Бояркин Василий Илларионович
Василий Илларионович Бояркин (1914 ҫулхи акан 24-мӗшӗ, Тюльганский район[d], Ӗренпур облаҫӗ — 1943 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗ
Василий Бояркин 1914 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче (24-мӗшӗнче) Оренбург кӗпӗрнинчи Оренбург уесӗнчи Ольгинский хуторӗнче ҫуралнӑ (халӗ ку вырӑн Оренбург облаҫӗн Тюльган районӗнчи Репьёвка ял канашне кӗрет). Вырӑс. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, Таджик ССР-ӗн Курган-Тюбе облаҫӗн Шаартуз машинӑпа трактор станцийӗнче тракторист пулса ӗҫленӗ.
1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Бояркин гварди аслӑ сержанчӗ Тӗп фронтӑн 61-мӗш армийӗн 7-мӗш гварди кавалери корпусӗн 16-мӗш гварди кавалери дивизийӗн (ӑна 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ӗпхӳ хулинче 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизийӗ пек йӗркеленӗ) 60-мӗш гварди кавалери полкӗн 4-мӗш эскадронӗн пулемёт расчёчӗн командирӗ пулнӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.
1943 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче Белорусси ССР-ӗн Полесье облаҫӗнчи Брагин районӗн Нивки ялӗ таврашӗнче Бояркин хӑйӗн подразделенийӗнче чи малтанах Днепр урлӑ каҫнӑ та пулемётран персе тӑрса полк подразделенийӗсем каҫнине хӳтӗлесе тӑнӑ[1].
Днепр урлӑ каҫсан дивизи Вялье тата Усохи ялӗсем еннелле тапӑнса кайнӑ. Гитлеровецсем Вялье ялӗнчен ҫирӗп хӳтӗлев вырӑнне тунӑ. Тӑшман ҫапӑҫӑва 7-мӗш пехота тата 12-мӗш танк дивизийӗн пайӗсене кӗртнӗ, час-часах контратакӑна тухнӑ. 60-мӗш кавалери полкӗн подразделенийӗсем Вялье патне пырсан фашистсем хаяррӑн пеме тытӑннӑ. Ҫакна шута илсе Бояркин гварди аслӑ сержанчӗ пулемётпа тӑшманӑн хӳтӗлев вырӑнӗ патне ҫывӑхарах куҫнӑ. Гитлеровецсен автоматчикӗсем контратакӑна тухсан вӑл пеме тытӑннӑ: тӑшманӑн 30 яхӑн салтакӗпе офицерне вӗлернӗ, суранлатнӑ, ыттисем вара чакнӑ[1].
4-мӗш эскадрон тапӑнса Вялье урамӗсене кӗнӗ, анчах тӑшман, ҫӗнӗ вӑйсем илсе, каллех контратакӑна тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра Бояркин пулемётпа тапӑнакан тӑшман флангне тухнӑ та унӑн расчёчӗ теҫеткепе гитлеровецсене тӗп тунӑ. Хастар командир суранланнӑ пулин та ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Вялье ялне ирӗке кӑларнӑ. Авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче Брагин районӗнчи Галки хуторӗ патне тапӑнса пынӑ чухне Василий Бояркин пулемётпа тӑшманӑн 30 салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[1].
1943 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Малтанах Полесье облаҫӗн Комарин районӗнчи Александровка ялӗнчи тӑванлӑ масарта пытарнӑ пулнӑ[1]. Каярахпа Беларуҫӗн Гомель облаҫӗн Брагин районӗнчи Комарин посёлокӗнчи тӑванлӑ масара куҫарнӑ.
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ вӑрӑ-хурахӗсемпе кӗрешсе кӑтартнӑ хастарлӑхшӑн тата паттӑрлӑхшӑн Бояркин Василий Илларионович гварди аслӑ сержанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа чысланӑ.
Ҫавӑн пекех ҫак орденсемпе чысланӑ:
Астӑвӑм
Шаартуз посёлокӗнчи (Таджикистан) Культура ҫурчӗ патне Паттӑрӑн палӑкне лартнӑ. Ун ятне ҫавӑн пекех Комарин посёлокӗнчи астӑвӑм плити ҫине ҫырнӑ[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Золотые звёзды Оренбуржья: биографический справочник / В. П. Россовский; ред. Е. А. Урбанович; рец. У. А. Батыров, Н. М. Румянцев. — изд. 2-е, перераб. и доп. — ИПК «Южный Урал», 2005. — С. 544—545. — 595 с. — ISBN 5-94461-009-3.
- Оренбуржцы — Герои Советского Союза: библиографический указатель / Библиогр. отд.; сост. Н. А. Кузнецова. — 1. — Областная научная библиотека имени Н. К. Крупской, 1987. — С. 24—25. — 155 с.
- Ахмадиев Т. Х. Башкирская гвардейская кавалерийская. Уфа, 1999.
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 64. — 607 с. — 65 000 экз.
- Сечкина Л. П. Твои Герои, Таджикистан. Душанбе, 1985.
- Слава башкирских конников. Уфа: Китап, 2005.
Каҫӑсем
Бояркин Василий Илларионович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Бояркин Василий Илларионович на сайте «Победа-Оренбург»
- Бояркин Василий Илларионович на сайте «Шаймуратовцы» (112-я Башкирская кавалерийская дивизия)