Буклов Фёдор Григорьевич

Пурнӑҫӗ

Фёдор Буклов 1924 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Каменнобродски станицинче (халӗ — Ставрополь крайӗнчи Изобильнӑй районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Пятигорскри фельдшерпа акушер шкулӗнче вӗреннӗ. 1941 ҫулхи раштавра ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулта Ростоври артиллерипе тата танксемпе кӗрешмелли училище вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Сталинград, Дон, 3-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Сталинград ҫапӑҫӑвне, Белгород-Харьков операцине, Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫӑва, Корсунь-Шевченко операцине, Молдави ССРне тата Венгрине ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ. 1943 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне Фёдор Буклов гварди лейтенанчӗ 3-мӗш Украина фрончӗн 4-мӗш гварди ҫарӗнчи 69-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 139-мӗш гварди артиллери полкӗн батарейипе командӑланӑ. Вена операцийӗ вӑхӑтӗнче палӑрнӑ[1].

1945 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче совет ҫарӗсем Дунай каналӗ урлӑ каҫнӑ вырӑнта Буклов малалла ҫапӑҫайман тӗллекен ҫын вырӑнне ларнӑ та хӑйех нимӗҫсен 1 танкне пӗтернӗ тата 2 танкне персе амантнӑ. Акан 13-мӗшӗнче батарейӑпа тӑшманӑн тепӗр темиҫе контратакине сирсе янӑ. Тепӗр контраткӑна сирсе янӑ чухне Буклов хӑйех 1 танкпа 1 БТР аркатнӑ. Ҫак ҫапӑҫура вӑл аманнӑ, анчах ҫапӑҫӑва пӑрахса кайман, батарейӑн персе тӑрассипе малалла командӑланӑ. Букловӑн батарейи канал урлӑ хывнӑ кӗпер патне пӗрремӗш тухнӑ. Буклов ҫапӑҫакансене атакӑна ҫӗкленӗ, алӑпа ҫапӑҫса кӗпере ярса илнӗ, ҫапла май ӑна сирпӗтме паман[1][2]. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Буклов хӑйне медсанпая илсе кайма ирӗк панӑ. Вена хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче Букловӑн батарейи 32 пулемёт, 3 тупӑ, 8 БТР, 3 танк пӗтернӗ, ҫавӑн пекех пехота ҫыннисем пытанакан 23 ҫурта аркатнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫура паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» Фёдор Буклов гварди лейтенантне 9105-мӗш номерлӗ Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисеплӗ ятне панӑ[1].

1946 ҫулта Ф. Г. Буклов капитан ҫар хисепӗнче запаса тухнӑ. Ставрополь крайӗнчи Кочубеевское ялӗнче пурӑннӑ. 1955 ҫулта крайри совпартшкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1958 ҫултан пуҫласа Курсавка районӗн, 1963 ҫултан пуҫласа — Кочубеевски районӗн финотделӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ.

1985 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Невинномысскра пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

2005 ҫулта Ставрополь крайӗнчи Андропов районӗн Курсавка ялӗнчи гимназине Буклов ятне панӑ[1].

  • Курсавка ялӗнчи тата Каменнобродски станицинчи урамсене Ф. Г. Буклов ятне панӑ[8][9].
  • 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче Курсавка ялӗнчи 14-мӗш шкул территорийӗнче палӑк-бюст уҫнӑ, Изобильнӑй хулинче барельеф вырнаҫтарнӑ[10][11].
  • 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 13-мӗш вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[12].
  • Курсавка ялӗнчи 14-мӗш шкулта Ф. Г. Буклова халалласа йӗркеленӗ музей экспозицийӗ ӗҫлет[13].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Буклов Фёдор Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ Буклов Фёдор Григорьевич. Курсавка. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
  4. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Наградӑланӑ ҫыннӑн учёт карточкинчи информаци .
  5. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
  6. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
  7. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Акт награждения .
  8. ^ Улица Буклова в селе Курсавка. Mapdata.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  9. ^ Улица Буклова в станице Каменнобродская. Mapdata.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Достопримечательности Андроповского муниципального округа. Официальный сайт Андроповского муниципального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ Барельеф Ф. Г. Буклова. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ Открытие мемориальной доски. МКОУ «СОШ №13» (8 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  13. ^ Экспонаты музея. МБОУ «Средняя общеобразовательная школа №14». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Их имена никогда не забудутся. — Кн. 2. — Ставрополь, 1969.

Каҫӑсем