Бусаргин Николай Матвеевич

Николай Матвеевич Бусаргин (1919 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Давлекан районĕ1990 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ, Нальчик) — ҫар ҫынни, майор (1958). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, стрелоксен ротин командирӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).

Пурнӑҫӗ

Николай Бусаргин 1919 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи Пелепей уесӗн Покровка ялӗнче (халӗ — Пушкӑртстан Республикин Тавлекан районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1]. Наци тӗлӗшӗпе вырӑс. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. Ҫар хӗсметне каяс умӗн трактор бригадин пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ.

1939 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне илнӗ. Вӑрҫӑ фронтӗнчи ҫапӑҫусене 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа хутшӑннӑ. 1942 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсӗнче, 1944 ҫулта «Выстрел» курсӗнче вӗреннӗ. 1945 ҫултанпа — ВКП(б) пайташӗ.

2-мӗш Украина фронтӗнчи 46-мӗш ҫарӑн 252-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 932-мӗш стрелоксен полкӗн 5-мӗш ротине ертсе пынӑ. Н. М. Бусаргин лейтенант Чехословакие ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ. 1945 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче вӑл ротӑпа пӗрле Комарно хули (Словаки) патӗнче Дунай шывӗ хӗррине тухнӑ, тӑшманӑн чакмалли ҫулне татнӑ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен 30-мӗшхи каҫхине Бусаргин тӑшман вӑйлӑ пенӗ пулин те ротӑпа пӗрле Дунай урлӑ каҫнӑ. Ун хыҫҫӑн плацдарм ярса илсе гитлеровецсен танкпа пехотӑллӑ атакисене сирсе янӑ. Бусаргин хӑйӗн тӗслӗхӗпе салтаксене хавхалантарса тӑшман траншейине йышӑннӑ, ротӑна Комарно хулине ертсе кӗнӗ[2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Указӗпе 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче Н. М. Бусаргина Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[3].

undefined

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн малалла Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Офицерсен курсӗсене пӗтернӗ. 1959 ҫултанпа майор ҫар хисепӗпе запасра пулнӑ.

Кабарда-Балкар АССРӗнчи Нальчик хулинче пурӑнса ӗҫленӗ. 1990 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче вилнӗ[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 2025 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Тавлекан районӗнчи 5-мӗш гимназие Герой ятне панӑ[4][5];
  • Тавлекан районӗнчи Ивановка ялӗнче палӑк лартнӑ. Вӑл вӗреннӗ шкул ҫинче тата Нальчик хулинчи хӑй пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 И. Г. Каримова. Бусаргин Николай Матвеевич (выр.). Региональный интерактивный энциклопедический портал «Башкортостан» (10 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Н. В. Уфаркин. Бусаргин Николай Матвеевич (выр.). Патриотический интернет проект «Герои Страны». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Бусаргин Николай Матвеевич (выр.). Портал Министерства обороны Российской Федерации «Память народа». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Ляйсан Закирова. Школам Башкирии присвоили имена Героев Советского Союза (выр.). ИА «Башинформ» (23 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Постановление Правительства Республики Башкортостан от 20 октября 2025 года № 487 «О присвоении имен Героев Советского Союза и выдающихся деятелей Республики Башкортостан общеобразовательным организациям Республики Башкортостан» (выр.). Правительство Республики Башкортостан (20 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.

Каçăсем