Белобородов Афанасий Павлантьевич

Афанасий Павлантьевич Белобородов — (1903—1990) — совет çарпуçĕ, иккĕ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Витебска нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă 43-мĕш çар ертӳçи, çар генералĕ.

Кун-çулĕ

Афанасий Павлантьевич Белобородов 1903 çулхи кăрлачăн 18 (31)-мĕшĕнче Акинино ялĕнче, халĕ Иркут облаçĕнче, çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă. 1919—1920 çулсенче партизан ушкăнĕнче Инçет Тухăçра çапăçнă. Хĕрлĕ Çарта 1923 çулта хĕсмете кĕнĕ. Пехота шкулĕнче 1926 çулта вĕреннĕ, кайран, 1929 çулта вăрçă политики курсĕсенче пĕлӳ пухнă. 1936 çулта Фрунзе ячĕллĕ Çар Академинче вĕренсе тухнă. 1929 çулхи КТЧÇ çинчи çапăçусене хутшăннă. ПКП(б) пайташĕ (1926).

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1941 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа. Мускав çапăçăвĕнче палăрнă 78-мĕш (каярах 9-мĕш гварди) стрелоксен дивизийĕн командирĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа стрелоксен корпусĕн командирĕ, 1944, çу — Белорусси çар операцине хутшăннă («Багратион» операцийĕ — 1944, çĕртме), Витебск хулине ирĕке кăларнă 43-мĕш çарăн çарпуçĕ. Çак çарпах вăл Литвана ирĕке кăларнă тата Тухăç-Прусси операцине хутшăнать. Японине хирĕç вăрçăра 1945 çулхи çурлара 1-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă çара ертсе пынă.

Вăрçă хыççăн «Выстрел» курсĕсен пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 1955 çулта Воронеж вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ, 1957 çулта СССР Хӳтлев министерствин кадрсен Тĕп тытăмлăхĕн пуçлăхĕ. 1963 çулта Мускав çар округĕн ертӳçи. 1968 çултанпа СССР Хӳтлев министерствин явăплă ĕç вырăнĕнче. СССР Аслă Канашĕн 3-мĕш тата 7-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ. Витебскăн чыслă гражданинĕ.

Афанасий Павлантьевич Белобородов 1990 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна "Снегири" мемориал вăрçă çăви çине пытарнă.

Кĕнекесем

Асăнмалăх

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Белобородов Афанасий Павлантьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра (2009 çулхи нарӑсӑн 16-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

  1. ^ Фотографии бюста в Иркутске.[1](2009 çулхи нарӑсӑн 16-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)[2](2009 çулхи нарӑсӑн 16-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  2. ^ Белобородов Афанасий Павлантьевичăн асăну хăми 2014 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Официальный сайт администрации города Шелехов
  4. ^ Мемориальные доски и памятники Иркутска 2011 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ.

Категорисем