Бурцев Фёдор Иванович

Фёдор Иванович Бурцев (1923 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ, Епифанский уезд[d], Тула кӗпӗрни[d]2003 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ, Мускав) — лётчик-испытатель, полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1966).

Пурнӑҫӗ

Фёдор Бурцев 1923 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Казаки ялӗнче (халӗ — Тула облаҫӗнчи Кимовск районӗ) ҫуралнӑ. 1932 ҫултанпа Мускавра пурӑннӑ. 1940 ҫулта вӑл Ленин аэроклубне вӗренсе пӗтернӗ. 1941 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫара службӑна чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫултах Борисоглебск хулинчи лётчиксен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн 1942 ҫулччен унтах лётчик-инструктор пулса ӗҫленӗ. 1943—1944 ҫулсенче вӑрҫӑра пулнӑ, Брянск, 1-мӗш Украина тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Ла-5» тата «Ла-7» истребительсемпе 57 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ, сывлӑшри 17 ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, тӑшманӑн 3 самолётне персе антарнӑ. 1948 ҫулччен Люберцы хулинчи Сывлӑшри ҫапӑҫӑвӑн офицерсен аслӑ шкулӗнче лётчик-инструктор пулнӑ, ҫак ӗҫре вӑл пӗрремӗш совет реактивлӑ «МиГ-9» тата «Як-15» истребителӗсене тӗрӗслесе пӑхас ӗҫе хутшӑннӑ. 1950 ҫулта СССР Минавиапромӗн лётчик-испытательсен шкулне (ШЛИ) вӗренсе пӗтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн 1980 ҫулччен Вӗҫевпе тӗпчев институтӗнче лётчик-испытатель пулса ӗҫленӗ[1].

«И-370», «МиГ-15», «МиГ-17», «МиГ-19», «Е-4», «Е-5», «Е-6», «МиГ-21» истребительсене, «Ту-4ЛЛ», «Ту-16ЛЛ» вӗҫекен лабораторисене, «Ил-18», «Ту-104», «Ту-124», «Як-25» самолётсене тӗрӗслесе пӑхас ӗҫе хутшӑннӑ. Бурцев Султан Амет-Ханпа тата Сергей Анохинпа пӗрле КС самолёт-снарядӑн аналогне тӗрӗслесе пӑхнӑ, ҫавӑншӑн 1953 ҫулта ӑна 2-мӗш степеньлӗ Сталин премийӗпе чысланӑ[1].

1974 ҫултан пуҫласа 1988 ҫулччен Бурцев ШЛИ пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1980 ҫулта вӑл СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнчен отставкӑна тухнӑ.

Фёдор Иванович малтан Мускав облаҫӗнчи Жуковский хулинче пурӑннӑ, 2001 ҫултанпа вара — Мускавра. Вӑл 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Даниловка масарӗнче пытарнӑ[2].

Хисепӗсем тата ячӗсем

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1966 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «ҫӗнӗ авиаци техникине тӗрӗслесе пӑхнӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Фёдор Бурцев полковника Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ӑна Ленин орденӗпе 11266-мӗш №-лӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

Ҫавӑн пекех ӑна Октябрь Революцийӗн орденӗпе (1974 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ), икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1947 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ, 1953 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ), 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе (1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ), виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1944 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, 1944 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, 1956 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ) тата темиҫе медальпе чысланӑ[1].

СССР тава тивӗҫлӗ лётчик-испытателӗ ят пур (1964). 2-мӗш степеньлӗ Сталин премийӗн лауреачӗ (1953).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бурцев Фёдор Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ Могила Бурцева. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Балаков И. Б., Симонов А. А. Испытатели МиГов. — Авиационный Печатный Двор, 1999. — С. 40. — 96 с. — ISBN 5-93705-001-0.
  • Васин В. П., Симонов А. А. Испытатели ЛИИ. — Авиационный Печатный Двор, 2001. — С. 44. — 192 с. — ISBN 5-93705-008-8.
  • Симонов А. А. Заслуженные испытатели СССР. — Авиамир, 2009. — С. 40. — 384 с. — ISBN 978-5-904399-05-4.

Каҫӑсем