2001 çулхи халăх çыравĕпе, 611 000 çын, е Уэльс халăхĕн 20,5 % валли чĕлхине пĕлеççĕ (1991 çулхипе танлаштарсан 18,5 %); çакăн чухнехи çырав Уэльсре пурăнакансен 25 % çĕрĕн тулашĕнче çуралнă. Аслă Британин урăх çĕрĕсенче пурăнакан валли чĕлхине пĕлекеннисен йышне тĕплĕн калама çук, анчах та вĕсен шучĕ Англипе Уэльс чикки тăрăхĕнчи хуласенче чылай шутланать. S4C телеканал хаклавĕпе, 1993 çулта Англире валли чĕлхине пĕлекен 133 000 яхăн çын пурăннă; весен виççĕмĕш пайĕ Мăн Лондонра пурăнать. Унсăр пуçне, валли чĕлхипе калаçакансем Канадăра (3 160 Ethnologue хыпарĕпе) тата АПШ-ра (2 655).
Уэльс çĕрĕсенчи валли чĕлхине пĕлекенсен проценчĕ.
Валли чĕлхи — чĕрĕ чĕлхе, ăна Уэльсре пур çĕрте те илтме пулать. Уэльс чĕлхе акчĕпе (1993) валли чĕлхип акăлчан челхи пĕр шайла шутланаççĕ. Этем пĕрлĕх органĕсем валли чĕлхин программине кĕртнĕ. Çавăнпа та Уэльс Наци Ассамблейĕн вырăнти канашĕсем валли чĕлхипе официаллă усă кураççĕ, официаллă пичет материалĕсемпе пĕлтерӳсене кăлараççĕ, çул çинчи паллăсене валли чĕлхиллĕ лартаççĕ.
Валли чĕлхи чылай куравçă аудиторине 1982 çулхи чӳк уйăхĕнче прайм-тайм-ра валли чĕлхипе çеç калаçакан S4C (Sianel Pedwar Cymru, «4-мĕш канал, Уэльс») телеканала ĕçе кĕртсен туянать.
Аслă Британин 1981 çулхи Гражданлăх саккунĕпе килĕшӳллĕ валли чĕлхине пĕлни, акăлчан е шотланд чĕлхине пĕлнĕ пекех, натурализаци чĕлхе пĕлĕлӳхĕн çителĕклĕ критерийĕ шутланать.
Arwyn Watkins T. Some phonological features of the Welsh dialect of Llansamlet (West Glamorgan) // Festschrift J. Pokorny. Innsbruck, 1967, pp. 315–324.
Fynes-Clynton O. H. The Welsh Vocabulary of the Bangor District. Oxford, 1913.
Ruddock G. E. Rhai enghreifftiau o golli seiniau yn nhafodiaith Hirwaun / Bulletin of the Board of Celtic Studies, 1970, v. 23, pt. 4, pp. 295–308.
Sommerfelt A.Studies in Cyfeiliog Welsh. Oslo, 1925.
Sweet H.Spoken North Welsh // Transactions of the Philological Society. London, 1882—1884, pp. 409–485.
Thomas B. Cyweiriau iaith siaradwaig o Ddyffryn Afan /Bulletin of the Board of Celtic Studies, 1980, v. 28, pt. 4, pp. 579–592.
Thomas A. R. The linguistic geography of Wales. Cardiff, 1973.
Oftedal M. A new approach to North Welsh vowels // Lochlann. Oslo, 1969, v. 4, pp. 243–269.