Валем Хуçа

Валем Хуçа е Валем Ырă — чăвашсен пăлхар тапхăрĕнчи паллă пӳлĕхçи. Вăл Пӳлер хулинче тутар йăхĕсем киличчен пурăннă. Ун пирки Малĕм хоçа, Маалим-Ходжа тесе те çырни те пур.

Кунçул

Валем пуян хуçа пулнă, çынсене сыватнă, çăлтăрсен тĕнчине лайăх пĕлнĕ, çутçанталăк мĕнле аталанса пырассине каланă. Вăл хура халăха тĕне кура уйăрса пăхман: уншăн авалхи тĕнпе пурăнакан чăвашсем те ислам тĕнне илнĕ çынсем те пĕрех пулнă.

Валем хуçана вилсессĕн ту çине пытарнă. Çав тăва халĕ Хурату е Валемхуç теççĕ. Çак çăвари палăксем çине арап чĕлхипе чăваш сăмахĕсене çырнă. Палăкĕсене авалхи чăваш йăлипе Хӗвеле хирĕç лартнă. Çав палăксене вырăнти çынсем хисеплемесĕр вĕçĕмсĕрех çаратнă пулнă, ислам тĕнлĕ çын масарĕсене çеç упраса усранă, Ылтăн Урта тапхăрĕнчи кун-çулне çеç палăртса тăнă.

Çавăн пекех

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • П.В.Денисов, "Религиозные верования чуваш"
  • В.К.Магницкий, "Материалы к объяснению старой чувашской веры"
  • Н.И.Ашмарин, "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки", X-мĕш томĕ.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • С.М.Шпилевский, "Авалхи хуласем..."
  • Н.И.Золотницкий, "Корневой чувашско-русский словарь", Хусан, 1875.
  • Н.И.Шелепи, "Пăлхар сутăçĕ Валем çинчен", поэма.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Категорисем