Будюк Николай Васильевич

Николай Васильевич Будюк (1920 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ, Баштанский район[d]1944 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ, Хӗвелтухӑҫ Прусси[d], Прусси ирӗклӗ патшалӑх[d]) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн капитанӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Николай Будюк 1920 ҫулта хресчен ҫемйинче Новомарьевка ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Украинӑн Николаев облаҫӗнчи Баштанка районӗ[1]) ҫуралнӑ.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вунӑ класс тата хапрӑкпа савут вӗренӳ шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Николаеври карапсем тӑвакан савутра слесарьте ӗҫленӗ.

1939 ҫулта Николаеври хула ҫар комиссариачӗ ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — фронтра. Анӑҫ, Кӑнтӑр-Анӑҫ, Беларуҫ тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1943 ҫул пуҫламӑшӗнче иккӗмӗш хут йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн ӑна Горький облаҫне госпитале сипленме янӑ. Сывалнӑ хыҫҫӑн Выкса хулинчи ҫар-мотоцикл училищинче политика ӗҫченӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1944 ҫулта офицерсен йышӗн пӗлӗвне ӳстерекен курсене вӗренсе пӗтернӗ. 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне Будюк капитан 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗнчи 65-мӗш стрелоксен корпусӗн 953-мӗш ҫӑмӑл хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери Ҫӗнӗ Бугри Хӗрлӗ Ялавлӑ Александр Невский орденлӑ полкӗн хӑй тӗллӗн ҫӳрекен артиллери установкисен батарейине ертсе пынӑ. Беларуҫ тата Литва ССР-ӗсене ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[2].

1944 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Короли ялӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура Будюк батарейи нимӗҫсен пулемётлӑ 6 точкине, тупӑ тата тӑшманӑн 80 салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, ку вара пехота подразделенийӗсене Лучеса юханшывӗ патнелли ҫула уҫса пама тата Богушевск патӗнче ун урлӑ каҫма май панӑ. Пӗтӗмпе вара 1944 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен батарейӑпа 7 тупӑ, 24 пулемет, 10 автомашина, тягач тата тӑшманӑн 380 яхӑн салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. Утӑн 12–13-мӗшӗсенче Будюк чи малтанхисенчен пӗри пулса штурмлакан Вильнюса ҫурса кӗнӗ тата унта 2 персе тӑракан точкӑна пӗтернӗ, нимӗҫсен танкӗпе бронемашинине ҫӗмӗрнӗ. 1944 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче Тухӑҫ Пруссири тапӑнура Будюк йывӑр аманнӑ, юпан 13-мӗшӗнче 751-мӗш куҫса ҫӳрекен хир госпитальте сурансене пула вилнӗ.

Чи малтан Литва ССР-ӗнчи Пильвгинини администраци районӗнчи фольваркра пытарнӑ. Каярахпа Вилкавишкис хулинчи (Литва) ҫар ҫӑвине куҫарса пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Николай Будюкӑн ятне Николаеври карапсем тӑвакан савут ӗҫченӗсен — Паттӑрсен стели ҫине ҫырса хунӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Каялла таврӑнман ҫухатусен хутӗнче ҫуралнӑ вырӑна Марьевка ялӗ тесе кӑтартнӑ (Память народа).
  2. ^ 1, 2, 3 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Будюк Николай Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Бундюков А. Т., Кравченко М. В. Сыновняя верность Отчизне. Одесса, 1982.
  • За Отчизну, свободу и честь! Книга 5. Горький, 1978.
  • Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — 607 с. — 65 000 экз.

Каçăсем