Бузыцков Иван Дмитриевич

Иван Дмитриевич Бузыцков (1917 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Нижнее Санчелеево[d], Самар кĕперни1978 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Днепропетровск) — совет чикӗ ҫарӗсен офицерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче тӑшманӑн 11 атакине сирсе янӑ чухне палӑрнӑ[1], Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1941 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ). Полковник (1954)[2].

Пурнӑҫӗ

1917 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Анат Санчелеево ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн комбайнер пулса ӗҫленӗ. 1938 ҫулхи юпа уйӑхӗнче СССР НКВД чикӗ ҫарӗсене вӑхӑтлӑ хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1939 ҫулта кӗҫӗн пуҫлӑхсен йышӗн шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1940 ҫулта совет ҫарӗсен Бессараби походне хутшӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

СССР НКВД чикӗ ҫарӗсен Молдави чикӗ округӗнчи Кагул 25-мӗш чикӗ отрячӗн 5 №-лӗ чикӗ заставин пулемет отделенийӗн командирӗ Бузыцков Иван кӗҫӗн сержант Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи малтанхи минучӗсемпе сехечӗсенче питӗ пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнчи ирхине, Молдави ССР-ӗнчи Кантемир районӗнче вырнаҫнӑ 5-мӗш Стояновка чикӗ заставинче СССР Патшалӑх чиккине сыхланӑ чухне, Прут юханшывӗ урлӑ каҫмалли кӗпер патӗнче чи малтан ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ҫак кун 5-мӗш застава тӑшманӑн 11 атакине паттӑррӑн сирсе янӑ[1]. Темиҫе хут аманнӑ пулин те, тепӗр кун та никама улӑштарттармасӑр малалла ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи икӗ кунӗнче хӑй тӗллӗн тӑшманӑн 40 ытла салтакне пӗтернӗ[3][4]. Ҫичӗ хут аманнӑ, анчах ҫӗртмен 23-мӗшӗн каҫхине командир хушӑвӗпе юн нумай ҫухатнине пула халтан кайнӑскере ӑна ҫыхӑ хумалли пункта илсе кайиччен хӑйӗн постне пӑрахман[3][4][5].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1941 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнчи «СССР НКВД ҫарӗсен пуҫлӑхӗсен тата рядовойсен йышне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Указӗпе «герман фашизмне хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Кагул 25-мӗш чикӗ отрячӗн 5-мӗш заставин отделени командирне Бузыцков Иван Дмитриевич сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[6].

Госпитальсенче нумай вӑхӑт сипленнӗ хыҫҫӑн Бузыцков кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ, НКВД шалти ҫарсен 9-мӗш стрелоксен дивизийӗн 40-мӗш стрелоксен полкӗ йышӗнче Ҫурҫӗр Кавказра ҫапӑҫнӑ, кӑнтӑрти чикӗре хӗсметре тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫӗнче шалти ҫарсен батальонне ертсе пынӑ. 1945 ҫулта РККА М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗ ҫумӗнчи ҫӗнӗрен хатӗрлекен курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1942 ҫултанпа ВКП(б) членӗ.

undefined

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн малалла МВД шалти ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ[7][8][9], Киеври республикӑри «Динамо» организацийӗн физкультура канашне нумай вӑхӑт хушши ертсе пынӑ. И. Д. Бузыцков полковник 1975 ҫулхи ака уйӑхӗнче отставкӑна тухнӑ[10].

Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче Днепропетровск хулинче пурӑннӑ[11]. Кӑнтӑрти машина тӑвакан савутра ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм енӗпе пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе хастар хутшӑннӑ.

1978 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Днепропетровскра вилнӗ[12][13].

Днепр хулинчи Сурско-Литовски ҫӑвинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1941 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ);
  • Ленин орденӗ;
  • 2 Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1949 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ);
  • «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ, 1945 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ)[14];
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ)[14];
  • ытти 8 медаль.

Хайлавӗсем

  • Бузыцков И. Д. Записки пограничника. — Картя молдовеняскэ, 1976. — 111 с.
  • Бузыцков И. Д. Флаг над заставой. // Пограничная застава / Сост. Г. М. Игнаткович, В. А. Мельничук. — 2-е изд. — М.: Политиздат, 1980.
  • Бузыцков И. Д. Мы вернёмся к тебе, Прут! // Волга в гневе. — Куйбышев, 1970. — С. 55—61[15].

Астӑвӑм

  • Молдави ССР-ӗнчи Кагул хулин хисеплӗ гражданӗ.
  • Иван Бузыцков паттӑрлӑх кӑтартнӑ вырӑнта палӑк лартнӑ.
  • Тӑван ялӗнче — Самар облаҫӗнчи Ставрополь районӗнчи Анат Санчелеево ялӗнче асӑнмалӑх хӑма вырнаҫтарнӑ (1988).
  • Паттӑр ятне Тольятти хулинчи урама тата Анат Санчелеево ялӗнчи урама панӑ.
  • Паттӑр ятне Стояновка чикӗ заставине панӑ пулнӑ[16][17].
  • Паттӑр ячӗпе Анат Санчелеево ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул хисепленет[18][19].
  • 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Иван Бузыцков ятне Самар аэропортӗнчи чикӗ контролӗн уйрӑмне панӑ[20].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Гвардейцы Берия. Завтра.ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  2. ^ Пограничная служба России. Энциклопедия. Биографии. / [Г. Н. Симаков (рук.) и др.] — М.: Кучково поле, 2008. — 509 с.; ISBN 978-5-9950-0005-1. — С.352.
  3. ^ 1, 2 Бузыцков Иван Дмитриевич. 1941-1945.md. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Подвиг пограничника Ивана Бузыцкова: 40 солдат и 7 ранений. Regnum. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  5. ^ Кисловский Ю. Г. От первого дня до последнего: За строкой боевого донесения и сообщения Совинформбюро. — М.: Политиздат, 1988. — С.105-106.
  6. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу войск НКВД СССР» от 26 августа 1941 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1941. — 2 сентября (№ 38 (153)). — . 2021 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Иван Бузыцков. LiveLib. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  8. ^ Герой Советского Союза Иван Бузыцков: «Я не считаю себя героем». ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  9. ^ В Нижнем Санчелеево состоялся День памяти Героя Советского Союза Ивана Бузыцкова. vstrg.info. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  10. ^ Информация из учетно-послужной картотеки в ОБД «Память народа» , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи акан 12-мӗшӗнчи копийӗ.
  11. ^ 2016 ҫулта хулана Днепр ят панӑ.
  12. ^ Бузыцков Иван Дмитриевич. Герои Отечества. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  13. ^ «Сам не покинул поля боя». Про таких, как Иван Бузыцков, говорили: «Советский человек на 100%». Газета Приволжского сельского поселения. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 Бузыцков Иван Дмитриевич :: Память народа. Память народа. Министерство обороны Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  15. ^ Публикации И. Д. Бузыцкова. Музей Самарской Губернской Думы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  16. ^ РИА Новости. Пограничная застава в Молдавии названа «Заставой трех героев СССР» (выр.) (23 ҫурлан 2004). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ. [1] , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнчи копийӗ Застава трёх героев СССР
  17. ^ 2001 ҫулта Молдави правительстви чикӗ заставинчен Паттӑр ятне илсе пӑрахнӑ.
  18. ^ Присвоение имени Героя Советского Союза И.Д. Бузыцкова. nsanch-sch.cuso-edu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  19. ^ Средняя общеобразовательная школа имени И.Д. Бузыцкова. 2gis.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  20. ^ Отделению погранконтроля самарского аэропорта присвоили имя Героя Советского Союза Ивана Бузыцкова. 450media.ru (11 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь. — Воениздат, 1987. — Т. 1.
  • Герои Отечества [редколлегия: Соловьёв Е. Б. и др.]. — М.: Студия писателей МВД России и др., 2004. — 842 c.; ISBN 5-901-809-18-1. — С.637.
  • Игнаткович Г. М., Мельничук В. А. 2-е изд., доп. — Политиздат, 1980. — 304 с., ил. с. — 200 000 экз.
  • В боях за Молдавию. — 1964. — Т. 1.
  • Во славу Родины (1941—1945). — 1961.
  • Граница рождает героев. — 1978.
  • Подвиг во имя Родины. — 1965. — Т. 1.
  • Кочетков В., Потапов К. и др. Не выходя из боя. — Куйбышев: Куйбышевское книжное издательство, 1984.

Каçăсем