Борсоев Владимир Бузинаевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

тӗрӗслесе тухнӑ
| Борсоев Владимир Бузинаевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1906 ҫулхи акан 13-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1945 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ (38 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Командӑланӑ | 7-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери бригади |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Борсо́ев Влади́мир Бузина́евич (1906 ҫулхи акан 13-мӗшӗ, Иркутская губерния[d], Раҫҫей империйӗ — 1945 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1965, вилнӗ хыҫҫӑн), 1-мӗш Украина фрончӗн 60-мӗш армийӗн 7-мӗш гварди истребитель-танка хирӗҫ артиллери бригадин командирӗ, гварди полковникӗ.
Пурнӑҫӗ
Иркутск кӗпӗрнийӗнчи Холбот улусӗнче бурят выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Бурят-Монгол АССР парти тата патшалӑх ӗҫченӗн Илья Бузинаевич Борсоевӑн пиччӗшӗ.
Улттӑра тӑлӑха юлнӑ, пуян хресченсен аллинче батрак пулса ӗҫленӗ.
Шкултан вӗренсе тухсан Баяндаевски районӗнчи Тухум ялӗнчи ял хуҫалӑх коммунин председателӗ пулса суйланнӑ. 1930 ҫултанпа ВКП(б) членӗ. Совет парти шкулне пӗтернӗ, Эхирит-Булагат район парти комитетӗнче инструктор пулса ӗҫленӗ.
1932 ҫулта парти йыхравланипе Ленинградри артиллери училищине вӗренме янӑ. 1941 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренсе тухнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ, Курск пӗккине хутшӑннӑ, Украина тата Карпатҫум ҫӗрӗсене ирӗке кӑларнӑ, Висла урлӑ каҫса плацдарм ярса илнӗ, Кракова тата Польшӑн ытти хулисене ирӗке кӑларнӑ, Одер урлӑ каҫнӑ та Рацибуж хулине штурмланӑ. Виҫӗ хутчен аманнӑ.
7-мӗш гварди истребитель-танка хирӗҫ артиллери бригадине командӑласа Борсоев полковник паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ. Унӑн чаҫӗсем Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне тӑшман пысӑк инкек тӳснӗ.
1945 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче Одер плацдармӗнчи ҫапӑҫусенче йывӑр аманса вилнӗ[1][2][3].
Львов хулинчи Мухтав сӑртӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ фашистне хирӗҫ ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн Владимир Бузинаевич Борсоева вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
- Икӗ Ленин орденӗпе (1944, 1965), Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1943), 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе (1945), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1941), «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медальпе (1944) тата Америкӑн «Хисеп легионӗ» орденӗпе чысланӑ.
Астӑвӑм
- 1946 ҫулта В. Б. Борсоевӑн арӑмӗ Кяхта таврапӗлӳ музейне упӑшкин кительне парнеленӗ.
- 1970 ҫулта СССР-та В. Б. Борсоева халалласа почта марки кӑларнӑ.
- Улан-Удэ хулинче В. Б. Борсоева асӑнса хӑма вырнаҫтарнӑ.
- Паттӑр ячӗпе Улан-Удэ тата Львов хулисенчи урамсем, Усть-Ордынски посёлокӗнчи 1-мӗш шкул хисепленет.
- Украинӑн Луганск облаҫӗнчи Красный Луч хулинчи пӗр урам ун ячӗпе хисепленет.
- 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Улан-Удэ хулинчи пӗр скверта В. Б. Борсоев Совет Союзӗн Паттӑрӗн палӑкне лартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Информация в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
Каҫӑсем
Борсоев Владимир Бузинаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- РАН рецензиленӗ статьясем
- Акан 13-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1906 ҫулта ҫуралнисем
- Раҫҫей империйӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 8-мӗшӗнче вилнисем
- 1945 ҫулта вилнисем
- Польшăра вилнисем
- Совет гвардийĕ
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Полковниксем (СССР)
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин артиллерисчӗсем
- М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче пуҫ хунисем
- Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннисем
- КПСС пайташӗсем
- Суранланса вилнисем