Бреусов Степан Тихонович

Степан Тихонович Бреусов — совет ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ).

Пурнӑҫӗ

1904 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Казахстанри Туркестан облаҫӗнчи Тюлькубас районӗнчи Высокое ялӗнче (халӗ Шакпак баба ялӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс.

Шкулта 4 класс вӗренсе пӗтернӗ. Ача ҫуртӗнче бухгалтер пулса ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Тюлькубасри РВК ӑна Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Балтикаҫумри 1-мӗш фронтсенче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ, 1945 ҫулта — офицерсен йышне ӳстермелли курсран (КУОС) вӗренсе тухнӑ. Виҫӗ хут аманнӑ.

1944 ҫулхи ҫӗртме тӗлне Бреусов кӗҫӗн лейтенант 1126-мӗш стрелоксен полкӗнчи (334-мӗш стрелоксен дивизийӗ, 43-мӗш ҫар, Балтикаҫумӑн 1-мӗш фрончӗ) 2-мӗш стрелоксен ротин 1-мӗш взводне ертсе пынӑ. 1944 ҫулхи ҫӗртмен 23—25-мӗшӗсенче Витебск тапӑну операцийӗнче палӑрнӑ.

1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче запаса тухнӑ. Тӑван ялне таврӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен фермӑра счетовод пулса, каярахпа — Высокое ял канашӗн председателӗнче ӗҫленӗ. 1946 ҫултанпа КПСС пайташӗ.

1963 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Высокое ялӗнче (халӗ Шакпак баба) вилнӗ. Мӑшӑрӗпе юнашар пытарнӑ.

Паттӑрлӑхӗ

Бреусов С. Т. кӗҫӗн лейтенантӑн чыслав хутӗнче ҫапла ҫырнӑ:

1944 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Козаново ялӗ патӗнче нимӗҫсен хытӑ ҫирӗплетнӗ хӳтӗлев районне татса тухнӑ чухне, тапӑнмалли чикӗрен хӑюллӑн тата ҫирӗппӗн ура ҫине тӑнӑ. Взводри мӗнпур салтака хӑй хыҫҫӑн ертсе кайса, тӑшманӑн траншейине пырса кӗнӗ, гранатӑсем пӑрахма пуҫланӑ. Взводпа пӗрле персе вӑл 3 станоклӑ пулемета тата нимӗҫсен 20 салтакӗпе офицерне кая мар пӗтернӗ. Хӑйӗн аллипех пулемёт точкине гранатӑпа персе аркатнӑ, икӗ нимӗҫ салтакне тыткӑна илнӗ. Взводӑн флангӗнчен пирӗн ҫарсен йӗркисем тӑрӑх 75 миллиметрлӑ тупӑран пенӗ. Бреусов юлташ ун ҫине перекен тупӑна расчечӗпех пӗтернӗ. Каялла чакакан тӑшмана хӑваласа пынӑ май автомашинӑна ҫапса аркатнӑ, икӗ нимӗҫ салтакне тыткӑна илнӗ.

1944 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Хӗвеланӑҫ Двина урлӑ каҫнӑ чухне тӑшман персе тӑнӑ пулин те чи малтан кимме ларнӑ, пӑхӑнса тӑракансене хӑйӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарнӑ. Тепӗр ҫырана каҫса, унта ҫитнӗ салтаксемпе пӗрле, пирӗн пехотӑна каҫма чӑрмантаракан тӑшман перекен тӗлсене пӑшалсемпе пулемётсенчен пеме пуҫланӑ. Батальонри салтаксем туллин каҫса пӗтсен, Бреусов взводпа пӗрле малалла тухнӑ та, хӑюллӑн тапӑнса, тӑшмана пемелли вырӑнсенчен хӑваласа янӑ. Ҫакӑн чухне икӗ станоклӑ пулемёта, 45 миллиметрлӑ тупӑна тӗп тунӑ, 23 нимӗҫ салтакӗпе офицерӗнчен кая мар вӗлернӗ. Хӑйӗн аллипе 5 нимӗҫ салтакне вӗлернӗ, пӗр офицера тыткӑна илнӗ.

Ҫемйи

Аслӑ ывӑлӗ — Бреусов Алексей Степанович (1924—2017). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑскер. 137,2 ҫӳллӗшшӗн пынӑ ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр ҫар округӗнче хӗсметре тӑнӑ, запаса полковник ҫар хисепӗпе тухнӑ. Нумай вӑхӑт хушши Ҫӗнҫӗпӗрти Тӗп районӑн ветерансен канашне ертсе пынӑ. 1995 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ лапамра иртнӗ Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннӑ. II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «Хастарлӑхшӑн», «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» тата ытти медальсемпе чысланӑ.

Кӗҫӗн ывӑлӗ — Иван Бреусов, граждан авиацийӗн штурманӗ. Челепири лётчиксен училищине вӗренсе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ (ятарлӑ хушӑва пурнӑҫланӑшӑн).

Аслашшӗ — Тихон Васильевич Бреусов, Вырӑс-яппун тата Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫисене хутшӑннӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Шакпак баба ялӗнче Паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарнӑ. Унӑн ятне ялти тӗп урампа вӑтам шкула панӑ (2009 ҫулта урам ятне улӑштарнӑ).

Ӑнлантарусем

Каçăсем