Ботылёв Василий Андреевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ботылёв Васи́лий Андре́евич (1920 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ, Мускав — 1970 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ, Мускав) — 3-мӗш рангри капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1].
Пурнӑҫӗ
1938 ҫулта Рублёво вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен Севастопольти Тинӗс-ҫар аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ[2]. 1941 ҫулта вӗренсе тухсан ӑна тинӗс пехотин пайне хӗсметре тӑма янӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсене 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа хутшӑннӑ[3]. Керчь-Феодосия десант операцине хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнчен 4-мӗшне каҫла Новороссийск ҫывӑхӗнчи Станичка посёлок патне Ц. Л. Куников майор ертсе пыракан десанта антарма хутшӑннӑ. Кӑнтӑр Озереевка посёлок районӗнчи тӗп десантӑн планӗсем пӑсӑлсан, ку десант тӗп вырӑна тухнӑ. Шӑпах ҫакӑнтан «Пӗчӗк ҫӗр» ятлӑ легендарлӑ плацдарм кун-ҫулӗ пуҫланнӑ. 1943 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Ц. Л. Куников вилнӗ хыҫҫӑн Ботылёв отряда ертсе пыма пуҫланӑ. Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче отрядран юлнисене Геленджика куҫарнӑ[2].
1943 ҫулхи акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа Ботылёв ертсе пыракан отряд «Пӗчӗк ҫӗре» хӗҫ-пӑшалпа, апат-ҫимӗҫпе тата ҫар таварӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе пурнӑҫланӑ. 1943 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче отряда батальон таран ӳстерме Туапсене куҫарнӑ[3].
1943 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнчен 10-мӗшне каҫпа Ботылёв капитан-лейтенант ертсе пыракан батальон (ӑна «Куников батальонӗ» тенӗ) Новороссийск портне тапӑнса кӗнӗ. Ботылёв ушкӑнӗ (35 десантник) тинӗсҫӗсен клубне ярса илнӗ. Пилӗк кун хушшинче ҫынсем апатсӑр, шывсӑр, хӗҫ-пӑшал ҫитменнине пӑхмасӑр тӑшман хупӑрласа илнӗ хӑрушӑ лару-тӑрура ҫапӑҫнӑ, темиҫе хут та ҫыранри артиллерине хӑйсем ҫине пеме ыйтнӑ. Авӑнӑн 16-мӗшӗнче портпа Новороссийск хулине тӑшманран тасатнӑ.
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Указӗпе 393-мӗш уйрӑм тинӗс пехотин батальонӗн В. А. Ботылёв командирне Новороссийскшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1956 ҫулта чирлесе кайнипе 3-мӗш рангри капитан хисеппе запаса тухнӑ та тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Мускавра пурӑннӑ, ҫамрӑксене ҫарпа патриотизмлӑ воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.
1970 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Мускавра Рублёво масарне пытарнӑ[4].
Астӑвӑм
- 1968 ҫулта Новороссийскри пӗр урама Василий Ботылёв ятне панӑ.
- 1973 ҫулта, В. А. Ботылёв вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл ҫуралнӑ Рублёво посёлокӗнчи Киров урамне ун ячӗпе улӑштарнӑ.
- Геленджик хулинчи пӗр урам Василий Ботылёв ячӗпе хисепленет.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943 ҫулхи авӑнӑн 18-мĕшĕ);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1943 ҫулхи авӑнӑн 18-мĕшĕ);
- Ленин орденӗ (1943 ҫулхи авӑнӑн 18-мĕшĕ);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1942 ҫулхи нарӑсӑн 13-мĕшĕ);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Имена московских улиц. Топонимический словарь / Р. А. Агеева, Г. П. Бондарук, Е. М. Поспелов и др.; авт. предисл. Е. М. Поспелов. — ОГИ, 2007. — 608 с. — (Московская библиотека). — ISBN 5-94282-432-0.
- ^ 1, 2, 3 Ботылев Василий Андреевич :: Герои Советского Союза :: О городе - Администрация и городская Дума муниципального образования город-герой Новороссийск(паллӑ мар). www.admnvrsk.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 admin. Герой Советского Союза Василий Андреевич Ботылев Герой Советского Союза - Gelendzhik Museum (2024-02-14). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ О Герое Советского Союза В.А.Ботылёве рассказывают экспонаты Музейного фонда Российской Федерации. Сообщество жителей посёлка Рублёво. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каҫӑсем
Ботылёв Василий Андреевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра