Боровков Виктор Дмитриевич
Боровков Виктор Дмитриевич (1916 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ, Шуя[d], Владимир кӗпӗрни — 1995 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ, Елец, Липецк облаҫӗ) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, гварди истребитель авиаци полкӗн авиаци эскадрильин командирӗ, инҫет широтари «Ҫурҫӗр-2» арктика сывлӑш экспедицине хутшӑннӑскер, гварди капитанӗ[1].
Пурнӑҫӗ
1916 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Шуя хулинче (халӗ — Иваново облаҫӗ) рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1944 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ. 7 класс, фабрикӑпа завод вӗрентӗвӗн шкулне вӗренсе пӗтернӗ, тӑван хулинчи фабрикӑра слесарь пулса ӗҫленӗ. 1936 ҫулта Иваново хулинчи энергетика институчӗн рабфакӗнчен тата ҫав вӑхӑтрах Ивановори аэроклубран вӗренсе тухнӑ.
1936 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Иваново облаҫӗн ҫар комиссариачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ те авиаци училищине янӑ. 1939 ҫулта Тамбоври граждан сывлӑш флочӗн вӗҫев училищине вӗренсе пӗтернӗ. Ташкент хулине ӗҫлеме янӑ, Вӑтам Азири граждан авиалинисенче пилот пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Конотопри ҫар авиаци пилотсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи ҫулӗсенче вӗҫев шкулӗсенче истребитель-лётчиксен кадрӗсене хатӗрленӗ. 1943 ҫултанпа Граждан Сывлӑш Флочӗн 1-мӗш куҫарса вӗҫекен авиаци дивизийӗ йышӗнче «Алсиб» трасса тӑрӑх ленд-лизпа килекен америка самолёчӗсене вӗҫтерсе килнӗ. Ҫурҫӗрти йывӑр условисенче икӗ ҫул ӗҫленӗ май лётчикӑн ӗҫне 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн авиаци чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Лётчиксен ҫамрӑк ӑрӑвне вӗрентес тата ҫӗнӗ ҫапӑҫу техникине алла илес ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн иккӗмӗш хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ. 1948 ҫулхи ҫуркунне инҫет широтари «Ҫурҫӗр-2» экспедицине хутшӑннӑ.
Вӑл виҫӗ Ла-11 истребитель ушкӑнӗ йышӗнче Инҫет Хӗвелтухӑҫри ял-хуласем урлӑ Мускав — Шмидт сӑмсахӗ (Чукоткӑра) маршрутпа 8500 ҫухрӑм вӗҫсе иртнӗ. Инҫет Ҫурҫӗрте Ла-11 самолёта тӗрӗсленӗ чухне 50 сехет вӗҫнӗ. Авиаци историйӗнче пӗрремӗш хут пӗр вырӑнлӑ истребительпе Ҫурҫӗр Пӑрлӑ океан пӑрӗсем ҫийӗн, ҫыранран 12000 ҫухрӑм ытла инҫӗше вӗҫнӗ. Ҫурҫӗр широтин 82 градусӗпе 15 минутӗнче вырнаҫнӑ пӑр аэродром ҫине икӗ хут анса ларнӑ.
1949 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Боровков гварди капитанне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне пама тӑратнӑ. Чысламалли хут ҫинче «Ҫурҫӗр-2» инҫет широтари арктика сывлӑш экспедицин ҫар ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ гварди полковникӗ Н. Г. Серебряков ҫапла палӑртнӑ: «Самолётӑн анса лармалли йӗлтӗр пулман, ҫавӑнпа кустӑрмасем ҫинех анса ларнӑ. Ҫакна йӑлт ӑста пурнӑҫланӑ, мӗншӗн тесен анса лармалли лаптӑксем питӗ пӗчӗк тата юрпа витӗннӗ пулнӑ. Вӗҫев условийӗсем Арктикӑн йывӑр метеорологи вӑхӑтӗнче иртнӗ. Кун пек задачӑна пурнӑҫлама хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартмалла».
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1949 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хастарлӑхшӑн, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ҫар техникине алла илнӗшӗн Боровков Виктор Дмитриевич гварди капитанне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, унпа пӗрле Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (6616 №) парса чысланӑ.
Боровков истребитель-лётчик ҫар авиацийӗнчи хӗсмете малалла тӑснӑ. 1950—1951 ҫулсенче 151-мӗш гварди истребитель авиаци дивизийӗн 28-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗ йышӗнче Корейри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Эскадрилья командирӗ Боровков майор сывлӑшри ҫапӑҫусенче пӗр ҫӗнтерӳ тунӑ. Ӑна икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.
1958 ҫулта Боровков полковник сывлӑхӗ япӑхланнине пула запаса тухнӑ. Липецк облаҫӗнчи Елец хулинче пурӑннӑ.
1995 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Ленин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, икӗ 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, медальсемпе чысланӑ.
- Шуя хулин хисеплӗ гражданинӗ.
Астӑвӑм
- Унӑн ятне Шуя хулинчи Троица ҫӑвинче вырнаҫнӑ ҫар мемориалӗнчи Шуя хулинче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗсен стели ҫинче ҫырса хӑварнӑ.
- Боровкова асӑнса вӑл вӗреннӗ Шуя хулинчи 2-мӗш шкул ҫуртӗнче Раҫҫейри ҫарпа истори обществи асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ На дату присвоения звания Героя Советского Союза.