Брынь Василий Мартынович

Васи́лий Марты́нович Брынь (1910 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ, Тамбовский район[d], Дальневосточный край[d]1983 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Новороссийск, Краснодар Ен) — совет ҫар ӗҫченӗ, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943). 1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ[1].

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулсем

Василий Брынь 1910 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Николаевка ялӗнче (халӗ — Амур облаҫӗнчи Тамбовка районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланиччен Амурпа Зея ҫинче сулӑҫӑ пулса, каярах Серышевори машинӑпа трактор станцийӗнче тракторист пулса ӗҫленӗ[1]. 1941 ҫулта ял хуҫалӑх техникумне вӗренсе пӗтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ, сапёр, минёр-разведчик пулса хӗсметре тӑнӑ[1]. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Сталинград тата Курск ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Василий Брынь гварди ефрейторӗ Ҫеҫенхир фронтӗнчи 7-мӗш гварди ҫарӗн 78-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 89-мӗш гварди уйрӑм сапёр батальонӗн сапёрӗ пулнӑ. Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫура палӑрнӑ[2].

1943 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнчен 25-мӗшӗне каҫакан ҫӗр Украина ССРӗнчи Днепропетровск облаҫӗнчи Верхнеднепровск районӗнчи Домоткань ялӗ патӗнче Брынь Днепр урлӑ 70 совет салтакӗпе офицерне, икӗ десант кимминчен тунӑ паромпа вара — боеприпассемлӗ 3 тупӑ каҫарнӑ, пӗтӗмпе 12 рейс тунӑ[2][1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар тӗллевӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Василий Брынь гварди ефрейторне 1379-мӗш номерлӗ Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеппе тивӗҫтернӗ[2].

1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Уманьпе Ботошань, Яссыпа Кишинёв, Дебрецен, Будапешт, Братиславӑпа Брно операцисене, Молдави ССРне, Румыние, Венгрие, Чехословакие ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем

1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Брынь старшина демобилизациленнӗ. Киев облаҫӗнчи Сквира районӗнчи Каменная Гебля ялӗнче пурӑннӑ тата ӗҫленӗ, каярахпа Новороссийска куҫса кайнӑ, унта Курортторгӑн экспедиторӗ пулса ӗҫленӗ[1]. 1983 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Новороссийскри «Солнечное» масарта пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Амурский тракторист первым форсировал Днепр: факты о военном времени из архива «Амурской правды». Амурская правда (3 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брынь Василий Мартынович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Сергиенко А. М. Амурцы — Герои Великой Отечественной. — Благовещенск, 1970.

Каҫӑсем