Борисова Ионикия Владимировна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Борисова Ионикия Владимировна
Борисова Ионикия Владимировна.jpg
Çуралнă вăхăт 1924 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ(1924-11-19)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1989 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ(1989-07-12) (64 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
заслуженный врач РСФСР

Бори́сова Иони́кия Влади́мировна (1924 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ, Тури Вылă1989 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманинчи тухтӑр-терапевт. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1966). РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1973). Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ (1965). Элӗк тӗп район пульницин тӗп тухтӑрӗ (1956—1983).

Пурнӑҫӗ

Ионикия Владимировна Борисова 1924 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Етӗрне уесӗн (халӗ Элӗк муниципаллӑ округӗ) Тури Вылӑ ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Хусанти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӑйӗн ӗҫне 1949 ҫулта Советски районӗнчи санитарипе эпидемиологи станцийӗн тӗп тухтӑрӗ пулса пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн Элӗкри санитарипе эпидемиологи станцийӗн тӗп тухтӑрӗ тата Элӗк районӗн сывлӑх сыхлав уйрӑмӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ[2].

1956 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулччен Элӗкри тӗп район пульницин тӗп тухтӑрӗ пулнӑ, 1983–1987 ҫулсенче ҫав пульницӑрах терапевт уйрӑмне ертсе пынӑ[2][3]. Хӑйӗн ӗҫӗпе вӑл участок медицина службине аталантарас, районта инфекци чирӗсене пӗтерес тата ача вилӗмне чакарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ[2].

1989 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].

Тӑван Тури Вылӑ ялӗнче ӑна халалласа асӑну хӑми уҫнӑ[4].

Хисепӗсем

  • «Сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» паллӑ (1965)[2]
  • «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят (1966)[1]
  • «РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят (1973)[1]
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗсем (1960, 1961)[2]

И.В. Борисовӑн ятне Элӗк районӗн Хисеп тата Ӗҫ мухтавӗн кӗнекине кӗртнӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Борисова Ионикия Владимировна. Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Борисова, Ионикия Владимировна (врач; 19.11.1924-12.07.1989). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
  3. ^ История. БУ «Аликовская ЦРБ» Минздрава Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
  4. ^ Ионикия Борисова ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ. Чӑваш хыпарӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.

Вуламалли