулта Чечняна каялла таврăннă.

Минераллă Шывсенчен Турцине вĕçекен самолёта вăрланă. Турцине çитсен парăннă хыççăн вĕсене Турци каялла Чечняна ăсатнă.

2000 çулхи кăрлач уйăхĕнче Шамиль мина çине лексе урасăр тăрса юлнă.

Сăтăрла ĕçсем

Шамиль Басаев хăй çине илнĕ, е ăна айăпланă сăтăрла ĕçĕсем:

  • Будённовск çине тапăнни. 1600 çына тыткăна илнĕ. Вĕсене çăлнă вăхăтра 130 çын ытла вилнĕ.
  • Волгодонскпа Мускаври нумай хутлă çуртсене сирпĕтни.
  • 2002, раштав, 27Грозный хулинче Правительство çуртне сирпĕтсе яни. 70 çын вилнĕ.
  • Беслан хулинче шкула тытса илни. 350 çын, вĕсенчен çурри ачасем, вилнĕ.
  • 2005, юпа, 13Нальчик хулине тапăнса кĕни.