Бочкарёв Александр Григорьевич

Бочкарёв Александр Григорьевич (1921 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ, Куликовка[d]1945 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Польша) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн гварди старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Александр Бочкарёв 1921 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Куликовка ялӗнче (халӗ — Кемӗр облаҫӗн Тисуль районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑк вӑхӑчӗ Красноярск крайӗн Курагино районӗнче иртнӗ. Унта вӑл шкулӑн пилӗк класне вӗренсе пӗтернӗ тата «Москва» колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ. 1939 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне Бочкарёв Александр гварди старшини 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди танк ҫарӗн 9-мӗш гварди танк корпусӗн 47-мӗш гварди танк бригадин 3-мӗш танк батальонӗнче танк механик-водитель пулнӑ. Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[1].

1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сохачев хулишӗн пыракан ҫапӑҫура Бочкарёв танкне тӑшман лекнӗ, командирӗ вилнӗ. Александр танк ҫинчен пулемёт илсе юлашки патронччен ҫапӑҫнӑ. Тӑшмана тыткӑна лекес мар тесе Бочкарёв хӑйне гранатӑпа сирпӗтнӗ. Сохачев хули хӗрринче пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе Бочкарёв Александр Григорьевича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ[1].

Астӑвӑм

Александр Бочкарёв ячӗпе Красноярск крайӗнчи Курагино посёлокӗнче, Большая Ирба тата Березовское ялӗсенче урамсене ят панӑ[2][3][4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Бочкарёв Александр Григорьевич (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
  2. ^ А.С. Кривошеев. Бочкарёв Александр Григорьевич. — Энциклопедия «Хакасия» (Хакасско-Минусинская котловина). — 2022. — Т. 5. — С. 152. — 496 с. — ISBN 5-09-002630-0.
  3. ^ Его именем… Александр Григорьевич Бочкарев (выр.). Тубинские вести (20 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
  4. ^ Сибиряки в Великой Отечественной: Бочкарёв Александр Григорьевич (выр.). 1line.info (29 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.

Каҫӑсем