Борисюк Иван Иванович

Иван Иванович Борисюк (1914 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ, Немировский район[d]1944 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ, Польша) — Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗн кӗҫӗн лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).

Биографи

Иван Борисюк 1914 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче Селевинцы ялӗнче (халӗ — Украинӑри Винница облаҫӗнчи Немиров районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, украинец. Монастырок ялӗнчи шкулта тӑватӑ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. 1934—1938 ҫулсенче Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1941 ҫулта ӑна каллех ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа ҫарта пулнӑ. Хӗвеланӑҫ, Тӗп тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне Иван Борисюк кӗҫӗн лейтенант Тӗп фронтри 13-мӗш ҫарӑн 15-мӗш стрелоксен дивизийӗн 676-мӗш стрелоксен полкӗнчи 45 миллиметрлӑ тупӑсен взвочӗпе командӑланӑ. Курск пӗккинчи ҫапӑҫура палӑрнӑ[1].

1943 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Орел облаҫӗнчи Глазуновка районне кӗрекен Новый Хутор ялӗ патӗнче Борисюк хӑйӗн взводӗпе пӗрле тӑшманӑн 8 танкне тапӑннине сирсе янӑ, вӗсенчен иккӗшне аркатнӑ. Утӑн 6-мӗшӗнче Курск облаҫӗнчи Поныри районне кӗрекен Снава ялӗ патӗнче Борисюк нимӗҫсен 100 яхӑн танкӗ тапӑннине сирме хутшӑннӑ. 100—150 метр аякра тӑрса унӑн взводӗ 11 танка пӗтернӗ, вӗсенчен улттӑшне Борисюк хӑй аллипе ҫӗмӗрнӗ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫпе фашист хапсӑнчӑкӗсене хирӗҫ ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Иван Борисюк кӗҫӗн лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа тивӗҫтернӗ, ӑна Ленин орденӗпе тата 1082-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].

1944 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче Борисюк Польшӑри Хайнувка хули патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна Хайнувка хулинче пытарнӑ[1].

Наградӑсем

Астӑвӑм

  • Селевинцы ялӗнчи пӗр урам Борисюк ячӗпе хисепленет.
  • Борисюка халалласа Немиров районӗнчи Кирово ялӗнче асӑну хӑми ҫакнӑ[1].
  • Винница облаҫӗнчи Немиров хулинчи урама Иван Борисюкӑн ятне панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Борисюк Иван Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ 1, 2 Учётно-послужная картотека в электронном банке документов «Память народа».

Каҫӑсем