Брозголь Николай Израилевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Николай (Нохем) Израилевич Брозголь (1912 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ, Затишное[d], Екатеринослав кĕперни — 1974 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, Ленинград) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, 1-мӗш Украина фрончӗн 38-мӗш ҫарӗнчи гвардин уйрӑм йывӑр тупӑ артиллерийӗн 24-мӗш бригадин командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, гварди полковникӗ.
Пурнӑҫӗ
Рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Еврей.
Механика техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Ленинградра заводра механика цехӗн мастерӗ пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта — 1932 ҫултанпа. 1932 ҫултанпа КПСС пайташӗ. 1936 ҫулта РСФСР ВЦИКӗ ячӗллӗ Ҫар училищинче, 1940 ҫулта вара КУКС-ра (Командӑлакан йыша лайӑхлатакан курссем) пӗлӳ илнӗ.
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа чӑн ҫарта. Брозголь гварди полковникӗ ертсе пынӑ гвардин уйрӑм йывӑр тупӑ артиллерийӗн 24-мӗш бригади (38-мӗш ҫар, 1-мӗш Украина фрончӗ) 1943 ҫулхи авӑн–юпа уйӑхӗсенче ҫарсене Днепр урлӑ каҫма тата плацдарм йышӑнма май туса панӑ, чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара ҫар пайӗсене Киева ирӗке кӑларма пулӑшнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1947 ҫулта Офицерсен аслӑ артиллери шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1956 ҫултанпа — запасра. Ленинградра пурӑннӑ, унта ӗҫленӗ. Ҫав хуларах вилнӗ. Кӑнтӑр ҫӑвинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе командовани хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ-фашистла тапӑнса килекенсемпе ҫапӑҫнӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Николай Израилевич Брозголь гварди полковникне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (4096-мӗш №) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1].
- Ленин орденӗпе, тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 2-мӗш степеньлӗ Богдан Хмельницкий орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Аслӑ Британи ӑна Британи империйӗн Орденӗн офицерӗн ылтӑн паллипе (4-мӗш класс) чысланӑ[1][2].
Астӑвӑм
- 1982 ҫулта Паттӑрӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Затишное ялӗнчи палӑк стели ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Брозголь Николай Израилович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Военный, участвующий в боевых действиях (выр.). russiainphoto.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Брозголь Николай Израилович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каҫӑсем
Брозголь Николай Израилевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра