Быковский Валерий Фёдорович

Валерий Фёдорович Быко́вский (1934 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ[1][2], Павловский Посад[4] — 2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ[3][2], Леониха[d], Мускав облаҫӗ) — СССР 5-мӗш космонавчӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1963, 1976). Космоса виҫӗ хут вӗҫнӗ, пӗтӗмӗшле 20 талӑк та 17 сехет те 47 минут та 21 ҫеккунт пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1934 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнчи Павловский Посад хулинче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ хуласенче шкулта вӗреннӗ[5]. Качари ҫар авиаци училищине (1955) тата Н. Е. Жуковский ячӗллӗ Сывлӑш-ҫар инженери академине (1968) вӗренсе пӗтернӗ[6]. ПВО-н Мускав округӗнчи истребительсен полкӗнче лётчик пулса хӗсметре тӑнӑ.

1960 ҫулта космонавтсен ушкӑнне кӗнӗ. Пӗрремӗш хут космоса 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Восток-5» карап командирӗ пулса вӗҫнӗ. Иккӗмӗш вӗҫевӗ 1976 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Союз-22» карап ҫинче иртнӗ. Виҫҫӗмӗш хут 1978 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 3-мӗшӗччен «Союз-31» карап ҫинче ГДР космонавчӗпе Зигмунд Йенпа пӗрле вӗҫнӗ, кайран «Салют-6» станцинче ӗҫленӗ, «Союз-29» караппа ҫӗр ҫине таврӑннӑ.

1965—1969 ҫулсенче Уйӑх ҫине вӗҫме хатӗрленекен совет космонавчӗсен ушкӑнне ертсе пынӑ. 1988 ҫулта космонавтсен ушкӑнӗнчен тухнӑ. 1988—1990 ҫулсенче Берлин хулинче Совет ӑслӑлӑхӗпе культурин ҫурчӗн директорӗ пулнӑ.

2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче вилнӗ. Мускав облаҫӗнчи Леониха ялӗн масарӗнче пытарнӑ[7].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Павловский Посад, Калуга, Ржев, Берлин, Бургас, Варна тата ытти хуласен хисеплӗ гражданинӗ.
  • Тӗрлӗ хуласенче Быковский ячӗллӗ урамсем пур.
  • 2020 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Павловский Посадра Быковский космонавтӑн музейне уҫнӑ[8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Waleri Bykowski // Filmportal.de — 2005.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Walerij Bykowski // Munzinger Personen (нем.)
  3. ^ 1, 2 Soviet cosmonaut Valery Bykovsky died (англ.)
  4. ^ 1, 2 Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #1056020989 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
  5. ^ Биография В. Ф. Быковского на сайте РКК «Энергия» , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнчи копийӗ.
  6. ^ Белоцерковский С. М. Диплом Гагарина. — «Молодая гвардия», 1986. — 173 с.
  7. ^ Умер космонавт Валерий Быковский. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
  8. ^ Музей космонавта Валерия Быковского (выр.). Путеводитель Подмосковья. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.

Каçăсем

Категорисем