Бурматов Владимир Александрович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Владимир Александрович Бурматов (1921 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Ковров[d], Владимир кӗпӗрни — 1986 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ, Ковров[d], Улатимĕр облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи совет ас-лётчикӗ, СССР ТҪФ-ӗн истребитель авиацийӗн лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ). Подполковник (1951 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ)[1][2].
Пурнӑҫӗ
Владимир Александрович Бурматов рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ, Ковроври 3-мӗш шкулта тата хапрӑкпа савут шкулте (ФЗУ) вӗренсе пӗтернӗ. К. О. Киркиж ячӗллӗ 2-мӗш инструментсен савутӗнче (халӗ В. А. Дегтярёв ячӗллӗ савут) смена диспетчерӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ковроври механика техникумӗн пӗрремӗш курсне вӗренсе пӗтернӗ тата Ковроври аэроклубра вӗреннӗ[3].
1940 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа — Тинӗс-ҫар флотӗнче, ӑна унта срочный службӑна чӗннӗ. Балтика флочӗн ВВС-ӗнчи 8-мӗш авиаци бригадин ҫыхӑну уйрӑм батальонӗнче электромеханик ӗҫ вырӑнӗнче хӗрлӗ флотҫӑ пулса хӗсметре тӑнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — ҫапӑҫакан ҫарта. Батальона типҫӗр фронтне янӑ хыҫҫӑн Ленинград тӗлӗнчи хӳтӗленӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна аэроклуб пӗтернӗ ҫын пек фронтран каялла чӗнсе илнӗ те Мордва АССРӗнчи Саранск хулинчи ВВС ТҪФ 1-мӗш запасри авиаци полкне лётчика вӗренме янӑ. Унта вӑл Як-1 истребителе алла илнӗ[1].
Г. Э. Вабишевич статйи тӑрӑх, 1942 ҫулта вӑл ВВС ТҪФ пуҫлӑх йышне лайӑхлатакан курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ[4], анчах ку курссене кӗҫӗн командир ҫар хисепӗллӗ офицерсене кӑна янӑ, Бурматов вара ун чухне лётчик опычӗ ҫук сержант кӑна пулнӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче сержант званийӗпе фронта таврӑннӑ тата Ҫурҫӗр флочӗн СҪВ 20-мӗш истребитель авиаци полкне пилот пулма кӗнӗ. 1942 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче полка килнӗ, утӑн 12-мӗшӗнче пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ, утӑн 19-мӗшӗнче вара Мурманск ҫине сывлӑшран тапӑннӑ тӑшмансене сирсе янӑ чухне хӑйӗн пӗрремӗш ҫӗнтерӗвне тунӑ: вӑл Ю-88 бомбардировщика персе антарнӑ. Бурматов полка килнӗ ултӑ ҫамрӑк пилот ушкӑнӗнчен виҫӗ уйӑх ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн иккӗшӗ кӑна чӗрӗ юлнӑ. Бурматов хӑй ҫак уйӑхсенче нимӗҫсен пуллисемпе шӑтарса пӗтернӗ самолётпа аэродрома икӗ хут таврӑннӑ, икӗ хут аманнӑ, авӑнӑн 8-мӗшӗнче вара ӑна сывлӑшри ҫапӑҫура ҫӗмӗрнӗ, ҫавӑнпа унӑн тундрӑра самолётӑн «хырӑмӗ ҫине» анса ларма тивнӗ. Самолёт арканнӑ, анчах Бурматов чӗрӗ юлнӑ[5].
1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ҫурҫӗр флочӗн ВВС 255-мӗш истребитель авиаци полкне куҫарнӑ, унта вӑл малаллахи мӗнпур ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче пилот, звено командирӗ, полк штурманӗ пулса ирттернӗ. Фронт условийӗсенче ленд-лизпа килнӗ «Аэрокобра» истребителе алла илнӗ. 1943 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ иккӗмӗш хут ҫӗнтернӗ, унтан ҫӗртме уйӑхӗнче 5 самолёт, утӑ уйӑхӗнче — 2, авӑн уйӑхӗнче — 5 самолёт персе антарнӑ. 1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш хут пӗрер ҫӑлтӑрлӑ кӗҫӗн лейтенантӑн офицер погонӗсене илнӗ (1944 ҫулта вӑл ҫапӑҫусенче палӑрнӑшӑн вӑхӑт ҫитичченех ку звание тивӗҫнӗрен лейтенант пулнӑ).
1943 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗнче Бурматов ҫурҫӗрте ҫапӑҫакан тӑшманӑн чи лайӑх асӗсенчен пӗрне — Ханс Хейнрих Дебрих фельдфебеле (65 ҫӗнтерӳ) — персе антарнӑ[6]. Йывӑр аманнӑ Дебриха тинӗсре нимӗҫ катерӗ тупса ҫӑлнӑ, анчах аманнипе тата шӑнса пӑсӑлнипе вӑл урӑх вӗҫеймен[7]. 1943 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче вара Луостари аэродромӗ ҫине тапӑннӑ тӑшмана сирсе янӑ чухне Бурматов 5-мӗш истребитель эскадрин 9-мӗш эскадрилйинчи Гюнтер Эйхорн лейтенанта (7 ҫӗнтерӳ), тепӗр аса, персе антарнӑ. Вӑл парашютпа сиксе аэродром территорийӗнчех тыткӑна лекнӗ[8].
1944 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне 255-мӗш истребитель авиаци полкӗн (ВВС ТҪФ 5-мӗш мина-торпеда авиаци дивизийӗ) штурманӗ Бурматов аслӑ лейтенант ҫапӑҫӑва 191 хут вӗҫсе тухнӑ, сывлӑшри 43 ҫапӑҫура тӑшманӑн 12 самолётне хӑй тӗллӗн тата пӗрине ушкӑнпа персе аркатнӑ. Мӗнпур ҫапӑҫу вӗҫевӗнчен 57-шне Ҫурҫӗр флочӗн Баренц тинӗсӗнче нимӗҫсен конвойӗсем ҫине тапӑнакан самолёт-торпедоносецсене хуралланӑ май пурнӑҫланӑ. Ку питӗ хӑрушӑ вӗҫевсем пулнӑ, мӗншӗн тесен конвойсене яланах нимӗҫсен опытлӑ лётчик-истребителӗсем сыхланӑ, хураллакан карапсен вара вӑйлӑ зенит хӗҫпӑшалӗ пулнӑ[9]. Чӑн пурнӑҫра кашни вӗҫеверех пӑрлӑ хумсем ҫийӗнче сывлӑшри ҫапӑҫу пулнӑ, анчах хӑйӗн задачисене Бурматов пурнӑҫланӑ: ҫак вӗҫевсенче совет торпедоносецӗсем пӗтӗмӗшле 64000 тоннӑлӑх шыв кӑларакан тӑшманӑн 8 транспортне, 12000 тоннӑлӑх 1 танкера, 1 хурал карапне, 1 хурал катерне (кашнийӗ 1500 тонна таран), 3 хӑй тӗллӗн ҫӳрекен баржӑна шыва путарнӑ. 40000 тоннӑлӑх шыв кӑларакан тӑшманӑн тата 6 транспортне, 22000 тоннӑлӑх 2 танкера, 1 хурал карапне сиенленӗ[10].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Бурматов гварди аслӑ лейтенантне Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ӑна Ленин орденӗпе 2391-мӗш №-лӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Рыбачий ҫурутрав патӗнче ӑна зенит пуллисемпе персе антарнӑ, вӑл темиҫе сехет хушши ҫӑлав шлюпки ҫинче Баренц тинӗсӗнче пулнӑ, ӑна катер экипажӗ ҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗнче ӑна фронтран чӗнсе илсе вӗренме янӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫапӑҫӑва 230 хут вӗҫсе тухнӑ, сывлӑшра 51 ҫапӑҫу ирттернӗ, тӑшманӑн 18 самолётне хӑй тӗллӗн тата 1-шне ушкӑнпа персе антарнӑ (анчах лётчикӑн 7 ҫӗнтерӗвӗ кӑна пулма пултарнӑ тесе ҫирӗплетнӗ)[11].
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ВВС ТҪВ Офицерсен аслӑ курсне вӗренсе пӗтернӗ. Хӑйӗн полкне эскадрилья командирӗ пулса таврӑннӑ, ку ӗҫре вӑл 1946 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна академие вӗренме яриччен тӑнӑ.
1952 ҫулта Сывлӑш ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Хура тинӗс флочӗн СҪВ хӗсметре тӑнӑ: 1952 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен — 628-мӗш истребитель авиаполкӗн командирӗн ҫумӗ — пилотламалли техникӑпа вӗҫев теорийӗн инспектор-лётчикӗ, каярах ку полкӑн командирӗ пулса тӑнӑ; 1956 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — 49-мӗш истребитель авиаци дивизийӗн перессси тата тактика хатӗрленӗвӗ енӗпе командир ҫумӗ. 1953 ҫулта Севастополь хулинчи Нахимов районӗнчи Халӑх депутачӗсен канашӗн депутатне суйланнӑ. 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче подполковник званийӗпе запаса кӑларнӑ[1].
Тӑван Ковров хулинче (Владимир облаҫӗ) пурӑннӑ. В. А. Дегтярёв ячӗллӗ заводра инженер-технолог пулса ӗҫленӗ.
1986 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче вилнӗ. Ковроври Троица-Никольский масарӗн Мухтав аллейинче пытарнӑ[12].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ);
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ);
- Виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1942 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ, 1943 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, 1943 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ);
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ);
- Икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1956 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ, 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ);
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- «Совет Полярхыҫне хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- СССРӑн ытти медалӗсем;
- Ковров хулин хисеплӗ гражданинӗ (1975 ҫулхи акан 17-мӗшӗ).
Астӑвӑм
- В. А. Бурматовӑн бюстне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ ҫурҫӗрти 53 лётчик хушшинче Сафоново посёлокӗнчи Паттӑрсен аллейинче Ҫурҫӗр флочӗн Сывлӑш ҫӑр вӑйӗсен музейӗ патӗнче вырнаҫтарнӑ[13].
- Ковров хулинче унӑн ятне пӗр урама (маларах Жданов урамӗ, 1989) тата 10-мӗш вӑтам шкула (2015) панӑ, шкул ҫуртӗнче вара ӑна халалласа асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[14].
- Ковроври Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи Паттӑрсен аллейи ҫинче унӑн ятне ҫырса лартнӑ стела пур (2000).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Воробьёв Е., Старикова О. Морские лётчики — Герои Советского Союза. Бурматов Владимир Александрович. // Морской сборник. — 2014. — № 6. — С. 69—70.
- ^ В ряде публикаций назван полковником. По информации из ОБД «Память народа», был уволен в запас в 1957 году в звании подполковника, но нельзя исключать, что ему позднее было присвоено воинское звание полковника запаса.
- ^ Никулин В. Офицер ВМФ, сражавшийся в небе. Статья в ковровской газете «Знамя труда» от 21.07.2021 г.
- ^ Вабишевич Г. Э. Офицерские курсы авиации флота (1940—1960 гг.) // Военно-исторический журнал. — 2019. — № 3. — С.23.
- ^ Юрьев В. Лётчик из матросской семьи. Будущий ас начинал краснофлотцем батальона связи. // Мурманский вестник. — 2021. — 2 декабря. — № 180.
- ^ Зефиров М. Асы Люфтваффе: Кто есть кто: Скорость. — М.: ACT: Астрель; Владимир: ВКТ, 2010. — 477 с. — ISBN 978-5-17-057677-7. — С. 205.
- ^ Сто сталинских соколов. В боях за родину. — М.: Яуза, Эксмо, 2005.
- ^ Юрьев В. Лётчик из матросской семьи. Будущий ас начинал краснофлотцем батальона связи // Мурманский вестник. — 2021. — 9 декабря. — № 184.
- ^ Уманский И. М. О конвоях и о войне. // Северные конвои: Исследования, воспоминания, документы. — Архангельск, 1991.
- ^ Наградной лист на присвоение звания Героя Советского Союза В. А. Бурматову. // ОБД «Память народа».
- ^ Быков М. Ю. Все Асы Сталина 1936—1953 гг.. — Научно-популярное издание. — ООО «Яуза-пресс», 2014. — С. 173—174. — 1392 с. — (Элитная энциклопедия ВВС). — 1500 экз. — ISBN 978-5-9955-0712-3.
- ^ Бурматов Владимир Александрович // Владимирская энциклопедия: биобиблиографический словарь. — Владимир, 2002. — С. 82.
- ^ В. А. Бурматов на сайте «Авиаторы второй мировой». Архивланӑ 2024 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Памяти Героя Советского Союза, участника Великой Отечественной войны, уроженца города Коврова Владимира Александровича Бурматова. Статья на сайте Управления образования Администрации г. Ковров, 28.05.2021 г.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с.
- Бойко В. С. Крылья Северного флота. — Мурманск: Мурманское книжное издательство, 1976. — 317 с.
- В пламени сражений. — Ярославль, 1978.
- Герасименко Д. Я., Колкер И. И., Нехорошков Ф. А. Славен героями Северный флот. 30-летию разгрома гитлеровских захватчиков в Заполярье посвящается. — Мурманск: Мурманское книжное издательство, 1974. — 208 с.
- Нагорный А. Ф., Травкин В. В. Земли Владимирской богатыри. Очерки о Героях Советского Союза. — Ярославль, 1967.
- Сорокажердьев В. В. Они сражались в Заполярье: Герои Советского Союза, 1939—1945: боевые биографии. — Мурманск: Книжное издательство, 2007. — С. 51. — ISBN 978-5-85510-305-2.
- Сто сталинских соколов. В боях за родину. — М.: Яуза, Эксмо, 2005.
- Замедлин Н. Награда от шефов // Североморский лётчик. — 1944. — 23 марта. — С. 1.
Каҫӑсем
Бурматов Владимир Александрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Биография, фотографии и список воздушных побед В. А. Бурматова на сайте «Советские асы».
- Мемориальный комплекс Героя Советского Союза В. А. Бурматова на сайте Ковровского историко-мемориального музея.
- Биография В. А. Бурматова на сайте Государственного Владимиро-Суздальского музея-заповедника.
- Музей ВВС СФ. Фотоальбом об истории музея ВВС Северного флота.