Бровцев Николай Михайлович
Николай Михайлович Бровцев (1915 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ, Турдаково[d], Чӗмпӗр кӗпӗрни — 1945 ҫулхи акан 15-мӗшӗ, Калининград облаçĕ) — совет саманин ҫар пуҫлӑхӗ, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн капитанӗ (вилнӗ хыҫҫӑн — майор), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Николай Бровцев 1915 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче Мордвари Турдаково ялӗнче (халӗ Мӑкшӑ Республикин Дубёнки районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Нацилӗхӗпе — мордва-ирҫе. 1932 ҫулта ҫав районти Кабаево ялӗнчи шкултан ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Горький облаҫӗнчи Дзержинск хулинчи «Химмаш» заводра слесарь пулса ӗҫленӗ. 1937 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Дзержинск районӗнчи ҫар комиссариачӗ ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Полк шкулне, кайран кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ.
1941 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Ҫурҫӗр, Карели, Хӗвеланӑҫ, Беларуҫри 3-мӗш фронтсенче ҫапӑҫнӑ. Финн ҫарӗсемпе пулнӑ ҫапӑҫусене, Смоленск облаҫне ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче ултӑ хут аманнӑ. 1942 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ[1].
1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Бровцев Николай капитан Беларуҫри 3-мӗш фронтӑн 2-мӗш гварди ҫарӗнчи 251-мӗш стрелоксен дивизин Суворов, Кутузов тата Александр Невский орденӗллӗ 923-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонне ертсе пынӑ. Тухӑҫ Пруссири ҫапӑҫусенче палӑрнӑ[2]. Нимӗҫ ҫарӗсен Тухӑҫ Пруссири группировкине аркатса тӑкнӑ чухне Бровцев ертсе пыракан батальон тӑшманӑн хӳтӗлӗвӗсене 15 хутчен тапӑнса кӗнӗ; пӗр ушкӑн салтак Мазур каналӗн тӗп пӗви ҫине ҫапӑҫса кӗрсе ӑна сирпӗтсе ярассинчен ҫӑлса хӑварнӑ[3].
1945 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пальмникен ялта (халӗ Калининград облаҫӗнчи Янтарнӑй поселок) кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле нимӗҫ ҫарӗсен пехотӑпа танксен пысӑк вӑйӗсем совет уйрӑмӗсене Флангервальд вӑрманӗнче хыҫалтан тапӑнас тесе хирӗҫле тапӑнӑва куҫнӑ. Ҫак ҫапӑҫура Бровцевӑн батальонӗ чылай ҫухату тӳснӗ. Пӗчӗк ушкӑн стрелоксене ертсе пырса, Бровцев ҫӳллӗшре ҫирӗпленсе ларнӑ та йӗри-тавра хӳтӗлев йӗркеленӗ, тапӑнса килекенсене пулемётран пенӗ. Аманнӑ пулин те, ал пулеметне илнӗ те, пӗтӗм патронне персе пӗтеричченех тапӑнса килекен тӑшмансене пӗтернӗ. Ҫак ҫапӑҫура вӑл пуҫне хунӑ[4]. Ӑна Калининград облаҫӗнчи Зеленоградск районне кӗрекен Русское ялӗнче пытарнӑ[5]. 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнчи хушупа вилнӗ хыҫҫӑн майор ҫар хисепне панӑ[5].
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «Тухӑҫ Прусси операцийӗнче батальона ӑста ертсе пынӑшӑн, хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Бровцев Николай капитана вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Ҫавӑн пекех Ленин, Хӗрлӗ Ялав, 3-мӗш степеньлӗ Суворов, 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, медальсемпе чысланӑ[2].
Астӑвӑм
Бровцева хисеплесе Дубёнки ялӗнчи тата Зеленоградск хулинчи урамсене, ҫавӑн пекех пулӑ тытакан траулера унӑн ятне панӑ[2]. Бровцевӑн бюстне Турдаково ялӗнче тата Дубёнки ялӗнчи парк зонинчи Мухтав аллейинче вырнаҫтарнӑ[1]. Русское поселокӗнчи вилтӑпри ҫинче гранит обелиск лартнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Бровцев Николай Михайлович. e-mordovia.ru. Правительство Республики Мордовия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Бровцев Николай Михайлович. warheroes.ru. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Бровцев Николай Михайлович (1915–1945). natlibraryrm.ru. Национальная библиотека им. А. С. Пушкина Республики Мордовия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 История великой Победы: ко дню рождения Героя Советского Союза Н.М. Бровцева. archiv.nobl.ru. Комитет по делам архивов Нижегородской области. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Бровцев Николай Михайлович. prussia39.ru. Архив воинских захоронений Калининградской области. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Тюльников Л. К., Басович Я. И. Герои Советского Союза — горьковчане. — Горький, 1981.