Брехов Константин Владимирович

Пурнӑҫӗ

1918 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче 1-мӗш Кӗҫӗн Алабухи ялӗнче (халӗ Воронеж облаҫӗнчи Грибановски районӗнчи) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Борисоглебскри чукун ҫул техникумӗпе аэроклубран вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫултах ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1940 ҫулта пилотсен Борисоглебскри ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпах фронтра пулнӑ. Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тата Беларуҫри 2-мӗш фронтсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Мускав ҫапӑҫӑвне, Беларуҫ тата Литва ССР-ӗсене ирӗке кӑларассинчи, Тухӑҫ Пруссири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Виҫӗ хут аманнӑ. 1942 ҫулта ВКП(б) йышне кӗнӗ.

1942 ҫулхи раштав тӗлне Брехов капитан Хӗвеланӑҫ фрончӗн 1-мӗш сывлӑш ҫарӗнчи 233-мӗш штурмлакан авиадивизин 62-мӗш штурмлакан авиаполкӗн эскадрильине ертсе пынӑ[1].

1942 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ тӗлне тӑшманӑн пемелли вырӑнӗсене, ҫар ҫыннисемпе техники пухӑннӑ вырӑнсене штурмлама ӑнӑҫлӑн 85 хут вӗҫсе тухнӑ, ҫав хушӑра 20 яхӑн танк, 20 тупӑ, 6 блиндаж, аэродромсенче 8 самолет аркатнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫ-фашист захватчикӗсемпе кӗрешекен фронтра командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав хушӑра хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Брехов Константин капитана Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ, ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе 937-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

Вӑрҫӑ пӗтсен малалла Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1947 ҫулта Вӗҫевпе тактикӑн аслӑ курсӗсене, 1955 ҫулта — Ҫар-сывлӑш академине вӗренсе пӗтернӗ. 1962 ҫулта полковник ҫар хисепӗпе запаса тухнӑ. 1958—1973 ҫулсенче Ӗренпурта пурӑннӑ, 1962—1970 ҫулсенче граждан авиацийӗн подразделенине ертсе пынӑ. Каярахпа Воронежа куҫса кайсан, пенсие тухиччен вырӑнти 1-мӗш номерлӗ автотранспорт предприятийӗнче инженер пулса ӗҫленӗ.

1987 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче вилнӗ, Воронежри Коминтерн масарӗнче пытарнӑ[1].

Ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Ялав, Александр Невский, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, темиҫе медальпе чысланӑ. Воронежра Брехов виличчен пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брехов Константин Владимирович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Золотые звёзды Оренбуржья: биографический справочник / В. П. Россовский; ред. Е. А. Урбанович; рец. У. А. Батыров, Н. М. Румянцев. — изд. 2-е, перераб. и доп. — ИПК «Южный Урал», 2005. — С. 20—21. — 595 с. — ISBN 5-94461-009-3.
  • Гринько А. И., Улаев Г. Ф. Богатыри земли Воронежской. — Воронеж, 1965.

Каҫӑсем

Категорисем