Боровых Андрей Егорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Боровых Андрей Егорович
Borovyh A E.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1921 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ(1921-10-30)[1]
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1989 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ(1989-11-07)[2] (68 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ СССР сывлӑш-ҫар вӑйӗсем[d]
Звани Авиацин генерал-полковникӗ[d]
Командӑланӑ военная авиация[d]
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Ленин орденӗ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Александр Невский орденĕ орден Отечественной войны I степени Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ орден «За службу Родине в Вооружённых Силах СССР» III степени медаль «За боевые заслуги» медаль «В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина» медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилейная медаль «Двадцать лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилейная медаль «Тридцать лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилейная медаль «Сорок лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» медаль «За взятие Кёнигсберга» медаль «За взятие Берлина» медаль «За освобождение Варшавы» медаль «Ветеран труда» медаль «Ветеран Вооружённых Сил СССР» медаль «За укрепление боевого содружества» медаль «За освоение целинных земель» юбилейная медаль «30 лет Советской Армии и Флота» юбилейная медаль «40 лет Вооружённых Сил СССР» юбилейная медаль «50 лет Вооружённых Сил СССР» юбилейная медаль «60 лет Вооружённых Сил СССР» юбилейная медаль «70 лет Вооружённых Сил СССР» медаль «За безупречную службу» I степени орден «За заслуги перед Отечеством» в серебре кавалер ордена Возрождения Польши серебряный крест ордена Virtuti Militari медаль «30 лет Халхин-Гольской Победы» орден «За боевые заслуги» Шаблон:Медаль 30 лет Победы над милитаристской Японией (Монголия) Медаль «30 лет Победы над фашистской Германией» Медаль «30 лет БНА» медаль «50 лет Монгольской Народной Армии» медаль «За укрепление дружбы по оружию»
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Боровых Андрей Егорович (1921 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ[1], Курск[d], Курск кӗпӗрни[d], РСФСР[d], СССР[1]1989 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ[2], Мускав, СССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ, авиацин генерал-полковникӗ, СССР ПВО Ҫарӗсен авиацийӗн командующийӗ (1969—1977).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1921 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Курск хулинче рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1936 ҫулта вӑтам шкул пӗтернӗ. 1943 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ.

1940 ҫултанпаХӗрлӗ Ҫар ретӗнче. 1940 ҫулта Чугуев ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ.

1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче.

Вӑрҫӑра икӗ ҫул хушшинче (1942 тата 1943) Калинин тата Тӗп фронтсенче 341 ҫар вӗҫевӗ тунӑ, сывлӑшри ҫапӑҫусенче паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑ, хӑй — 12 тӑшман самолётне, ушкӑнра 14 самолёта персе антарнӑ. Ҫак паттӑрлӑхсемшӗн 157-мӗш истребитель авиаци полкӗн звенон командирне (Тӗп фронтăн 16-мӗш сывлӑш ҫарӗн 6-мӗш истребитель авиаци корпусӗн 273-мӗш истребитель авиаци дивизийӗ) Боровых Андрей Егорович кӗҫӗн лейтенанта СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 1077) Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Командовани заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн, тепӗр 132 ӑнӑҫлӑ ҫар вӗҫевӗ туса 19 тӑшман самолётне персе антарнӑшӑн, ҫавӑн чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 157-мӗш истребитель авиаци полкӗн эскадрилья командирне (1-мӗш Беларуç фрончӗн 16-мӗш сывлӑш ҫарӗн 6-мӗш истребитель авиаци корпусӗн 234-мӗш истребитель авиаци дивизийӗ) Боровых Андрей Егорович капитана СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи Указӗпе иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе (№ 62) чысланӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче пурӗ 470 ытла ҫар вӗҫевне тухнӑ, 130 ытла сывлӑш ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, хӑй — 32, ушкӑнпа 14 тӑшман самолётне персе антарнӑ. М. Ю. Быков тӗпчевӗсем тӑрӑх, паллӑ асӑн унӑн полкӗн отчётлӑ тата оперативлӑ докуменчӗсемпе харпӑр тата ушкӑн ҫӗнтерӗвӗсем урӑхларах — 27 харпӑр тата 17 ушкӑн.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен авиаци полкне, дивизине, корпуса ертсе пынӑ. 1951 ҫулта Ҫар-сывлӑш академийӗнчен вӗренсе тухнӑ[3], 1957 ҫулта — Аслӑ ҫар академийӗнчен.

1959 çултан пуҫласа 1969 çулччен авиаци пӗрлешӗвӗсене ертсе пынӑ. 1968 çулта авиацин генерал-полковникӗн ҫар званине панӑ. 1969—1977 çулсем — СССР ПВО Ҫарӗсен авиацин командующийӗ.

1977 çултан пуҫласа 1988 çулччен СССР Хӳтӗлев министерствин Ҫар историйӗн институчӗн ҫар консультанчӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн 2-мӗш пухӑвӗн депутачӗ. СССР тава тивӗҫлӗ ҫар лётчикӗ (1966).

«Новая техника, оружие и человек» (1972), «Надёжный щит Родины» (1985) тата ытти ӑслӑлӑх статьясен авторӗ.

1989 çулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Вилӗмӗн сӑлтавӗсем уҫамлӑн паллӑ мар. Журналистсен версийӗ пичетленнӗ, унта ӑна хурахсем вӗлернӗ тесе ҫырнӑ. Боровыхӑн тусӗ Н. И. Москвителев генерал интервьюра Андрей Егорович уяв кунӗнче лавккана кайнӑ та урамра инсультран вилнине ҫирӗплетет; вилли тӑрӑх вӑл камне тӳрех палӑртайман[4]. Новодевичье ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

Мускаври Новодевичье ҫӑви ҫинчи Боровых вилӑпри

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ № 1077 (1943 ҫурлан 24-мӗшӗ);
  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ № 62 (1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ);
  • Икӗ Ленин орденӗ;
  • Пилӗк Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • Александр Невский орденӗ;
  • I степень Тӑван Çӗршыв вӑрҫин орденӗ;
  • Виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • III степень «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн служба тӑнӑшӑн» орден;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе — 20 ҫул» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе — 30 ҫул» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе — 40 ҫул» медаль;
  • «Ҫарти хастарлӑхшан» медаль;
  • «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль
  • «Берлина илнӗшӗн» медаль;
  • «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗ» медаль;
  • «Ҫар туслӑхне ҫирӗплетнӗшӗн» медаль;
  • Икӗ «Ҫерем ҫӗрсем уҫнӑшӑн» медаль;
  • «Совет Ҫарне тата Флотне — 30 ҫул» медаль;
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене — 40 ҫул» медаль;
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене — 50 ҫул» медаль;
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене — 60 ҫул» медаль;
  • «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсене — 70 ҫул» медаль;
  • I степень «Питӗ лайӑх службӑшӑн» медаль;
  • СССР тава тивӗҫлӗ ҫар лётчикӗ (1966);
  • 1-мӗш класлӑ ҫар лётчикӗ.

Ют ҫӗршыв хисепӗсем

  • V класлӑ Польша Чӗрӗлӗвӗн орденӗ (Польша);
  • V класлӑ «Виртути Милитари» орденӗн кавалерӗ (Польша Халӑх Республики);
  • «Ҫарти тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» орден (Монголи);
  • «Монгол Халӑх Ҫарне — 50 ҫул» медаль;
  • Паттӑрӑн наградисене 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Британи аукционӗнче 120 000 фунт стерлингпа сутнӑ[5].

Астӑвӑм

  • Пӑхӑр бюст тӑван тӑрӑхӗнче — Курск хулинче — лартнӑ.
  • Курскӑн Хисеплӗ гражданинӗ (1988).
  • Курскри 9-мӗш вӑтам шкул унӑн ячӗпе хисепленет.
  • Курскри урамсенчен пӗрне Боровых ятне панӑ.

Сочиненисем

  • «Новая техника, оружие и человек» статья (1972)
  • «Надёжный щит Родины»" статья (1985)

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Боровых Андрей Егорович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ 1, 2 Andrei Yegorovich Borovykh // TracesOfWar
  3. ^ Коллектив авторов. История командного факультета Военно-Воздушной академии имени Ю. А. Гагарина / В.Е. Зенков. — ЗАО СП «Контакт РЛ», 2007 год. — С. 247. — 368 с. — ISBN 5-902908-02-7.
  4. ^ Вячеслав Воробьев. Знания, помноженные на боевую хитрость (выр.). tverlife.ru (27 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  5. ^ Lot 1234, Orders, Decorations, Medals and Militaria (10 & 11 May 2017) | Dix Noonan Webb. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Галанин А., Голотюк В. Золотые звёзды Зари. — М.: Первый том, 2020. — 392 с.
  • М. Ю. Быков. Все Асы Сталина 1936—1953 гг.. — Научно-популярное издание. — ООО «Яуза-пресс», 2014. — 1392 с. — (Элитная энциклопедия ВВС). — 1500 экз. — ISBN 978-5-9955-0712-3.

Каҫӑсем