Борисов Пётр Сергеевич
| Борисов Пётр Сергеевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1921 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1968 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ (46 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Борисов Пётр Сергеевич (1921 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ, Тула — 1968 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ, Тула) — Совет Ҫарӗн аслӑ лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).
Пурнӑҫӗ
Пётр Борисов 1921 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Сторожевое ялӗнче (халӗ Тула хулинчи Вокзалҫум территори округне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хапрӑкпа савут вӗрентӳ шкулне вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Тулӑри пӑшал савутӗнче пуҫтаракан слесарь пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ленин районӗнчи ҫар комиссариачӗ ӑна Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулта вӑл Таганрогри ҫарти авиаци пилочӗсен шкулне, 1942 ҫулта вара Омскрине вӗренсе пӗтернӗ. 1943 ҫулхи акан 28-мӗшӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина, 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш Балтикаҫум, ҫавӑн пекех Ленинград фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Донбасс, Мелитополь, Никополь-Кривой Рог, Крым операцийӗсене, Никополь хулине ирӗке кӑларас ӗҫе, Сиваш урлӑ каҫма, Перекоп пымакӗнчи хӳтӗлев вырӑнӗсене ҫӗмӗрме, Сапун тӑвне штурмлама, Севастополе ирӗке кӑларма хутшӑннӑ, Хура тинӗсри нимӗҫ флотне тапӑннӑ. 1944 ҫулта Тарту тата Рига операцийӗсене, Шяуляйри нимӗҫ ҫарӗсен ушкӑнне ҫӗмӗрме, Курлянди ҫурутравӗнче «Ҫурҫӗр» ҫарсен ушкӑнне хупӑрласа илме хутшӑннӑ. 1945 ҫулта Курляндири ушкӑна пӗтерме хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ тӗле Пётр Борисов аслӑ лейтенант Ленинград фронтӗнчи 13-мӗш сывлӑш ҫарӗн 7-мӗш штурмлакан авиакорпусӑн 289-мӗш штурмлакан авиадивизин 686-мӗш штурмлакан авиаполкӗнчи эскадрилья командирӗн ҫумӗ пулнӑ[1].
Вӑрҫӑ пӗтнӗ вӑхӑт тӗлне Борисов «Ил-2» самолет ҫинче 132 хут ӑнӑҫлӑн ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ тата тӑшманӑн техникипе ҫар ҫыннисене нумай пӗтерсе пысӑк сиен кӳнӗ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «тӑшмана штурмласа тапӑннӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Пётр Борисов аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа тивӗҫтернӗ, ӑна Ленин орденӗ тата 8255-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ[1].
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Борисов малалла Совет Ҫарӗн Сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче хӗсметре юлнӑ. 1948 ҫулта ӑна запаса кӑларнӑ. Тӑван Сторожевое ялӗнче пурӑнса ӗҫленӗ. 1968 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ[1].
Ҫавӑн пекех ӑна икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, унсӑр пуҫне темиҫе медальпе чысланӑ[1].
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1921 ҫулта ҫуралнисем
- Нарӑсӑн 29-мӗшӗнче вилнисем
- 1968 ҫулта вилнисем
- Тулăра вилнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи лётчиксем
- Ҫынсем:Тулӑри хӗҫ-пӑшал савучӗ