Бредихин Николай Алексеевич

Николай Алексеевич Бредихин (1917 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ [юпан 5-мӗшӗ] , Щигры[d], Курск кӗпӗрни[d]1966 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ, Курск[d]) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫул).

Пурнӑҫӗ

Николай Бредихин 1917 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче (кивӗ стильпе авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче) Сныткино слободинче (халӗ Курск облаҫӗн Щигры хулин шутне кӗрет) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1930 ҫултанпа ҫемьепе пӗрле Щигры хулинче пурӑннӑ. Чукун ҫул шкулӗн ҫичӗ класне, кайран механика савучӗн ремесло училищи ҫумӗнчи шофёрсен курсне вӗренсе пӗтернӗ, ҫӗр ӗҫ техникумӗнче водитель пулса ӗҫленӗ.

1943 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне чӗнсе илнӗ. Танк механик-водительне вӗреннӗ. 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче фронта янӑ. 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 10-мӗш гварди добровольцевсен танк корпусӗн 62-мӗш гварди Пермь танк бригадинче ҫапӑҫнӑ[1]. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне — 1-мӗш Украина фрончӗн 4-мӗш танк ҫарӗн 10-мӗш гварди танк дивизийӗн 62-мӗш гварди танк бригадин танк механик-водитель пайӗнчи гварди старшини. Польшӑна ирӗке кӑларассине хутшӑннӑ[1].

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Чарна Нида юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне Бредихин хӑйӗн подразделенийӗнче чм малтисен шутӗнче юханшыв урлӑ кӗре каҫҫипе каҫнӑ. Вырӑнне кура тата хӳтлӗхсемпе ӑста усӑ курса танк экипажне ҫар заданине пурнӑҫлантарнӑ. Ҫапӑҫура танкистсем тӑшманӑн 5 «Тигр» тата «Пантера» танкне, 1 «Фердинанд» САУна, 2 БТР, 21 автомашина тата 70 ытла салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Танкистсен ӗҫӗсем бригадӑна юханшыв урлӑ каҫма май панӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Одер урлӑ каҫас тесе ҫапӑҫнӑ чухне Бредихин гварди старшини хӑйӗн танкне чи малтан Штейнау хули (халӗ Сьцинава, Польша) таврашӗнче юханшыв хӗррине илсе тухнӑ. Кӗпер урлӑ анӑҫ хӗррине каҫса кӗперне сирпӗтсе яма паман, ҫакӑ танк батальонӗн тӗп вӑйӗсене малалла кайма май панӑ. Ҫапӑҫура аманнӑ пулсан та, ҫапӑҫу хирӗнчен тухман[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе «командовани заданийӗсене ӑста пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» Бредихин Николай Алексеевич гварди старшинине Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата 7381-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1]. Вӑл 62-мӗш гварди Пермь танк бригадинче пӗрремӗш Совет Союзӗн Паттӑрӗ пулса тӑнӑ[1].

1945 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Курск облаҫӗн ГАИ-нче ҫул-йӗр надзорӗн аслӑ инспекторӗ пулса солужбӑра тӑнӑ (20 ҫул ытла)[2]. 1966 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ. Курск хулинчи Никитски масарӗнче пытарнӑ[1].

Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата 1-мӗш степенлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, медальсемпе чысланӑ[1].

Астӑвӑм

2021 ҫулта Курск хулинчи 54-мӗш шкула Бредихин Н. А. ятне панӑ, шкул картишӗнче бюст вырнаҫтарнӑ[3][4].

2018 ҫулта Бредихин Н. А. ятне Курск хулин варринче Курск полицийӗн паллӑ ӗҫченӗсене чысласа уҫнӑ Хисеп аллейине ҫырса хунӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бредихин Николай Алексеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ 1, 2 На центральной улице Курска открыта Аллея Славы. BezFormata (25 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  3. ^ Память жива. Курская правда (28 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  4. ^ В Курске установили бюст Героя Советского Союза Николая Бредихина. Курская правда (23 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Добровольцы Урала. 2-е изд., доп. Свердловск, 1980.

Каçăсем