Бурак Александр Кондратьевич

Александр Кондратьевич Бурак (1918 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Дзержинск[d], Минская губерния[d]1993 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ, Харьков) — Совет Ҫарӗн подполковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1].

Пурнӑҫӗ

Александр Бурак 1918 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Койданово местечкинче (халӗ Беларуҫри Минск облаҫӗнчи Дзержинск хули) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта ҫичӗ класслӑ шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Минскра вакун юсакан савутра слесарь пулса ӗҫленӗ. Аэроклуба вӗренсе пӗтернӗ. 1938 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1940 ҫулта Бурак лётчиксен Одессӑри ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Калуга облаҫӗнчи Козельск хулине штурмланӑ чухне Буракӑн самолётне персе антарнӑ, лётчика хӑйне сӑн-питрен йывӑр амантнӑ, ҫапах та вӑл самолётне пирӗн ҫарсен территорине антарса лартма пултарнӑ[1].

1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне Александр Бурак аслӑ лейтенант 4-мӗш Украина фронтӗнчи 8-мӗш сывлӑш ҫарӗн 8-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗн 227-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗн 208-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне вӑл тӑшманӑн техникипе ҫар ҫыннисем пухӑннӑ вырӑнсене, ҫавӑн пекех чукун ҫул составӗсемпе аэродромсене штурмлама ӑнӑҫлӑн 102 хут вӗҫсе тухнӑ, ҫав ҫапӑҫусенче 28 танк, ПВО 3 батарейине, аэродромсенче 3 самолёта пӗтернӗ. Кӑткӑс метеорологи условийӗсенче те пӗр хут кӑна мар вӗҫсе тухнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл пӗтӗмпе 128 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ[1][2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫавӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Александр Бурак аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе 7619-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

1945 ҫулта Бурак ВКП(б) ретне кӗнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вӑл малалла СССР Сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Икӗ хутчен — 1946 тата 1951 ҫулсенче — вӑл Офицерсен аслӑ вӗҫевпе тактика курсӗсене (ВОЛТК) вӗренсе пӗтернӗ. 1956 ҫулта Бурак подполковник хисепӗпе запаса тухнӑ. Харьковра пурӑннӑ, 1993 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Харьковри 2-мӗш масарӗнче пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Ӑна виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский орденӗпе, 1-мӗшпе 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, ҫавӑн пекех темиҫе медальпе чысланӑ[1][3].

Астӑвӑм

Минск облаҫӗнчи Дзержинск хулинчи Паттӑрсен аллейинче А. К. Бурака халалласа асӑну палли вырнаҫтарнӑ[1][4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бурак Александр Кондратьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ [[1](https://beldosaaf.by/stranicy-istorii-dosaaf-a-k-burak/) Страницы истории ДОСААФ — А.К.Бурак]. ДОСААФ Беларуси. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  3. ^ [[2](https://pamyat-naroda.ru/heroes/podvig-chelovek_nagrazhdenie47215693/) Бурак Александр Кондратьевич, 12.02.1918. Документы участника войны]. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  4. ^ [[3](https://dzr.by/08052026/geroi-zhivy-poka-zvuchat-ih-imena-kakie-uliczy-dzerzhinska-nazvany-v-chest-zemlyakov-priblizhavshih-pobedu/) Герои живы, пока звучат их имена…] DZR.BY (8 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Андреев, С. А. Совершённое ими бессмертно. — Книга 1. — Высшая школа, 1976. — 336 с.
  • Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — 607 с. — 65 000 экз.

Каҫӑсем