Борисов Владимир Иванович (лётчик)

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Владимир Иванович Борисов (1918 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Иваново облаçĕн Родники районĕ1974 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ, Липецк) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Наградӑна тивӗҫнӗ вӑхӑтра вӑл инҫет авиацийӗн 3-мӗш гварди авиаци корпусӗнчи инҫет авиацийӗн 3-мӗш гварди Днепропетровск авиаци дивизийӗнчи 10-мӗш гварди Сталинград Хӗрлӗ Ялавлӑ авиаци полкӗн звено командирӗ пулнӑ. Гварди капитанӗ.

Пурнӑҫӗ

1918 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Иваново-Вознесенск кӗпӗрнине кӗрекен Юрьевец уесӗнчи Ширяиха ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра ку ял Иваново облаҫӗнчи Родники районне кӗрет. Вырӑс. 1942 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ.

1936 ҫулта ӑна ятарлӑ йыхравпа ӑна Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Комсомолӑн Иваново обкомӗн путевкипе ҫар тата авиаци шкулне янӑ. 1938 ҫулта вӑл Ворошиловградри лётчиксен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Борисов чи лайӑх вӗренекен пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна шкултах лётчик-инструктор пулма хӑварнӑ. Кунтах вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнине кӗтсе илнӗ. Пӗрремӗш кунсенчех фронта яма ыйтса рапортсем ҫырнӑ. Анчах та 1942 ҫулхи кӗр кунӗсенче ҫеҫ ӑна ҫапӑҫакан ҫара янӑ.

1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа фронтра пулнӑ. Вӑл инҫет авиацийӗн 752-мӗш авиаци полкӗнче ҫапӑҫнӑ (1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен ку полк инҫет авиацийӗн 10-мӗш гварди бомбардировкӑлакан авиаци полкӗ пулса тӑнӑ). Сталинград ҫапӑҫӑвне тата Орёлпа Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Украинӑра, Беларуҫре, Польшӑра, Чехословакире фашистсен ҫарӗсене аркатнӑ. Кёнигсбергри тата Данцигри пысӑк ҫарпа промышленность объекчӗсене бомбӑсем пӑрахса аркатнӑ. Ил-4 (ДБ-3ф) тата B-25 «Mitchell» бомбардировщиксемпе вӗҫнӗ.

Борисов гварди капитанӗ 1944 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне 229 хут ҫапӑҫма вӗҫнӗ. Ку вӗҫевсенче вӑл тӑшманӑн инҫетри тылӗнчи ҫарпа промышленность объекчӗсене, тӑшман ҫарӗсемпе техникине бомба пӑрахса аркатнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнчи указӗпе Владимир Иванович Борисов гварди капитанне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Ку ята ӑна нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне командовани хушнӑ ӗҫе тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ. Ӑна Ленин орденӗпе тата 4375-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.

Юлашкинчен ҫапӑҫма Берлин операцийӗнче вӗҫнӗ. Тӑшмана Берлин хулинче тӗп тунӑ. Вӑрҫӑ вӗҫнелле Борисовӑн шутӗнче 302 ҫапӑҫу вӗҫӗвӗ пулнӑ.

Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫар авиацийӗнче юлнӑ. 1955 ҫулта вӑл Ҫарпа сывлӑш академине вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн авиацине ҫапӑҫура усӑ курмалли офицерсен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1958 ҫултанпа Борисов подполковник запасра пулнӑ. Липецк хулинче, каярахпа Ленинградра пурӑннӑ. Липецкри металлурги заводӗнче ӗҫленӗ. Ленинградра вара Ленгипрохим институтӗнче тата Гражданла авиаци академийӗнче вӑй хунӑ. 1974 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче вилнӗ.

undefined

Ӑна Санкт-Петербургри Богослов масарӗнче пытарнӑ.

Ӑна икӗ Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе, Александр Невский орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.

Астӑвӑм

Борисова асӑнса вӑл вӗреннӗ Родники хулинчи 2-мӗш шкулта Раҫҫейри ҫарпа истори обществи асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Подвиг. 3-е издание, испр. и доп. Ярославль, 1980.

Каçăсем